Аттесĕр ачалăх
Елчĕкре пурăнакан Мария Лобанчикова пурнăçне йĕркипе пăхса пырсан Тăван çĕршывăн кун-çулне йĕрлеме пулать. Çĕршывра пулса иртекен пулăмсем йăлтах курăнаççĕ унта, вĕсем ун пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Уйрăмах – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи.
– Атте, Василий Иванович Иванов /1912 çулхи/, 1932 çулта тăван ялĕнчен – Хĕрлĕçыртан Донбаса шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. Вăл вуниккĕрех амăшĕсĕр юлнă, çавăнпа ун никамах та шанмалли пулман. Тата 4 çултан вăл яла отпуска килет те – вĕсем аннепе, Анна Михайловна Михайловăпа /1916/, туй туса çемье çавăраççĕ. Унтан каллех Донбаса тухса каять – Макеевкăри «Капитальная» шахтăна. Малтан забойщик пулнă, кайран – бригадир. Япăх кăтартман унта вăл хăйне, унăн плана 210 процент тултарнине çирĕплетекен справкисене, ытти докуменчĕсене халĕ те чи хаклă япала вырăнне хурса упратăп.Тепре отпуска килсен вĕсем аннепе çурт лартаççĕ, вăл вăхăтра ун пек лайăх пÿрт ялта та пулман. 1941 çулхи çуркунне атте тепре отпуска килет, анчах кайса ĕлкĕреймест – вăрçă пуçланать, – каласа парать 80 çулхи М.Лобанчикова.
Василий Иванова вăрçă пуçлансан çулла ытти çынсемпе пĕрле фронта илсе каяççĕ. Анчах ăна, 3-мĕш ушкăнри сусăра, 1942 çулхи çуркунне чĕри япăххипе килне яраççĕ. Ялта пурăннă чух вăл бригадир курсĕсенчен вĕренсе тухать, унтан колхозра бригадирта тăрăшать. Анчах ку ялта кама-тăр килĕшмест: пăхма патвар çын фронтра мар, ялта пурăнать… Çар комиссариатне темиçе хут та элек çыраççĕ ун пирки, унта ĕçлекенсене «сутăн» илсе ялти пĕр çын вырăнне 1942 çулта хĕле хирĕç тепĕр хут вăрçа ăсатма «пулăшаççĕ». Василий малтан фронтран таврăнсан сусăра тухнă хутне çар комиссариатне панă пулнă, унтисем вара ăна кайран «çухатнă».
Иванов хĕрлĕ армеецран малтан çыру Мускавран килет, декабрĕн 24-мĕшĕнче çырнинче вара вăл часах çапăçăва кĕретпĕр, тăшмансем пĕр çухрăмра кăна тесе пĕлтерет. Вĕсене Ржев патĕнчи вут-çулăма кĕртсе яраççĕ. Кунта питĕ хăрушă çапăçусем пынă. Пирĕн салтаксем ушкăнăн-ушкăнăн пĕтнĕ кунта, вĕсен вырăнне теприсене кĕртсе янă. 1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Ивановран арăмĕ патне тепĕр çыру килет. Анчах хăй алли мар, çырма та вырăсла чĕркеленĕ: «Я слегка ранен в ногу…» Тÿрех паллă – ырра мар ку. Кăштах вăхăт иртсен хăй аллипе те çырать вăл – пĕр хускалмасăр месерле выртатăп, купарча, аяк пĕрчи шăммисем çĕмĕрĕлсе-хуçăлса пĕтнĕ тет. Анна Михайловна 1943 çулхи çуркунне улттăри Алюш ывăлĕ чирлесе вилнине упăшкине вара пĕлтермест – леш хăй те аран-аран выртать те. Вырăсла çырнă çыру тепре килет яла, апла салтакăн ĕçĕсем япăх пулнă. Малалла вара шăплăх… Фронтран та çыру килмест, килтен çырнă çырусем те унта çитмеççĕ…
– Вăрçă хыççăн чылай çул иртсен эпĕ хăрушă япала пĕлтĕм. Салтак çырăвĕсем те, вĕсем патне çырнисем те çар тĕрĕслевĕ /цензура/ урлă тухнă вăл вăхăтра. Çырусене Комсомольскинче вуласа-тĕрĕслесе тăнă çĕрте ĕçленĕ хĕрарăм пĕррехинче кулса каласа пани чĕрене витерчĕ. Паллах, ун чухне çырăвĕсем нумай пулнă, миххи-миххипе. Çак хĕрарăмсем вара пурне те вуласа ларас килменнипе каçпа 2-3 миххине вăрттăн çĕре илсе кайса çунтарса янă. Çырусем кирлĕ çĕре çитменнин сăлтавĕ çакă пулнă иккен. Пирĕн килте1943 çулхи январьте Толя ятлă шăллăм çуралнă, анне ун пирки аттене çырса янă, анчах вăл ун çинчен те пĕлмен. Атте çырăвĕсем те, анне çырнисем те çак михĕсенче çунса кайнă ĕнтĕ… – шывланнă куçне шăлса каласа парать вăрçа пула ачаллах тăлăха юлнă Мария Васильевна.
Çакăн хыççăн В.Иванов салтак çинчен нимĕн те пĕлмен. Çапла Анна Михайловна 25 çултах тăлăх арăм пулса юлать. Çуртне лартнă-ха, анчах пăлтăрĕ-чăланĕ те, хапхи те çук, пахчине те картапа тытман. Çакна вăл виçĕ ачине пĕччен ÿстернĕ чухне каярах нушапа хăех майлаштарать.
Çĕпĕрте
– Эпĕ 1954 çулта Тăрмăш шкулĕнче 7 класс пĕтертĕм, вăтам пĕлÿ вара кÿршĕри Çĕнĕ Пăва ялĕнче илтĕм. Укçа çук, тăхăнма кĕпе те çук – мĕн тумалла? 1957 çулта пĕр тантăшпа Çĕпĕре тухса кайма шутларăмăр, Новосибирска çитсе техника училищине газоэлектросварщика вĕренме кĕтĕмĕр. Вĕреннĕшĕн 200 тенкĕ тÿлетчĕç, çуррине хваттерте тăнăшăн пама тÿрĕ килетчĕ. Юлнă 100 тенкине перекетле-перекетле тепĕр стипенди иличчен пурăнаттăм вара. Икĕ çултан вĕренсе тухсан ĕçлеме Томск хулине кайрăмăр, «Сибэлектромонтаж» организацие вырнаçрăмăр,ТЭЦ тунă çĕрте тăрăшрăмăр. Унта 5 котелĕ çĕр кăмрăкĕпе ĕçлетчĕ ĕнтĕ, эпир улттăмăшне тăваттăмăр. 20-30 метр çÿллĕшне улăхса ĕçлеме тÿр килетчĕ, ÿкесрен пилĕкрен пиçиххи çыхса çаклатса хураттăмăр. Аялта тĕрмере ларакансем бетонпа никĕс яратчĕç, вĕсене салтаксем пăшалпа хураллатчĕç. Пĕр вăхăт виçĕ уйăха Красноярска командировкăна та ячĕç пире, унта ГРЭС çинче ĕçлерĕмĕр. Каллех Томска таврăнтăмăр. Общежитире вырăс хĕрĕсемпе пурăнаттăмăр, мана хисеплетчĕç, нихçан та эс чăваш тесе каласа курман, кÿрентермен, питĕ туслăччĕ эпир. Пурнăç йĕркеленсе кайрĕ темелле, ĕç укçи те аванахчĕ – 1500 тенкĕччĕ. Тумлантăм, тăхăнтăм, аннене те тум ярса пама пуçларăм, анчах килте 17 çулхи Толя шăллăм чирлесе вилсе кайни ман шăпана йăлтах улăштарчĕ. Вара эп 1960 çул вĕçĕнче анне патне яла таврăнтăм, ăна пĕччен хăварас темерĕм, – аса илет Мария Васильевна.
Ĕç стажĕ – 45 çул
Яла таврăнсан 5-мĕш разрядлă газоэлектросварщик районти «Сельхозтехника» пĕрлешÿре пĕр çулталăк ĕçлет. Хăй каланă тăрăх, ун чухне урăх хĕрарăм сварщик районĕпе те пулман.
Çак вăхăтра Петр Лобанчиков, Елчĕк каччи, Чăваш патшалăх пединститутĕнчи физикăпа математика факультечĕн студенчĕ, Тăрмăш шкулне практикăна пырать, Анна Михайловна Иванова патне хваттере вырнаçать. Çакăнта Петрпа Мария паллашаççĕ те пĕрлешеççĕ, çĕнĕ çемье çавăраççĕ. Петр Викторович çулла диплом илет те – çамрăк çемьене кĕркунне Лаш Таяпа шкулне ĕçлеме яраççĕ. Мария Васильевна унта библиотекăра тăрăшать. 1962 çулта кĕркунне П.Лобанчикова Аслă Елчĕк шкулне яраççĕ. Çапла вăл Елчĕкрен кăнтăрла ку яла кайса килет, кун вĕçленеспе вара Патреккелне çитет, каçхи шкулта çитĕннисене вĕрентет. Унтан çур çĕрте çеç таврăнать. Ун чухне çемьере пĕрремĕш ача çуралать ĕнтĕ, çавăнпа Мария амăшĕ патĕнче Хĕрлĕçырта пурăнать. 1963 çулта вара Петр Викторовича Елчĕк шкулне куçараççĕ, çамрăк çемьене çĕнĕ çуртра хваттер параççĕ.
Лобанчиковсем паян та çавăнтах пурăнаççĕ. Петр Викторович вăтам шкулта пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн предметне вĕрентнĕ /вăл çамрăк чухне Оренбургри çар училищине пĕтернĕ/, çаплах физика урокĕсене ертсе пынă. Мария Васильевна вара 30 çула яхăн пекарньăра аслă пекарьте тăрăшнă, кирлĕ чухне склад заведующийĕн, экспедиторăн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Ун ĕçне яланах пысăка хурса хакланă. 1986 çулта вăл районти чи лайăх пекарь ятне те çĕнсе илнĕ. Лобанчиковсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă: çар çыннисем те, тухтăрсем те, инженер-строитель те пур вĕсем хушшинче. Виçĕ ачи вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Ку çемьене офицерсен çемйи теме те пулать – пилĕк офицер: çемье пуçлăхĕ – капитан, Виктор – подполковник, Сергей – аслă лейтенант, Надеждăпа Елена – медицина службин лейтенанчĕсем.
Мария Васильевнан пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çул, унăн Ача амăшĕн тата Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕн медалĕсем пур. Чи пысăк савăнăçĕ вара – ултă мăнукĕ те икĕ кĕçĕн мăнукĕ! «Вĕсен сасси – хăлхари чи ырă сасă», – теççĕ вĕсем.
Ашшĕне 62 çултан тупнă
Вăрçă ачи М.Лобанчикова ашшĕне астумасть, вăл малтан вăрçа кайнă чух çулталăк çурăра çеç пулнă, юлашкинчен тухса кайнă чухне те иккĕ çурăра кăна юлнă. Çапах та ăна ашшĕпе тĕл пулма шăпа пÿрнĕ иккен, тĕрĕсрех, ашшĕн вилтăприпе. 2005 çулта унăн аслă ачи – Раççей çарĕн подполковникĕ Виктор Лобанчиков кукамăшĕн арчинчен кукашшĕн çырăвĕсене илет те шырама тытăнать. Ăна вăл Пермь хулинчи госпиталь масарĕнче икĕ кун шырать, виççĕмĕш кунне пурпĕр тупать. Кунта темиçе пин вилтăпри, çавăнпа нумай çÿреме тÿр килет. Кашнин çине чул плита вырнаçтарнă, вĕсене тирпейлĕн пăхса тăраççĕ.
Василий Иванович Иванов малтан Редькино госпиталĕнче выртнă. Унтан ăна тата икĕ çĕре куçараççĕ. Тăваттăмĕш вырăнĕ вара Молотов хулинчи /халĕ Пермь/ 315-мĕш госпиталь пулать. Документĕнчен çакă паллă: ăна кунта 1943 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çитернĕ, 22-мĕшĕнче вара вилнĕ. Иванов хĕрлĕ армеец 445-мĕш стрелоксен полкĕнче стрелок пулнă. 1942 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчех аманать. Вĕсене çулла Молотова урайне улăм сарнă тавар пуйăсĕпе илсе килнĕ. Пĕтĕм ÿчĕ, шăмми-шакки çĕрме тытăннă унăн – ăçтан чăтайăн?.. Çур çул ытла госпитальсенче асап-нуша тÿснĕ хыççăн 31 çулхи чăваш арĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Полкăн донесенисен хучĕ çине вилнĕ хыççăн çапла çырнă: «Ранение обеих ягодиц и бедра. Сепсис».
2005 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вара Мария Васильевна хăйĕн виçĕ ачипе – Викторпа, Надеждăпа, Сергейпе – Пермь хулинчи кивĕ масара ашшĕн вилтăпри çине çитет. Çапла вăл ашшĕпе 62 çултан тĕл пулать, вăл ăçта выртнине хăй куçĕпе курать. Масар çинче ашшĕне асăнма Мария Васильевна килĕнче икерчĕ, капăртма, шăрттан пĕçерет, сăра вĕретет, пылпа шывне те ялтанах илсе каять. Çапла вара вун-вун çул иртсен чăваш йăли-йĕркипе Çимĕкре ваттисене асăннă пекех асăнаççĕ Тăван çĕршывшăн пуçне хунă салтака – Василий Иванович Иванова.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ.