Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕччен ача-пăча таварĕсен пахалăхĕпе тата хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусемпе хĕрÿ лини ирттерет.
Ача-пăча тумтирĕпе атă-пушмакĕ, вылямалли хатĕрсем, шкул форми, ача апат-çимĕçĕ вăйра тăракан нормативлă требованисен категорине тивĕçтернине пĕлес тесен Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрне 56-46-66, 56-29-01 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Управленин территори уйрăмĕсенче ĕçлекенсем те ку ыйтупа консультаци параççĕ. Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн телефонĕ: 8 ?83532/ 5-03-45.