Çу уйăхĕ – сурăхсене мониезиозран сиплемелли вăхăт.
Вĕсене çаран çине кăларнă хыççăн хуçасем хăш-пĕр сурăхсен каяшĕ çемçерех пулнине асăрхаççĕ. Нумай çын çакна сурăхсем симĕс курăк çине тухнипе сăлтавлать. Анчах апла мар, ку вăл – мониезиоз чирĕн палли.
Мониезиоз – паразит чирĕ. Пуçаруçă – лентăллă хурт, вăл пыршăлăхăн çÿхе пайĕнче вырнаçнă. Чирĕн талăкри хуçи оробатидла сăвăс шутланать. Вăл сурăхпа качакан çăварне курăк урлă лекет те, çурмалла çитĕнсе çитнĕ монези пулса тăрать. Кĕтĕве пĕрремĕш хут кăларнă кунхинех выльăхсем хушшинче чир сарăлать. Инфекциленнĕ сăвăс ăнăçлă хĕл каçать.
Паразитлă чирпе пăрусем те сиенленме пултараççĕ. Çак чирĕн пĕрремĕш паллисем 2-3 эрнерен туйăнаççĕ. Ку чухне вĕсем хăйсене ÿрĕк-сÿрĕк тытаççĕ, чупаймаççĕ, ырханланаççĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсен каяшĕ йăлмакаллă шĕвĕ, кайран шĕвĕ каяш юхтарма тытăнаççĕ. Ун хыççăн вĕсем, пушшех, ырханланса каяççĕ. Çак чире вăхăтлă сиссе юлаймасан путексен пыршăлăхĕ монези личинкисемпе тулса ларать. Выльăхсем хăй йĕри-тавра çаврăнма тытăнаççĕ, çĕр çине ÿксе урисемпе тапкаланма пуçлаççĕ.
Чир диагнозне выльăх хуçи харпăр хăй тĕллĕн пĕлме пултарать. Чĕр чунсен халь кăна пулнă каяшĕ çинче монези личинкисене кураççĕ. Анчах иккĕленетĕр пулсан каяша ветеринари лабораторине илсе кайса тĕрĕслеттерме пултаратăр.
Чирлĕ выльăхсен тĕлĕшпе сиплев курсне ирттермесен – вĕсем вилеççĕ. Сурăх-качакасене кĕтĕве тухнă вăхăтра 3 хутчен, кĕркунне кĕтÿрен кĕрсен 4-мĕш хут обработка тумалла. Ку чухне çак эмелсемпе усă курмалла: цетовекс, динбендазол, динасал, альбен. Сипленмелли препаратсем районти ветеринари аптекинче тата ялсенчи участоксенче çителĕклех. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-56-42.
Р.ЕФИМОВА,
районти ветстанцири выльăх тухтăрĕ.