Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виртуаллă библиотека ĕçлĕ

Виртуаллă библиотека ĕçлĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки «Чăваш çыравçисем – ачасем валли» электрон вулавăша хута ярасси» проекта пурнăçламашкăн РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ.

Хăйне евĕр библиотекăна 3,7 пин виртуаллă страница /чăвашла тата вырăсла/, 75 çыравçăпа поэтăн 1820 произведенине кĕртме палăртнă. Пуян та кăсăклă интерфейс çамрăк вулакана кĕнекепе паллашма илĕртĕ. Хайлавсене электрон библиотекăна цифрăласа вырнаçтарĕç, вĕсене уçласа илмешкĕн те, онлайн мелпе тишкерме те май пулĕ. Çавăн пекех сăвă-калавăн аудио версине хатĕрлеме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code