Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кредита тÿлесе татрăмăр…

Кредита тÿлесе татрăмăр…

Банк умĕнчи ипотека парăмне татрăмăр. Халĕ хваттер салукра пулманнине çирĕплетекен харпăрлăх регистрацийĕн çĕнĕ свидетельствине мĕнле илмелле-ши?

А.ИВАНОВ.
Елчĕк.

Раççей Федерацийĕн патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ хыççăн тин объект ирĕклĕ шутланать. Çавна май салукçăн /банк, сутуçă/ заявлени çырмалла.

Ипотека кредичĕпе килĕшÿллĕн хваттершĕн салук хутне панă пулсан хваттер хуçин те заявлени çырма май пур. Кун пек чухне салук хучĕ çинче салукçăн ипотека тивĕçĕсене туллин пурнăçланине палăртмалла. Çавăн пекех ипотека вĕçленни çинчен салукçă та /салук хутне кăтартса/ заявлени çырса пĕлтерме пултарать.

Кредита тÿлесе татнă тата Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне салук вĕçленни çинчен регистраци паллине кĕртнĕ пулсан хваттер ирĕклине çирĕплетме объект хуçи нумай функциллĕ центртан выписка илме пултарать. 2016 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчен харпăрлăх регистрацийĕн Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕн выпискипе ĕнентереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code