Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç ăнăçлăхĕ — опытлă специалистсенче

Ĕç ăнăçлăхĕ — опытлă специалистсенче

Çур акин ăнăçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака техникине тивĕçлĕ хатĕрленинчен, вăрлăхсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе çителĕклĕ таран саппасланнинчен, ака ĕçне ирттерме кадрсене тивĕçлĕ йĕркелесе пынинчен тата килĕшỹре ĕçленинчен, опытлă специалистсенчен килет.

«Прогресс» хуçалăхăн Ĕнелĕнчи бригадинче пулса курнă май ĕçченсем паян-ыран акана тухма хатĕррине, кашнийĕ хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕнче канăçа пĕлмесĕр тимленине курса ĕнентĕмĕр.

Анатолий Куприянов бригадир пире кăмăллăн кĕтсе илнĕ май акана хатĕрленес ĕçсем пирки каласа пачĕ. Бригадир пулнипе пĕрлех хуçалăхра агроном тивĕçĕсене те пурнăçласа пырать Анатолий Зинонович.

— Техника, вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем çителĕклĕ хатĕрлесе пырасси — тимлĕхре. Хуçалăхĕпе илес пулсан, акăнакан çĕр лаптăкĕ 4580 гектарпа танлашать. Кĕрхи культурăсем кăçал питĕ лайăх хĕл каçнă. Çурхи культурăсене 2550 гектар лаптăк çинче акса хăварма палăртатпăр. Кăçал акана çĕре сỹрелекен — 6, кăпкалатакан — 7, акакан — 6, катокласа пусăрăнтаракан 4 агрегат хутшăнĕç. Яланхиллех элитлă вăрлăхсемпе саппасланма та май çитертĕмĕр. «Ульяновская-100» сортлă тулă, «Ульяновец» — пăрçа, «Конкур» сĕлĕ туянтăмăр кăçал. Тухăçа çĕр пулăхĕ те пысăк витĕм кỹрет. Çавна май хуçалăх хире çулсерен органика тата минераллă удобрени хывасси çине пысăк тимлĕх уйăрать, — пĕлтерет Анатолий Зинонович.

Акана хутшăнакан механизаторсем пирки сăмах пуçарсан, хăш-пĕр бригадăра ĕç вăйĕ çитсех кайманнине те пытармарĕ ертỹçĕ, çапах та опытлă ĕçченсем пурри ку енĕпе лару-тăрăва çăмăллатасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ĕçченсене черетлĕ акара ăнăçу сунар.

Елена ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче (сулахайран сылтăмалла): Анатолий Куприянов бригадир Валерий Охотин, Геннадий Куприянов, Александр Петров ĕçченсемпе пĕрле кулленхи ыйтусене сỹтсе явнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code