Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтаксем — мирлĕ пурнăçра

Салтаксем — мирлĕ пурнăçра

Çак кунсенче «Время СВОих» программа пулăшнипе ятарлă пĕлỹ илнĕ тăватă ĕнерхи салтак Чăваш Республикин ертсе пыракан должноçĕсене йышăннă.

«Время СВОих» программа хỹтĕлевçĕсемпе вĕсен çывăх çыннисене пулăшмалли тивĕçлĕ тытăмăн пĕр пайĕ шутланать. Хальхи вăхăтра республика бюджетĕнчен пулăшăвăн 37 ытла тĕсне пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çак ĕçе 2025 çулта уйрăм хăват панă. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕнче, тĕслĕхрен, аманнисене тивекен çĕнĕ тỹлевсене кĕртнĕ, çапăçури инвалидсене тивекен тỹлевсене икĕ хут ỹстернĕ, çĕр лаптăкĕ вырăнне халĕ 250 пин тенкĕлĕх сертификат илме май пур. «Мирлĕ пурнăçа — утăм» комплекслă проект пулăшăвăн пур çул-йĕрне те пĕрлештерет. Ун шайĕнче «Пулăшу десанчĕ» ĕçлет. Пулăшакансен йышĕнче — адвокатсем, социаллă службăсен, социаллă фондăн, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем, министерствăсемпе «Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕсен» представителĕсем.

Черетлĕ проект 2025 çулхи февраль уйăхĕнче старт илнĕ. Унта Раççейри 25 регионтан 400 яхăн кандидат заявка тăратнă. Конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 33 çын вĕренĕве пуçăннă, ĕçлекен тепĕр 39 çар çынни резервра шутра тăрать.

Кăтартусем çук мар. Тата тепĕр тăватă выпускник ертсе пыракан должноçсене йышăннă. Сăмахран, Димитрий Осипов Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутатне тата председателĕн çумĕ пулма суйланнă, Артемий Репкин Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулса тăнă, Сергей Питкевича Шупашкар хула администрацийĕн Ленин районĕн управленийĕн кварталти уполномоченнăйĕ пулма шаннă. Никита Иванов вара Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн СВОна хутшăнакансемпе тата вĕсен çемйисемпе çыхăнса ĕçлекен советникĕн постне йышăннă.

— Эсир хăвăр илнĕ ятарлă пĕлỹпе тухăçлă усă курасса, суйласа илнĕ çул-йĕрпе малалла çирĕп утăмласса шанса тăратăп. Программăна хутшăнакансем мирлĕ пурнăçра хăйсем çинчен тата ытларах пĕлтерĕç, çĕнĕ çитĕнỹсем валли шанчăклă никĕс пулса тăрĕç. Эпир сире хăвăрăн плансене пурнăçа кĕртме пулăшас ĕçре пĕтĕм вăя хурăпăр, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен Правительствин çуртĕнче СВО участникĕсемпе тата ертỹлĕхпе ирттернĕ тĕл пулура.

Проекта РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Александр Тихонов та пысăк хак панă. Вăл хăй те «Геройсен вăхăчĕ» федераллă программăн выпускникĕ пулнăскер. «Ертỹлĕх постне йышăннă май эсир професси тĕлĕшĕнчен ỹссе пынипе регионта пурăнакансем тата сирĕнпе хутшăнса ĕçлекен ертỹçĕсем интересленсех тăрĕç. Апла пулсан, сирĕн шанчăка тивĕçлипе тỹрре кăлармалла. Принцип кунта ансат: хăвăра асăрхаччăр тетĕр пулсан — ĕçлĕр. Енчен те ĕç тухăçлăхĕ курăнмасть — тата та тăрăшарах ĕçлĕр. Сирĕн ĕçĕрсем йăлтах ăнса пырасса шанса тăратăп», — палăртнă Александр Михайлович çамрăксене ăнăçу суннă май.

Çамрăксем те сăмах илнĕ. Вĕсем пĕрле килĕшỹре тăрăшсан тĕллевсем пурнăçланасса шаннине каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code