Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăç тымарпа вăйлă, этем – тăванпа, ăс-тăнпа

Йывăç тымарпа вăйлă, этем – тăванпа, ăс-тăнпа

Районти 53 ялтан иккĕшĕнче тутарсем пурăнаççĕ. Сăмахăм паян Пикшик пирки пырĕ.

Кĕске справка

Тĕрлĕ документсенче çак тутар ялне Хирти Çĕнĕ Пикшик тени те тĕл пулать. Вырăсла ячĕ – Новые Бикшики. Ял ятне 1929 çулта çирĕплетнĕ.

Пикшик 1927 çулччен Патăрьел уесĕнчи Шăнкăртам вулăсне, çав çулхи октябрьте Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче яла Шăнкăртам ?Чкаловски/ районне, 1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Елчĕк районне куçарнă. Унтанпа Пикшик Лаш Таяпа ял тăрăхне кĕрет. Малтан 10 çула яхăн хăй уйрăм ял Совечĕ пулнă.

Шăнкăртам вулăсне кĕрекен Хирти Пикшик тутар ялĕнчен 25 кил уйрăлнă та çĕнĕ ял тунă. Каярахпа тата 15 хуçалăх куçса ларнă. Вĕсене Лаш Таяпапа Яманчÿрел хушшинче 635 гектар çĕр касса панă. Чи малтан куçса тухакансен йышĕнчен Назретдин Хамдеев, пĕртăван Хабибуллапа Сафиулла Валеевсем, Хайрулла Бакаев, Зиадин Гафуров, Айнулла Пелеев, Шеребзян Кипячев, Мирзекен Юсупов, Шакирпа Хабибулла Вахитовсем, Минач Тазюков, Хайердин Мезитов, Багаутдин Саппаров, Минулла Багаутдинов тата ыттисем пулнă.

Çĕнĕ Пикшик малтан сисмеллех ÿссе пынă: 1925 çулта ялта 25 хуçалăх, 1927 çулта 45, 1930 çулта 72 хуçалăх шутланнă. Халăх йышĕ 479 çынна çитнĕ /249 арçынпа 230 хĕрарăм/. Юлашки çулсенче вăл пĕчĕкленнĕ: 1936 çулта 53 хуçалăх пулнă пулсан, 1988 çулта 28 хуçалăх çеç тăрса юлнă. 2004 çулта 23 хуçалăх, 2007 çулта 21 хуçалăх, 57 çын пурăннă. Хальхи вăхăтра 35 çын пурăнать.

1929 çулта ял çыннисем хăйсен укçи-тенкипе мичĕт туса лартнă. 1931 çулта «Кзыл Илем» колхоз йĕркеленнĕ. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта 63 çын тухса кайнă, вĕсенчен 44-шĕ тăван яла таврăнайман.

1950 çулта ялти коллективлă хуçалăх Лаш Таяпари Крупская ячĕллĕ колхозпа пĕрлешнĕ. 1960 çултан «Слава» колхоз тытăмне кĕнĕ. 2004 çулччен ялта лаша вити, сурăх, чăх фермисем, арман пулнă. Ун хыççăн Пикшиксем «Надежда» ЯХПК çине куçнă.

1931 çулта пуçламăш классен шкулĕ уçăлнă. Вăл мичĕтре вырнаçнă. Ялти шкула пĕтерсен ачасем малалла Лаш Таяпа е Сăрьел шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. 1932-1940 çулсенче кунти ачасем латин алфавитне те вĕреннĕ. Пĕрремĕш учительсем: А.Яфизова, Ш.Калмыкова, Батманов, Яшемов. 1950 çулта шкула колхоз правленийĕн çуртне куçарнă. 1973 çултан çĕнĕ клубăн кирпĕч çуртĕнче вырнаçнă. Çак шкулта П.Лазарева, А.Николаева, Х.Багаутдинова, С.Ахметова чылай çул ĕçленĕ. 2003 çулта вĕренекенсем çуккипе пуçламăш шкула хупнă.

1931 çултах ялта вулав çурчĕ уçăлнă. Ăна колхозра счетовод пулса ĕçлекен И.Валеев ертсе пынă. Каярахпа библиотекарьте К.Бурнашев, С.Вахитов, З.Палеев, Р.Валеев /вăлах киномеханик/, М.Багаутдинова вăй хунă. 2007 çул хыççăн клуб хупăннă. Чылай çул каялла лавкка та пулнă-ха, халĕ вăл çук.

/«Тăван ялăм – савнă ял» кĕнекерен/.

Çутă хĕлхеме сÿнтермеççĕ

Пикшик Яманчÿрелне каякан асфальтлă çул хĕрринче ларать. Аслă çултан инçех мар вырнаçнă кÿлĕре хур-кăвакал чĕпписем шăмпăлтатаççĕ. Кунтах мичĕт вырнаçнă. Ăна тунă çĕрте Пăва хулинчи сахăр завочĕн тĕп директорĕнче чылай çул ĕçленĕ Минулла Кепечевăн тÿпи пысăк. 2018 çулта ял çыннисем 20 çул каялла туса лартнă кĕлĕ вуламалли çурта çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра ăна Расык Валеевпа Наиль Юсупов уçса-пăхса тăраççĕ.

– Мичĕте эрнекун ирхине 7 сехетре пуçтарăнаççĕ. Ялта арçынсем сахалран йыш пысăк мар. Кăçал коронавирус чирĕ алхаснăран Ураза-байрам уявне те анлăн паллă тăваймарăмăр. Инçетре пурăнакан тăванăмăрсем вилнисене асăнма килеймерĕç, – тет мулла тивĕçне пурнăçласа пыракан Расык Идиятуллович.

Çавăн пекех вăл çывăх вăхăтра масар йĕри-тавра сетка карта тытма тĕллев тытнине пĕлтерчĕ.

Мăсăльман тĕнне ĕненекенсен хăйсен йăли-йĕрки. Вилнĕ çынна пытарасси те урăхла. Вилене тупăка чиксе пытармаççĕ. 15 метр шурă пусма туянаççĕ те çынна чĕркеççĕ. Унтан ятарласа тунă хатĕрпе арçынсем масар çине йăтса каяççĕ. Шăтăкра хăмасем çине вырттараççĕ. Таса вырăнсене /мичĕте, масар çине/ хĕрарăмсен кĕме юрамасть.

Тутар хĕрарăмĕсем – тутлă апат-çимĕç ăстисем. Уявсенче хуçасен кĕреки уйрăмах наци апат-çимĕçĕпе тулса ларать.

Пĕчĕк çеç ялта икĕ кĕлĕ ирттермелли çурт. Çĕннине 2014 çулта Минтаир Пелеевăн туслă çемйи тăрăшнипе туса лартнă /сăн ÿкерчĕкре/.

Ялта виçĕ урам. Ыттисенче çеремлĕ пулсан, Овражная урамра вара пылчăк çăрăлать. Шăпах çумăр çунă хыççăн пултăмăр та унта, автомашинăпа кĕрсе тухма çуккине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров пĕлтернĕ тăрăх, урама çывăх вăхăтра вак чул сарма палăртнă. Кунта пурăнакансем килĕрен вуншар пин пухнă, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ертсе пыракансем пĕр сăмахсăрах 20-шер пин кăларса хунă.

Пикшиксем пĕр вăхăт шывсăр нушаланнă. Халĕ вара кашни килте тенĕ пекех тараса чавнă. Шывĕ çителĕклĕ, анчах пахалăхĕ енчен япăххине пĕлтерчĕç.

Тутар ялĕнче те район хаçатне çырăнса илекенсем сахаллăн мар.

– «Елчĕк ене» кăмăлласа вулатпăр. Эпир ăна вун-вун çул çырăнса илетпĕр. Май килнипе усă курса Светлана Арефьева почтальонкăна хаçат урлă тав тăватпăр. Вăл хаçат-журнала вăхăтлă илсе çитернипе пĕрлех пире тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерет. Эпир ниçта та тухса çÿреместпĕр, çăмăллăхсен тÿлевĕсене хăех йышăнать, – тет 66 çулхи Гельзифа Чепелева.

Пĕчĕк ялăн малашлăхĕ иккĕленÿллĕн курăнать пулсассăн та çамрăксем те çук мар-ха кунта. Акă, Сабитовсен çемйинех илер. Ильшат чылай çул ĕнтĕ Мускаври строительство управленийĕнче вахта мелĕпе тăрăшать. Унăн мăшăрĕ, Катя, ĕç вырăнĕ çукран, килте выльăх-чĕрлĕх усраса çемье пухмачне пуянлатать. Икĕ ĕне, пăрусем тытать. Савнă мăшăрĕ çумра тăтăшах пулайманран мотоблок çине ларать те улăхран утă çулса килет, ытти ĕçсене те хаваспах пурнăçлать. Кÿршĕре пушă выртакан пахчана та вĕсемех пăхса тăраççĕ.

Яманчÿрелте çуралса ÿснĕ Ивановсен хĕрĕ тутар каччипе çемье çавăрсан мăсăльман тĕнне йышăннă. Паллах, малтанах Катьăн ашшĕ-амăшĕ урăх тĕне ĕненекен йĕкĕте качча парасшăн та пулман. Çапах та виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн çамрăксем пĕр сукмакпа утма тĕв тытнă. Унтанпа вунă çул иртнĕ. Халĕ чăвашсемпе тутарсем пĕр килти пек килĕштерсе те тату пурăнаççĕ. Катя тутарла лайăх ăнланать, анчах калаçаймасть-ха. Кÿршĕ-аршăпа вырăсла пуплеççĕ. Туслă çемьере Самира çитĕнет. Хĕр пĕрчи 4 класс пĕтернĕ.

Сабитовсем ашшĕ-амăшĕ лартнă çурта хăтлăлатса, çĕнетсе малалла талпăнаççĕ. Çамрăксем хăйсен вăйĕпе икĕ хутлă пысăк хуралтă туса лартнă.

– Ялта тĕрлĕ наци çыннисем пĕрлешнисем тата пур-и? – ыйтатăп Катьăран.

– Пур. Тепĕр Сабитовсем, – терĕ вăл.

Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ Наташа Алмаз Сабитова качча тухнă. Мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Икĕ ачапа тăрса юлнă хĕрарăм. Халĕ Радик тăхăр, Рада тăватă класс пĕтернĕ ĕнтĕ. Наташа упăшкин амăшĕн тĕп тĕревĕ пулса тăнă. Кинеми кинĕпе мăнукĕсем ватлăхра юнашар пулнишĕн шутсăр савăнать.

«Ялта выльăхсăр епле пурăнăн?»

Хавхаланăвне пытармаççĕ кунти хресчен /фермер/ хуçалăхне тытакансем.

Ял хавалĕ темелле-и çакна: хăш-пĕр ялта фермер хуçалăхĕ пачах та çук, кунта вара – виççĕ. Зуфар Юсуповпа тĕл пулса калаçма тÿр килмерĕ. Телефонпа çыхăнсан вăл килтен инçетре пулнине пĕлтерчĕ. Вара вĕсене хирĕç пурăнакан Багаутдиновсен умне чарăнтăмăр. Кунта та кил хуçи ĕçпе района кайнăччĕ. Пире хирĕç хресчен /фермер/ хуçалăх ертÿçи Милауша Азатовна тухрĕ. Вăл хăйсен ĕçĕпе мухтанма юратмасть. «Ял çынни выльăхсăр епле пурăнĕ?» – тет кăна. Çавăнпах чылай çул лесникре тăрăшнă Рустем Минзеитович хуçасăр выртакан çĕрсене хăй аллине илсен мăшăрĕ ăна май килнĕ таран хавхалантарнă. Унтан кил картинчи выльăхсен йышне ÿстернĕ. Çĕр çинче ĕçленипе кăна çырлахман тĕплĕ арçын, фермăсăр фермер – укçасăр хресчен пекех-çке. Выльăх-чĕрлĕх нумай усрасан çеç ал-урана çавăрса яма пулать. Сĕт – куллен кĕрекен укçа.

Хальхи вăхăтра Багаутдиновсем 15 сăвăнакан ĕне, 25 вăкăр тытаççĕ. 2012 çулта вĕсем патшалăхăн 3 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ те çурт-йĕрĕ хыçне витесем туса лартнă.

– Хальхи вăхăтра Леонид Кондратьев уйрăм предпринимателе кунне 180-190 литр сĕт сутатпăр, – пĕлтерет харсăр хĕрарăм.

Çавăн пекех вăл Лаш Таяпари ветеринари участокĕнчи Зинаида Арефьева техник-осеменатор вăхăтлă пулăшу панипе кăмăллă пулнине хыпарларĕ.

Йышлă выльăха тăрантарма апачĕ те сахал мар кирлĕ. Багаутдиновсем 74 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксемпе пĕрчĕллĕ культурăсем акса ÿстереççĕ. Курăкĕсене çулма, пуçтарса кĕртме техника çителĕклĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Хĕвелпе пĕрле вăранмалла та вăл ансан та кулленхи ĕçĕ вĕçленмест-ха унăн. Ыйхă мĕнне пĕлмен Милауша Азатовна кил картинчи, пахчари ĕçсене тиркемест. Педагог профессине алла илнĕскер малтан учительте тăрăшнă. Пултарулăхĕ пур енлĕ пулнăран фельдшер тивĕçне те пурнăçланă хăй вăхăтĕнче. Ялти клубра та ĕçленĕ. Рустем Минзеитович, 30 çула яхăн лесникре тăрăшнăскер, кирек ăçта та çаврăнăçуллă та пултаруллă.

Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăр икĕ ача ÿстернĕ. Асли, Лилия, бухгалтера вĕренсе тухнă та професси тĕлĕшĕпе çемьене пысăк пулăшу кÿрет. Унăн мăшăрĕ Ильдар та ÿркенмест. Хĕрÿ вăхăтра çамрăксем ашшĕ-амăшне çĕр ĕçĕнче хăйсен аллине тăсаççĕ.

Хусанта пурăнакан, юриста вĕренсе тухнă Алмаз та кану кунĕсенче тăван килте, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче. Ун валли те ĕç çителĕклĕ хуçалăхра.

Ялти тепĕр чи сумлă çынсем – Ахметовсем. Фейзулла Хабибулловичпа Сания Сафиулловна виçĕ тĕпренчĕке çут тĕнче пилленĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕрен, виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.

Пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Раиспа Сария инçетри хуласенче хунав янă пулсан, Раджив – ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ.

Ахметовсем пысăк нуша курнă – вĕсен кил-çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Хальхи вăхăтра çемье шăпах çĕнĕ çурт туса пĕтерес енĕпе канăçне çухатнă.

Ял пурнăçĕнчен аякра тăман Ахметовсем 2012 çулта хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вĕсем Вăрăмхăвари колхоз салансан унти сухаланман çĕрсене акса-лартма пуçăннă. 313 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем ÿстереççĕ. Çавăн пекех 85 пуç мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем, лашасем тытаççĕ. Раджив хуçалăхри Андрей Никитин механизатор, Сергей Сайкин скотник хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланипе кăмăллă.

Пикшик çыннисем хăйсен ывăл-хĕрĕсене вĕрентсе, тĕрĕс воспитани парса Тăван çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулччăр тесе сахал мар вăй хураççĕ. Ачисем чăннипех те ашшĕ-амăшĕн ячĕсене çĕре ÿкермеççĕ. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче тымар ярсан та тăрăшулăхĕпе, тăванлăха мала хунипе палăраççĕ. Çак пĕчĕк ялăн паллă енĕ – кунта аслă пĕлÿ илнĕ çынсем йышлă пулни.

Мĕн калăн, ял историйĕ пысăк мар пулин те, вăл паллă çынсемпе пуян. Вĕсем хушшинче – Хабибулла Миначев академик, Зарифулла Шакиров авиаконструктор, Фатхи Бурнашев писатель, Раççей Федерацийĕн апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Минулла Кепечев, Раççей тава тивĕçлĕ юрисчĕ Минсаит Багаутдинов, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Минулла Ахметов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕнче тăрăшнă Арефзян Багаутдинов, СССР спорт мастерĕ Шейхетдин Бакаев тата ыттисем ялăн мăнаçлăхĕ пулса тăраççĕ.

Юрату вăй парать мăшăра

Ялти чи ватă çынсенчен пĕринпе курнăçас тесе Овражная урамри Гадельзян Пелеевсен килне çитрĕмĕр. Кил хуçи мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен пире тараватлăн пÿрте йыхравларĕ.

Капмар та пысăк пĕрене çурт. Пÿлĕмĕсем йышлă. Хăйне евĕрлĕ ырă йывăç шăрши сарăлнă пÿртре. Залри çемçе диван çине вырнаçнă май хăнăхнă йăлапа-и çурт ăш-чиккине сăнатăн. Куç умне тÿрех шкафра кĕнеке нумай пулни курăнчĕ. Сентре тулли вырăс классикĕсен кĕнекисем, справочниксем, энциклопедисем. Хуçа эпир кĕнекесемпе интересленнине кура тÿрех вĕсем пирки сăмах пуçарчĕ:

– Питĕ вулама юрататпăр. Çемье библиотекинче вырăс классикĕсен 700 ытла кĕнекиччĕ. Пушар тĕп турĕ чылайăшне. Кусем тăрса юлнисем тата ачасем парнеленисем, – терĕ Гадельзян Айнуллович.

Пурнăç шăпи таçта та илсе çитернĕ Пелеевсене. Çапах та ватлăхра тăван кĕтес йыхравĕнчен иртеймен: хулара пурăннă чухнех лартма пуçăннă çурта пурăнма куçса килнĕ. Унтанпа 15 çул хыçа юлнă. Халĕ 82 çулхи бабай ĕне те усрать. Çавăнпа та ирех тăрать, ăна сăвать, çерем çине çитерме илсе тухать. Пĕлтĕр 50 хур ÿстернĕ-ха вĕсем. Кăçал та хур-кăвакал пăхма тĕллев лартнă.

– Мăшăрăм чирленĕ хыççăн кил картинче ытларах хам тăрмашатăп. Арăмăн шалта та ĕç нумай. Унăн тивĕçĕсем те сахал мар. Хамăра кичем туймастпăр, – тет 63 çула яхăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемье пуçĕ.

…Йышлă çемьере çитĕннĕ Гадельзянпа Султания. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн мал ĕмĕтлĕ ачасем кÿршĕ ял шкулне чупнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах пĕр класра вĕреннĕскерсем çемье çавăрнă. Савнă мăшăрĕ салтак тивĕçне пурнăçланă çулсенче Султания упăшкин амăшĕпе пурăннă. Ашшĕ салтакран килнĕ çĕре ывăлĕ пÿртре чупса çÿренĕ. Çемье пуçĕ Мускавра инженер-землеустроитель специальноçне алла илнĕ хыççăн тăрăшуллă мăшăр Карагандана çул тытнă. Иккĕшĕ те шахтăра вăй хунă. 1972 çулта вĕсем хамăр республикăна таврăннă. Пăрачкав районĕнче хăйĕн специальноçĕпе 17 çул ĕçленĕ Гадельзян Айнуллович. Унтан ăна Ульяновск облаçне ĕçлеме чĕннĕ. Стройпластмасса заводĕнче цех начальникĕнче, тĕп директорăн çумĕнче тăрăшнă. Пенсие тухсан та ĕçрен пăрахман вăл. Мăшăрĕ те ĕçе тиркемен: ача чухнех колхозра пиçĕхнĕ. Каярахпа буфетчицăра, столовăй заведующийĕнче чылай çул тăрăшнă.

Кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакан, пĕр-пĕрне сăмах хушичченех ăнланакан, кирек хăçан та килĕшÿ лавне тăвалла пĕрлехи вăйпа туртса пынă мăшăр 3 ачана хĕвел çути парнелесе кун-çул сарса хунă анлă çул çине кăларнă. Виççĕшĕ те Мускаври, Хусанти аслă шкулсенче тарăн пĕлÿ илнĕ. Паян Гадельзян Айнулловичпа Султания Идиятулловна нихçанхинчен те телейлĕрех: ачисем хăйсем суйласа илнĕ ĕçе юратса пурнăçлаççĕ. Вĕсем Мускавра, Чĕмпĕрте хунав янă. 5 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнукĕ те савăнтараççĕ ватăсене. Ывăлĕпе хĕрĕсене килти юр-вартан татмаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Ачисемпе мăнукĕсем килсех тăраççĕ, тунсăхлама памаççĕ.

Ватлăх кунĕсене савăнса та хавхаланса ирттереççĕ. Сывлăх кăна пултăр. Сывлăх тенĕрен, аптăрамаççĕ-ха сакăр теçеткерен иртнĕскерсем. Кирек ăçта та Тăван çĕршывăн тĕрекĕпе вăй-халне хушассишĕн ырми-канми тăрăшулăхпа ĕçленĕ ватăлма пĕлмен юратуллă мăшăр. Гадельзян пиччерен тĕлĕнетĕн те: паян та çуран чупать. Ал айĕнчех кире пуканĕсем тытать, вĕсене куллен йăтать. Пирус туртман халĕччен, эрех-сăрапа иртĕхмен. Хăйсен ачисемшĕн кăна мар, ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ Пелеевсем.

Кусать, чупать пурнăç урапи. Урăх мĕнех хушса калайăн…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code