Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшỹпе çураçура

Килĕшỹпе çураçура

Елчĕк муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕ демографи политикине аталантарас, çемье институчĕн пĕлтерĕшне ỹстерес тĕлĕшпе час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет.

2024 çула Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çемье çулталăкĕ тесе палăртнăран, туса ирттерекен ĕçсен витĕмлĕхĕ курăмлă пуласси пушшех куç кĕрет.

Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Елизавета Павловăна Чăваш Республикинчи амăшĕн «Анне» Мухтав паллипе наградăласси çинчен 2024 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕ тухнăччĕ. Çавăн хыççăн эпир Елизавета Изосимовна тата унăн çемйи çинчен хаçатра та çырнăччĕ. Халĕ кĕскен кăна аса илсе хăварасшăн.

Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ Е.Павлова 7 класс пĕтерсенех «Россия» колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 42 çул. Пилĕк ача çуратса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. «Ĕç ветеранĕ», «Вăрçă ачи» медальсене тивĕçнĕ. «Анне» Мухтав паллипе ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый чысланă, малашне те сывлăхпа пурăнма ырă суннă.

Чыслав саманчĕсене татах хутшăннă-ха Леонард Васильевич. «Ылтăн» юбилярсене те, акă, тимлĕхсĕр хăварман. Тỹскелĕнчи Николай Григорьевичпа Олимпиада Георгиевна Мальцевсем вĕсем. Кил хуçи çар службинчен таврăнсанах тĕрлĕ техникăна алла «вĕрентнĕ»: Патăрьел çул-йĕр участокĕн Елчĕкри филиалĕн бульдозер машинисчĕ, тĕрлĕ предпрятисен водителĕ, 30 çул ытла «Прогресс» колхоз тракторисчĕ. Ĕç кĕнекинче унăн производство стажĕ 46 çулпа танлашнине палăртнă.

Олимпиада Георгиевна шкул çулĕсенчех «Прогресс» колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Каярахпа райпо тытăмĕнчи апатлану предприятийĕнче официантка, Елчĕкри «Росгосстрах» филиалĕнче страхлакан агентра тăрăшнă. Мальцевсен виçĕ ачи тата пилĕк мăнукĕ ватăсемшĕн хавхалану эмелĕ пекех.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем çамрăк мăшăрсене те, пепкесене çут тĕнче парнелекен çемьесене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Хальхинче нумай ачаллă çемье ятне тивĕçнĕ удостоверение панă: Аслă Пăла Тимешри Олегпа Татьяна Елисеевсен çавна май хĕпĕртеме сăлтавĕ пурах…

Мускавра «Раççей» выставка-форум иртнине кашниех пĕлет ĕнтĕ. Чăваш Ене унтан çутакан лампадка илсе килнĕ. Елчĕкри мероприятире ăна вырăнти Николай Чудотворец часавайне тата ЗАГС пайне панă.

Лампадка çути кашни çемьен чун-чĕрине ăшăттăр, килĕшỹпе çурату вăйне çирĕплеттĕр, тăнăçлăх кỹтĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code