Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление с Днем социального работника

Поздравление с Днем социального работника

Социаллă службăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Сирĕн професси пурнăçри ыркăмăллăхпа тĕрĕслĕхе пĕрлештерсе тăрать. Çынсен нушине, йывăрлăхĕсене ăнланса эсир вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтлă татса паратăр, тимлĕхпе тата хÿтлĕхпе тивĕçтеретĕр.
Социаллă ĕçченсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланисĕр пуçне граждансене ăнланма, пулăшма пултарнипе уйрăлса тăраççĕ. Паян çĕршывра коронавирус чирĕ сарлăнăран сиксе тухнă йывăр лару-тăруллă тапхăрта та эсир халăха пулăшас тесе тимлетĕр. Пулăшу аллине вăхăтра тăсса пани вара çынсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла çирĕппĕн утăмлама пулăшса пырать.
Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.


И.И.Васильева,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.П.Миллин,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code