Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Ĕне усракансене пулăшаççĕ

Ĕне усракансене пулăшаççĕ

Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев килти хушма хуçалăхра сăвăнакан ĕне усранипе пулакан тăкаксене саплаштарма субсиди уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Ăна çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче пама пуçламалла.

Сăвăнакан пĕр ĕне пуçне палăртакан сумма 2300 тенкĕ пулмалла. Икĕ ĕне пулсан, кашнин пуçне – 3300, виçĕ ĕнешĕн, тата ытларах пулсан – кашнин пуçне 4300 тенкĕ пама палăртнă.

Çак тĕллевпе республика хыснинчен пĕтĕмпе 185 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă пулăшăва килти хушма хуçалăхра сăвăнакан ĕне тытакан 22000 çемье /вĕсем 56000 ытла ĕне усраççĕ/ тивĕçме пултарĕ.

Хаклав

Василий МАКСИМОВ, Вырăскасси ялĕ

– Ял çыннине савăнтаракан, хавхалантаракан хыпар пулчĕ. Пулăшăвĕ те самаях курăмлă. Кашни ĕне пуçне уйăракан субсидие вĕсен хисепĕ мĕн чухлĕ ытларах пулнине шута илсе уйăрни тĕрĕс, тесе шутлатпăр.
Республика ертÿçи ял çыннин нушине лайăх ăнланакан çын пулни вăл çак йышăнăва тунинчен те уççăнах палăрать. Ĕне выльăха хĕл каçарма ансат пулманнине, ку чухне тăкаксем сахал мар пулнине те Олег Алексеевич лайăх пĕлет. Патшалăх енчен малашне те тимлĕх пулсан ялсенче ĕне усракансем тата ытларах пуласси паллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code