Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕрене сиплекен тухтăр

Чун-чĕрене сиплекен тухтăр

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă, Шупашкарта пурăннă Надежда Васильевна Зайцева /Диомидова/ кăçалхи майăн 2-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Вăл 1949 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Василий Николаевичпа Зинаида Терентьевна Диомидовсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Надя – вĕсен чи аслă ачи. Вăрçă хыççăн, 1947 çулта хĕсметрен таврăнсан, атте тĕп килтен уйрăлса тухнă. Каярахпа çемьере ытти ачисем çуралнă. Каламасăрах паллă, çулĕпе пуринчен те аслăрах хĕр пĕрчийĕ ашшĕпе амăшĕшĕн шанчăклă, тĕп пулăшаканĕ пулса тăнă.

1956 çулта аппа 1-мĕш класа вĕренме кайнă. 10 çул Надеждăпа пĕр парта хушшинче ăс пухнă Зинаида Портнова /Леонтьева/ ун пирки çапла аса илет: «Сăнĕпе питĕ хитре, таса та яка тумлă хĕр ача пукане пекех туйăнатчĕ. Вĕренÿре пысăк тăрăшулăхпа, класри ачасенчен çирĕп ыйтма пултарнипе палăрса тăратчĕ. Тасалăхпа тирпейлĕхе тĕрĕслеме çирĕплетсе панăччĕ Надеждăна. Арçын ачасем, пичĕсене ун умĕнче хĕретес мар тесе, тирпейлĕ çÿреме тăрăшатчĕç». Атте, ялта бригадир пулса ĕçленĕскер, пире, кĕçĕнреххисене, унран тĕслĕх илччĕр тенĕ пулас, Надя тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ хĕр ача пулнине час-часах аса илсе каласа кăтартатчĕ. Аппа çĕр çывăрмасăр уроксене хатĕрленни çинчен илтсе ÿснĕ эпир.

Надежда тухтăр пулас ĕмĕтпе çунатланса пурăннă. Медицина институтне вĕренме кĕрес тесен вара вăл вăхăтра малтан больницăра вăхăтлăха ĕçлени кирлĕ пулнă. Ялти вăтам шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă хĕр амăшĕн йăмăкĕ – Авелина Терентьевна пулăшнипе Шупашкарти поликлиникăра çу каçипе вăй хурать, вара Хусанти медицина институтне вĕренме кĕретех. 1973 çулта тухтăр профессине алла илет.

Унăн ĕç стажĕ çав çултан пуçланать. Ординатурăран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкар хулинчи 2-мĕш номерлĕ больницăра терапи уйрăмĕнче тухтăр пулса ĕçлеме тытăнать. Ĕçри хастарлăхĕпе пултарулăхне кура Надежда Васильевнăна терапи уйрăмĕн ертÿçи пулма çирĕплетеççĕ. Пĕр вăхăтрах медицина енĕпе тĕрлĕ наука ĕçĕ хатĕрленĕ. Пулас тухтăрсем ун патĕнче хăйсен ăсталăхне туптанă. Хăйĕн пурнăçĕнче вара вăл çĕр-çĕр çынна сыватнă. Вăл тăрăшнипе çав çулсенче пир-авăр комбиначĕн больницинче вăрçă ветеранĕсем валли ятарлă палатăсем йĕркеленĕ пулнă.

…Надежда Диомидова 1972 çулта çемье çавăрнă, пĕр ялти Лев Варсонофьевич Зайцева качча тухнă. Туслă çемьере икĕ ача ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Виçĕ мăнукне çитĕнтерме пулăшнă…

С.ГОЛУБЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code