Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăста алла ĕç пултăр

Ăста алла ĕç пултăр

Кивĕ Арланкассинчи Лавкка кассинчи Воронцовсен кил-çурчĕ урамран пăхсан ыттисенчен пит уйрăлсах та тăмасть. Хĕвеле хирĕç пăхса ларакан йывăç çуртра хальхи вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕ – Мария Николаевна пĕчченех пурăнать. Икĕ çул каялла савнă мăшăрне çухатнă хĕрарăм. Шалкăм çапнăран тăруках пурнăçран уйрăлса кайнă вăл. Владимир Яковлевич чылай çул водительте, каярахпа газоэлектросварщикра ĕçлесе пуян опыт пухнăскер, ял çинче харсăрлăхĕпе палăрнă. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнакансем кил хушшинчи мĕнпур ĕçе пĕрле канашласа пурнăçланă. Çуккинчен пур тума та, культурăллă канма та вăхăтне, майне тупнă Воронцовсем. Чун апачĕпе те йăпаннă: кĕнеке, хаçат-журнал нумай вуланă, тус-тăванĕсем патне кайса çÿренĕ.

– Çамрăклах çĕрĕ кĕчĕ. Йăмăка кăна мар, пĕтĕм тăванăн чунне амантса хăварчĕ. Ырă та харсăр çынсем çÿлти патшалăхра та кирлĕ пулĕ çав, – ырăпа аса илет кĕрĕвне Марье аппан тăван аппăшĕ Ирина Николаевна.

Вилнĕ çын хыççăн кайма çуках, сыввин малалла талпăнмалла. Пăрчăкан пек вăр-варлăхĕпе палăракан Мария Николаевна самантлăха та ахаль лараймасть. Çу кунĕсенче пушшех. Кунĕпе пахчара кăштăртатнипе лăпланмасть, алли йĕп-çипрен татăлмасть.

Пĕринче ун патне йăпăртлăха кăна кĕрсе тухма май килнĕччĕ. Урамри пĕчĕк хапхаран кĕрсенех куçсем алчăраса кайрĕç. Рай пахчи мар-и ара? Картишĕнчи клумбăсем çинче мĕн ятлă кăна чечек çеçке çурмасть-ши? Пăлтăр алăкне уçсан, илемлĕх тĕнчине кĕнĕрен, пĕр самантлăха малалла иртеймесĕр тăратăн, стенасем çинчи картинăсем ăшне кĕрсе ÿкетĕн. Чаплă офисри кану пÿлĕмĕсем аякра тăччăр. Сĕтел-пукан çи виттийĕсене, чÿрече каррисене янкăр çутă тĕслĕ пусмаран çĕленĕ кăна мар, кашнийĕн çине тĕрĕ эрешĕсене вырнаçтарнă.

– Çамрăк чухне ыйхă мĕнне пĕлмен. Çĕр çывăрмасăр ал ĕçĕпе ларнă. Ара, унчченхи тĕрĕсене мĕн пустуй арчара вырттармалла? Кашнийĕн ÿкерчĕкĕсене касса илтĕм те çĕнĕ пуставсем çине меллĕн çĕлесе хутăм – тет 67 çулхи маçтăр сăпайлăн.

Кил-çурта илем кĕртессипе хальхи дизайнертан ирттерет модăран юлманскер. Унăн килĕнче никамăнни пек мар капăрлăх хуçаланать.

Пăлтăрти пукансен çиттийĕсене шерепе ярса çĕлесе хунă, епле илемлĕн те мăнаçлăн лараççĕ. Пăхса ытармалла мар. Алкумне нумаях пулмасть ăсталани куç кĕрет. Ачисем ашшĕпе амăшне ватлăхра ырлăхра пурăнма условисем туса парас тесе тимлени чун-чĕрене çунат хушать. Пурин ачисем те çакнашкал пулсан?! Хуларинчен кая мар пурăнать ял хĕрарăмĕ, пÿртрен тÿрех мунча-саунăна кайма пулать. Ĕлĕк хĕл кунĕсенче сивĕ çĕрте салтăнса-тумланнине манăçа кăларнă ĕнтĕ ял çынни.

Майĕпен пÿртелле иртетпĕр. Кайри пÿлĕм пысăках мар. Кунта кухня, апат пĕçермелли, апатланмалли кĕтессем уйăрнă. Пурнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулнă тесе тĕр каланккана та пăсман типтерлĕ хуçа. Анчах ăна лайăх сăнаса пăхмасан «палласа» та илеймĕн. Çутă сенкер сăрăпа сăрланăскере çиелтен тата тĕрĕллĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Ун çумĕнчех санузел вырнаçтарнă. Килте сивĕ, ăшă шыв кранран юхать. Алăксем çинче те Мария Николаевнăн ĕçĕсем вырăн тупнă. Малти пÿлĕмре хăнасене йышăнмалли чаплă сĕтел-пукан. Урайĕнче пысăк чÿлмек çинчи çÿллĕ ÿсекен чечексем. Стена çинчи рамкăсем çинче – каллех тĕрĕсем. Урайĕнчи кавирĕсем те хальхи йышшисем. Вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ çĕнетсех тăрать. Урисем ыратнипе аптăранăран вĕсене шăнтас мар тесе тимлет. Çамрăк чухне фермăра хĕлле те ураран резина атă кайманран чир-чĕрĕ те аптăратсах тăрать ăна.

Кашни япалана пĕлсе, ăста ÿнерçĕ тейĕн, вырнаçтарнă. «Илемлĕх тĕнчене çăлать», – тени тĕрĕсех çав. Епле хăтлă çуртра, чуна ăшăлăх сĕртĕнсе лăпкать.
– Эпир районти кашни ялти кил-çуртрах пулатпăр. Паллах, кам мĕнле пурăннине тишкересси пирĕн ĕç мар. Газпа усă курмалли йĕркесене кăна пăхăнччăр. Çапах та куç курать вĕт. Хăш-пĕр икĕ хутлă пуян çуртсенче те тирпей-илем çук. Кунта вара тарават та ăшпиллĕ кил хуçи хĕрарăмĕн ылтăн аллисене ăшшăн чăмăртамасăр тухса каяймăн. Музейринчен те чаплă, пĕр çÿпĕ, тусан кураймăн, – тенине газовиксенчен пĕрре мар илтнĕ.

Тĕк ларма пĕлмен Мария Николаевна ĕç илем кÿнине чĕрипе туять.

…Йышлă çемьере ÿснĕ Мария мĕн ачаран ĕçре паттăр пулнă. Сакăр класс пĕтерсенех тăван ялти, Кушкăри, ĕне фермине ĕçлеме кĕнĕ. Дояркăн ĕçĕ мĕнле йывăррине лайăх ăнланнă вĕсен амăшĕ, çапах та хĕрĕсене ал ĕçне пĕлни пурнăçра питĕ кирлине ăнланса, тĕрĕ тĕрлеттернĕ, чĕнтер, алса-нуски çыхтарнă, хĕрарăмăн тивĕçне тĕплĕн ăса хывтарнă.

Ачалла вĕренни чул çинче тенĕрен, Бариновсен хĕрĕсем чăннипех те ăста алăллă çитĕннĕ. Мария та çав шутрах. Типтерлĕ те харсăр хĕре Кивĕ Арланкасси каччи куç хывнă та 20 çултах качча тухнă вăл.

Ют ялта та çĕнĕ кин аптăраман, тÿрех сысна фермине вырнаçнă. Хăйĕн пурнăçĕнче ферма сукмакне нумай такăрлатнă Мария, пăру пăхнă çĕрте те чылай çул тăрăшнă.

Çураçуллă çемьере виçĕ ывăл çитĕннĕ. Вĕсене те ашшĕпе амăшĕ пĕчĕккĕллех ĕçре пиçĕхтернĕ.

– Ачасем уроксем хыççăн мана пулăшма фермăна пыратчĕç. Выльăх кăшманĕ, хăмла пайĕсем çинче та сахал мар тар тăкнă пĕртăвансем, – тет амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнине пĕлтерсе.

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет тенĕрен, ывăлсем чăннипех те çирĕп вăй-халлă, пултаруллă ÿссе çитĕннĕ. Виççĕшĕ те педагог профессине алла илнĕ. Саша Тăвай, Сергей Муркаш тăрăхĕсенче хунав янă. Емельян /Владимир атте/ Тула тăрăхнех çул хывнă. Тĕн семинарине пĕтернĕ хыççăн унтах юлнă, чиркÿ настоятелĕнче службăра тăрать. Чăваш Енре пурăнакан ывăлĕсем тăван киле час-часах килсе çÿреççĕ. Иккĕмĕшĕ вара çулталăкра пĕрре те пулин ачисемпе тăван ене çитетех. Амăшĕн сассине, унăн сывлăхне пĕлес тесе ывăлĕсем куллен шăнкăравлаççĕ. Асламăшĕ 10 мăнукĕ йăх-несĕле малалла тăснăшăн хĕпĕртет.

Сăпайлă та кăмăллă çак хĕрарăмра пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Пĕчченлĕх пусмасть Мария Николаевнăна. Йышлă тус-тăванĕ ун патĕнчен татăлмасть. Хурăнташĕсене пĕр тĕвве пуçтаракан ăшпиллĕ хĕрарăм хăш самантра пÿртре кукăль-пÿремĕч шăрши кăларать, техĕмлĕ чейне вĕретет. Тăванлăх туйăмĕ иксĕлми ку йăхра. Пĕртăванĕн хĕрĕ качча каять-и е ывăлĕ авланать – Марье аппа чун ăшшипе шăрттан-ветчина хатĕрлет, сăра вĕретет… Кашни çимĕçĕ техĕмлĕ те тутлă пулать унăн.

Мĕнпур ĕçĕ ыррăн çуталса тăни мĕнрен килет тетĕр? Паллах, Мария Николаевна илемлĕ чун-чĕреллĕ пулнинчен, пурнăçа, çынсене юратнинчен…

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Воронцова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code