Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕркесĕрлĕх…

Йĕркесĕрлĕх…

Тирпейлĕ…

Хамăр пурăнакан территорие тирпейлĕхре тытасси, килти хуçалăхра усă курнă хыççăн юлнă çÿп-çапа, ытти ăпăр-тапăра регион операторĕн автомашинисемпе турттарса тухиччен ятарласа уйăрнă контейнер площадкисене вырнаçтарасси пирки çине-çинех сăмахпа каласа асăрхаттарни, хаçатра çырни çителĕксĕр пулас. Çынсене урăхла тата мĕнле каласа ăнлантармалла? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе тунтикун пулса иртнĕ экологи канашлăвĕнчи тĕп калаçу та шăпах çак ыйтусем тавра пычĕ.

Тирпейсĕр…

Елчĕкри Çамрăксен тата Титов /поселок/ урамĕсем халăх йышлăн хĕвĕшекен вырăнта – тĕп больницăпа юнашар вырнаçнă. Хăйсен ыйтăвĕсемпе сывлăх учрежденине тĕрлĕ ялтан килекенсем чи малтан, паллах, пурте кунти капмар, хăтлă çурт-йĕре асăрхаççĕ. Урамсем тăрăх çуран утса тухас тата хирсен çывăхĕнчи территорисене çитсе тимлĕн асăрхас-сăнас пулсан шухăшсем пачах тепĕр майлă – тÿнтер енне улшăнаççĕ. Хамăр пулса курман пулсан çакна ĕненес çукчĕ.

Михĕри сысна вили

Çĕнĕ саманара çĕкленсе ларнă Çамрăксен урамĕнче пĕр ÿсĕмри, тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен çынсем пурăнаççĕ е халĕ хăшĕ-пĕри вĕсенчен тивĕçлĕ канăва тухма та ĕлкĕрнĕ. Владимир Егоров, Николай Патшин, Сергей Скворцов, Светлана Кузнецова… типтерлĕ хуçасем пулнине вĕсен кил-çурчĕ умĕпе иртнĕ чухне тÿрех ăнланса илетĕн. Анчах çуллахи вăхăтра чылайăшĕ урама чăх-чĕп, хур-кăвакал усрамалли вырăна çавăрнине те курмасăр иртме пулмарĕ. Пахча, хапха умĕ выльăх каяшĕпе йĕпенсе çăрăлни капмар çурт-йĕрĕн тĕсне те «çухатать». Комисси членĕсем Титов урамĕнче те çакăн пек илемсĕр тĕслĕхсемпе тĕл пулчĕç. Унсăр пуçне те кунта тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Ĕлĕкхи çынсем каласа кăтартнипе – урам питĕ илемлĕ, таса пулнă тенипе те халĕ ниепле те килĕшме май çук.

Кун пекки тата нумай

Малтанхипе танлаштарсан, халĕ килти хуçалăхра усă курнă ăпăр-тапăра çын куçĕнчен вăрттăн ăçта кайса пăрахасси, пытарасси пирки пуç ватма кирлĕ мар. Ăна кирек хăш вăхăтра михĕсене е ешчĕке тултарса контейнер площадкисене илсе çитермелле анчах. Ытти – пирĕн ĕç мар, регион операторĕн ĕçĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне çуп-çапа турттарса тухма палăртнă графикпа килĕшÿллĕн пурнăçлать. Анчах çакна пĕлес килет: Титов урамĕнче пурăнакансем çÿп-çап пухассинчи çĕнĕ йĕркене хирĕç-и? Регион операторĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ пулсан пĕтĕм кирлĕ мара мĕншĕн ăçта килнĕ унта пăрахатпăр; Çулсен хĕррисенче – çын куçĕ умĕнчех тата мĕн тĕрлĕ япала ура айĕнчех йăваланмасть: миххе чикнĕ сысна тата тем вилли, чирлĕ çынна тула кăларма усă курнă хыççăн юлнă пеленка – ай сарăм… – ытла чыссăр! Елчĕкри ĕне фермине илсе çитерекен çул хĕррипе те тем амакĕ те йăваланать, такăнса ÿксен тăраймăн, аллуна та, уруна та хуçма пултарăн. Кунтах, урам вĕçĕнчи лаптăкра, парк тăватпăр тесе, темиçе çул каяллах йывăçсем лартса хăварнă. Çак урамра пурăнакан хастарсем ун пирки хавхаланса каласа кăтартнине, район хаçатне те сăн ÿкерчĕкпе заметка çырса панине лайăх ас тăватпăр. Халĕччен кунта пĕчĕк вăрман ешермелле. Кайса куртăмăр та тĕлĕнсе кайрăмăр – парк ĕрчетме шутланă вырăнта çынран çÿллĕ мăян ашкăрать…

 

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code