Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кун йĕркинче – кулленхи ыйтусем

Кун йĕркинче – кулленхи ыйтусем

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи ыйтусене сÿтсе яврĕç, кăткăс лару-тăруран тухмалли майсене те палăртрĕç.

Канашлăва савăнăçлă самантран пуçлани эрне пуçламăшĕнчи кăмăл-туйăма уçнăн туйăнчĕ. Николай Миллин строительствăри муниципаллă программăсене пурнăçа кĕртес ĕçре пуçарулăхпа, тимлĕхпе палăрнă «ДПМК «Яльчикское» ОООра мастер пулса тăрăшакан Николай Смирнова, рабочисене – Олег Федотовпа Николай Евдокименкона, Виталий Черновпа Владимир Кушманова район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра çынсене уйрăмах аптăратакан грипп чирĕ, чир-чĕре хирĕç кĕрешессипе – профилактика ĕçĕсене мĕнле йĕркелесе пыни çинчен чарăнса тăчĕ. Çакна вăл Раççейри, Чăваш Енри тĕрĕс шута илсе пĕтĕмлетнĕ цифрăсемпе танлаштарчĕ. 2018-2019 çулсенче Елчĕк районĕнче пурăнакансен 56 проценчĕ, çак тапхăрччен /2019 – 2020/ 43 проценчĕ хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшса сиплев учрежденине пырса профилактика прививки витĕр тухнă. Роспотребнадзор специалисчĕшĕн çÿп-çап ыйтăвĕ те ют мар. Тĕрĕслев органĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн йăлара усă курнă хытă каяша ятарлă вырăн – контейнер площадкисем пур çĕртенех ирĕк паман вырăнсене пăрахнăшăн-сапаланăшăн уйрăм çынсене тата должноçри çынсене Саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарасси пирки асăрхаттарма та ирĕк пур. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова хальхи вăхăтра район центрĕнчи 13 çÿп-çап площадкине 26 контейнер кÿрсе килнине пĕлтернĕ май Оксана Такмакова ку тĕлĕшпе юлашки вăхăтра çине-çине тĕл пулнă, районти предпринимательсенчен тухнă ыйтăва та уçăмлатрĕ: «юридици сăпатĕнчи çынсене пурне те контейнерпа тивĕçтермелле», – терĕ вăл. «Экоцентр» ОООн клиентсемпе ĕçлекен районти специалисчĕ Татьяна Адюкова пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн квитанци тăрăх тÿлесси, август уйăхĕнчи 60 процентран, хальхи вăхăтра 78 процентпа танлашнине пĕлтерчĕ. Çакăншăн пурин те тÿлеме тиветех. Мĕншĕн тесен регион операторĕ саккуна хирĕçлекенсен тĕлĕшĕпе суда тавăç тăратма тытăннă ĕнтĕ.

Пĕр ыйту тепринпе çыхăнса пычĕ. Районти эколог Мария Изратова ял тăрăхĕсенче пулса хатĕрленĕ фотоматериалсемпе паллаштарчĕ. Çирĕклĕ Шăхаль тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче тирпей-илем тĕлĕшĕнчи 2 эрне каялла тупса палăртнă çитменлĕхсем, вĕсемпе юнашар çак ялсенченех – çĕнĕ сăн ÿкерчĕксем. Ытларахăшĕнче асăрхаттарнине тивĕçлипе йышăннă, çитменлĕхсене тĕп тунă. Каланипе каламанни пĕр мар…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code