Мария ПЕТРОВСКАЯ
КАЛАВ
«Нумай тытăнса тăрар мар кунта, тумалли ĕçсем пайтах пирĕн», — тесе машина еннелле утрĕç «Шырав» операци ăнăçлă вĕçленессе шанса салтакăн ашшĕпе амăшĕ.
— Сире чугун çул вокзалне ăсатса ямалла мар-и? — ыйтрĕ Григорий Александрович хăнасем çитнĕ-çитменех.
— Пирĕн поезд каçхине 23 сехетре çеç пулать. Пире аслă çул çине антарса хăварма пултаратăр. Малалла хамăр тĕллĕнех хăна çуртне çитетпĕр, — терĕ Леонид Юрьевич.
Григорий Александрович килĕшсе пуçне сĕлтрĕ.
— Тавтапуçах сире пирĕнпе çỹреме вăхăт тупнăшăн. Сывă пулăр, — сывпуллашрĕç Гавриловсем çар чаçĕн начальникĕпе.
Çур сехетрен гостиницăна çитрĕç вĕсем. Алăкран кĕнĕ-кĕменех пуçĕсене ватма пуçларĕç: тĕрĕслĕхе мĕнле тупмалла?
Паянхи каç вăрттăнлăха пĕтĕмпех уçса парассăн туйăнчĕ туслă мăшăра. Каç хăйĕн тĕттĕм чатăрĕпе таврана хупăрларĕ. Хуларан самаях аякра вырнаçнă масар вырăнĕ. Хулапа çăвана пĕртен-пĕр çул çыхăнтарать. Ансăр та тăнкăр-тăнкăр асфальтсăр çул. Çак çулпа çĕтĕк-çатăк тумланнă арçынпа хĕрарăм утаççĕ. Масар тĕлне çитсен хĕрарăмĕ тăрса юлчĕ, арçынни малалла утса курăнми пулчĕ. Çурçĕр çитесси пĕр сехет юлсан, масара тепĕр икĕ патвар арçын çитрĕç. Аллисенче иккĕшĕн те ĕç хатĕрĕсем. Вĕсене хирĕç паçăрхи хĕрарăм утса килни курăнчĕ.
— Кайрăмăр, хăвăртрах. Çутăличчен ĕçе вĕçлес пулать, — терĕ вăл шăппăн.
— Ăçта каймалла? Илсе кайăр, эпир хатĕр, — терĕç арçынсем…
— Разведка килсе кайрĕ. Пĕр хăрамасăрах ĕçлеме пултарăпăр. Эпĕ сирĕнтен инçех пулмастăп. Çул çине сăнатăп. Хăрушлăх сиксе тухсан виçĕ хутчен шăхăрса систеретĕп, — пĕлтерчĕ хĕрарăм вырăна çитсен.
Часах таврари шăплăха кĕреçе, лум сассисем хускатрĕç. Кун каçа ĕçлесе ĕшеннĕ хула çыннисене кунти шав нимĕн чухлĕ те чăрмантармарĕ. Улах вырăнта йытăсем вĕрнĕ сасăсемпе хутшăнса кайса çухалчĕç вĕсем. Анна Васильевнăн чĕри кăкăртан сиксе тухасла тапрĕ. Хăйĕн ăшĕнче пĕр вĕçĕм Турра кĕл турĕ вăл. «Пуçланă ĕçе йĕркеллĕ вĕçлеме парсамччĕ, Турăçăм!» — пăшăлтатрĕ çул çине куç илмесĕр сăнанă май.
Григорий Александрович кĕтмен хăнасемпе сывпуллашнă хыççăн хăйне шутсăр канăçсăррăн тытрĕ. Гавриловсене килĕштерсех каймарĕ вăл. Пăхма ахаль çынсем пек туйăнчĕç пулин те ывăлне кунта пытарнăшăн питĕ кăмăлсăр пулнине уççăнах пĕлтерчĕç. Çăва çинче пулнă хыççăн хăйсене пач урăхла тытни те шухăшлаттарчĕ ăна. Çавăнпа каçхине 10 сехетре масар çине тепре кайса килес терĕ. Вырăна çитсен нимĕнле улшăну та курманнипе лăпланчĕ.
Анна Васильевна Григорий Александрович çăва çине кĕрсе салтаксен вилтăприйĕсене тĕрĕслесе тухнине курăк хушшинче кукленсе ларса пĕтĕмпех курса тăчĕ.
Арçынсем ĕçлеме пуçлани шăпах çур сехет çитрĕ. Çак вăхăт хушшинче ăçта кăна çитсе тухмарĕ-ши хăйĕн шухăшĕсемпе мăнтарăн хĕрарăмĕ? Куç умне пĕчĕк ывăлĕ шуса тухрĕ. Çемьери пĕртен-пĕр ача. Шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухрĕ вăл, çар çынни пулас терĕ. Мĕн пĕчĕкрен летчик пулас ĕмĕтпе пурăнчĕ.
Шкулти сывпуллашу каçĕ хыççăн хăйĕн шухăшне пач улăштарчĕ.
— Атте, анне, эпĕ малтан çар службине каятăп, кайран — вĕренме. Çăмăллăхсем те пулаççĕ ун чухне вĕренме кĕме, — терĕ вăл.
— Санăн балсем пысăк вĕт, нимĕнле çăмăллăхсăрах вĕренме кĕретĕн эсĕ, — килĕшесшĕн пулмарĕç ашшĕпе амăшĕ.
Николай хăйĕн шухăш-ĕмĕтĕнчен чакмарĕ. Кĕçех Раççей салтакĕ пулса инçетри чикĕре хуралта тăчĕ. 11 уйăх аванах иртсе кайрĕ. Эрнере пĕрре пĕр-пĕринпе телефонпа калаçса илетчĕç. Николай хăйĕн çинчен каласа пама юратмастчĕ. Ытларах ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕпе кăсăкланатчĕ. «Мĕнле пурăнатăн? — тесе ыйтсан: «Манăн пурте йĕркеллĕ, маншăн пăшăрханма кирлĕ мар», — тетчĕ яланах. Юлашки уйăхра ывăлĕ службăра тăракан чикĕре вăрçă пуçланчĕ.
«Пире, салтаксене, унта вĕренме çеç илсе каяççĕ, çапăçăва кĕместпĕр эпир», — тенĕччĕ вăл телефонпа калаçнă чухне. Ун хыççăн çыхăну татăлчĕ Николайпа.
Юлашки хут ывăлăмăрпа майăн 10-мĕшĕнче калаçнăччĕ телефонпа. Документ тăрăх апрелĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ курăнать вăл. Тĕрĕссине пĕлес тесе ывăлĕн тупăкне чавса кăларма шутларĕç упăшкипе иккĕшĕ. Хăйсене пулăшаканĕсене те шыраса тупрĕç самантрах. Пасар çывăхĕнче икĕ вăйпитти арçынпа (килсĕр-çуртсăрскерсемпе) калаçса пăхрĕç. Ĕçшĕн 100 пин тенкĕ укçа пама пулчĕç. «Ун пек-кун пек пулас пулсан айăпне веçех хамăр çине илетпĕр», — тесен çеç килĕшрĕç лешсем. Анна Васильевнăпа Леонид Юрьевич тупăкра вĕсен ывăлĕ пулнине е пулманнине пĕлес терĕç. Тĕрĕсленĕ хыççăн тупăка каялла хума килĕшсе татăлнă. Малтанхи пек пĕр йĕрри-паллисĕр пулмалла.
Анна Васильевна шухăшне виçĕ хутчен куккук авăтни татрĕ. Ку — сигнал пулнине тавçăрса арçынсем ĕçленĕ çĕре чупрĕ хĕрарăм.
— Шăтăкран туртса кăлартăмăр, — харăссăн пĕлтерчĕç шăтăк чавакансем Анна Васильевнăна курсан.
— Уçăр хăвăртрах! Уçнă паллă ан пултăр тесе питĕ асăрханса ĕçлĕр, — васкатрĕ хĕрарăм.
Тỹпери тулли уйăх пĕр тĕлĕнсе, пĕр шикленсе сăнарĕ масарти çынсене. Унăн çути çĕр çинче ларакан тупăк çине ỹкрĕ.
… Уçă тупăкра тĕрлĕ хĕç-пăшал, çар çыннисен тумĕсем, пачки-пачкипе 5 пин тенкĕлĕх хут укçасем выртнине курсан пурте шанк! хытса тăчĕç.
Анна Васильевна темиçе хутчен хĕрес хывнă хыççăн тупăка каялла хупăрлама хушрĕ.
— Ĕçе хăвăртрах вĕçлемелле. Пĕтĕмпех малтанхи пек пултăр. Пĕр япалине те ан илĕр. Эпир пурте хăрушлăхра. Пирĕншĕн кашни минут хаклă. Эпĕ сăнав вырăнне каятăп. Ĕçе вĕçлесен мана сигнал парăр, — терĕ те пĕр чарăнса тăмасăр малалла чупрĕ. Урисем çĕре перĕннине те сисмерĕ вăл. Вĕсен ывăлĕ чĕрĕ! чĕрĕ! Чĕрене вырнаçайми савăнăç-çке ку!!!
Хăвăртрах ку вырăнтан каймалла, тармалла вĕсен. Анчах тепĕр сехет кирлĕ ĕçе пĕтĕмпех вĕçлеме. Тепĕр сехет çеç! «Пурте йĕркеллĕ пултăрччĕ, ĕçе вĕçлеме никам та ан чăрмантарттăрччĕ!» — кĕл турĕ хĕрарăм.
Тепĕр сехетрен паçăрхи «куккук» каллех виçĕ хутчен сас пачĕ. Анна Васильевна савăнăç куççульне шăлса ĕçлекенсем патне васкарĕ.
— Пĕтĕмпех эсир хушнă пек турăмăр. Саламлатпăр сире лайăх хыпарпа, — савăнчĕç арçынсем те.
— Питĕ пысăк тав сире. Малтанах калаçса татăлнă пек 100 пин тенкĕ мар, 110 пин тенкĕ паратăп. Вунă пинĕ пирĕн хуйха ăнланнăшăн пултăр, — тăсрĕ укçисене Анна Васильевна.
— Тавах, — терĕç арçынсем укçа илнĕ май.
— Хулана çырмапа кайăр, никам та ан куртăр сире, — сывпуллашрĕ хĕрарăм. Эпĕ сире курман, эсир мана палламастăр, — хушса хучĕ каярахпа.Эсир пирĕнпе пĕрле пымастăр-им? — ыйтрĕç лешсем.
— Çук, эпĕ каярах пыратăп, — терĕ Анна Васильевна. Çавăнтах упăшкипе телефонпа калаçма пуçларĕ: «Ĕç-пуçсем мĕнлерех санăн? Хуралçăна хăналарăн-и?»
— Пурте лайăх. Çывăрса кайрĕ вăл, — илтĕнчĕ трубкăран.
— Эпĕ çырмара пулатăп, хăвăртрах çитме тăрăш. Пирĕн кунтан васкаварлă çухалмалла, кĕтетĕп, — калаçăва вĕçлерĕ Анна Васильевна.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, Леонид Юрьевич утса килни курăнчĕ, Анна Васильевна ăна хирĕç ыткăнчĕ. Масар çинче мĕн пулса иртнине каласа парсан: «Пирĕн кунта пĕр минут та тытăнса тăма юрамасть, гостиницăна çитсе пуçтарăнмалла та çула тухмалла», — терĕ упăшки.
Хăна çуртне çитнĕ-çитмен витререн тăкнă пек çумăр çума пуçларĕ. Çут çанталăк та Гавриловсене пулăшас терĕ пулас, çăва çинчи кирлĕ мар йĕрсене пĕтĕмпех çухатас терĕ. Çăвăнса тасалнă хыççăн салтакăн ашшĕпе амăшĕ çумăр витĕрех чугун çул вокзалне васкарĕç.
Тепĕр икĕ кунтан Шупашкар хулинче пулчĕç. Унчченхи Гавриловсем мар ĕнтĕ вĕсем. Сăн-пичĕсем савăнăçлă, куçĕсем çиçеççĕ, шанчăк татах та вăй илчĕ. Отпуск вĕçленесси тăватă кун. Çак вăхăтпа усă курма тăрăшрĕç хула больницинче ĕçлекен ача-пăча тухтăрĕпе шăл врачĕ. Интернет тăрăх виçĕ салтакăн тăванĕсене шыраса тупрĕç. Вĕсемпе куçа-куçăн калаçас тĕллевпе хăйсен хваттерĕнче тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
Палăртнă кун Гавриловсем Ульяновскран, Пензăран, Хусантан хăнасене йышăнчĕç.
Виçĕ сехете яхăн пынă калаçуран пурин ывăлĕсем те ковид чирĕпе чирлесе вилни, вĕсене хăйсем службăра тăнă хулара пытарни палăрчĕ. Кун хыççăн Гавриловсем çав хулара пулнине, хăйсем мĕн тỹссе ирттернине каласа кăтартрĕç. «Хамăр тĕллĕн ниепле майпа та эксгумаци тума юраманнине пĕлсе тăнă çĕртех çак утăма турăмăр. Саккун тăрăх хамăра хытă айăплассине пĕлсе полиципе те çыхăнас темерĕмĕр», — ăнлантарчĕ Леонид Юрьевич.
Салтаксен вилтăприсен сăн ỹкер-чĕкĕсене кăтартсан нихăшĕнне те çуралнă кунĕсене тĕрĕс çырманни палăрчĕ. «Пирĕн пурин те пĕр тĕллев — хамăрăн ывăлсене шыраса тупасси. Çавăнпа чĕнтĕмĕр те сире хамăр пата», — калаçăва хутшăнчĕ Анна Васильевна та. Пурте тарăн шухăша путрĕç.
— Военкомата халех кайнин усси çук. Малтан мĕн каланă, çавнах калаççĕ унта, — калаçăва тăсрĕ Максим ашшĕ.
— Ывăлсем чĕрĕ-сывă пулнине пĕлетпĕр халь. Вĕсен пурнăçне хăрушлăха кĕртмесĕр мĕнле майпа шыраса тупмалли çул-йĕр шырамалла пирĕн, — сĕнỹ пачĕ Давидăн ашшĕ те.Ăçта пулма пултараççĕ пирĕн ачасем? Тен, йывăр аманса тыткăна лекнĕ? — пурин куçĕнчен те ыйтуллăн тинкерчĕ Давидăн амăшĕ — Эльза Петровна.
— Чăнах та, васкама кирлĕ мар. Пирĕн кăштах тăхтас пулать. Виçĕ эрне хушшинче пĕринчен те хыпар килмерĕ тĕк, пурте пĕрле пуçтарăнса ывăлсем службăра тăнă çар чаçне кайса эксгумаци тума ыйтмалла, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Леонид Юрьевич. — Вара тĕрĕс марлăх çиеле тухать.
Çак шухăшпа пурте килĕшрĕç.
Тепĕр кунне, пĕр хуйхă пĕрлештернĕ-скерсем, Гавриловсемпе тахçанхи туссем пек ăшшăн сывпуллашса уйрăлчĕç.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Хăйсем ĕçрен таврăннă çĕре ывăлне хваттерте курасса тем пекех кĕтрĕç Гавриловсем.
Тĕлпулу пулса иртни икĕ эрне иртсен каçхине 6 сехетре хваттер алăкĕнчен майĕпен шаккарĕç. Çемье апат çиме хатĕрленетчĕ. Алăка Леонид Юрьевич пырса уçрĕ. «Атте, эпĕ таврăнтăм!» — илтĕнчĕ арçын сасси. Сасса уйăрса илсен Анна Васильевна алăк патнелле ыткăнчĕ. «Анне, сывах эпĕ, пуçĕпех таврăнтăм!» — тесе ашшĕпе амăшне ыталаса илчĕ хыпарсăр çухалнă салтак-ывăлĕ. «Ывăлăм! Хăçантанпа кĕтнĕ эпир сана! Шанчăка çухатмасăр кĕтнĕ!» — куççуль витĕр сăмахларĕ амăшĕ. Хальхинче ку савăнăç куççулĕ пулчĕ.
Çемье апата ларчĕ. Сĕтел хушшинче вăрăм калаçу пулса иртрĕ.
— Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпир службăра тăнă чикĕ хĕрринче хăрушă çапăçу пулса иртрĕ. Паттăррăн çапăçрăмăр пурте. Мана тата виçĕ юлташа контузи пулнă, кайранхине нимĕн те астумастăп. Тăватсăмăр та ним пĕлми тăнсăр выртнăран тыткăна илсе кайнă пире. Темĕн тĕрлĕ асаплантарсан та парăнма шутламан эпир. Каярахпа хамăрăннисем ирĕке кăларчĕç. Ун хыççăн госпитальте сывалтăмăр.
— Хăвăн çинчен мĕншĕн пĕлтермерĕн, ывăлăм? — ыйтрĕç ашшĕпе амăшĕ пĕр харăс.
— Пире тăвансемпе çыхăну тытма хушман. Хам та пăшăрхантăм сирĕншĕн. Тем пек тăрăшсан та пĕр хыпар та пĕлтереймерĕм сире, юратнă аттепе анне, каçарăр.
— Салтак хăйĕнпе хăй хуçа мар çав, пăхăнасах пулать, — ассăн сывларĕ Леонид Юрьевич.
— Эс калакан виçĕ юлташун ячĕсем мĕнле? — кăсăкланчĕ амăшĕ. Палланă ятсене илтсен ашшĕпе амăшĕ савăннипе ывăлне ыталаса илчĕç, каччăсем пурте чĕрĕ-сывă пулнишĕн хĕпĕртерĕç.
Вĕсене те паян госпитальтен кăларнине пĕлсен алă çупса ячĕç.
Чĕресене пусарса тăракан йывăр чул тинех хăпрĕ.
«Пурне те пĕр кунта калаçса пĕтерейместпĕр, ыйтса пĕлмеллисем, каласа памаллисем темĕн чухлех пирĕн», — тесе çемье çывăрма хатĕрленчĕ.
— Николайăн сывлăхĕ самаях хавшанă. Салтака кайиччен 85 килограма яхăн таятчĕ, халĕ 70 килограмм та çук пулĕ. Хăлхисем те начар илтме пуçланă, — пăшăрханчĕ Анна Васильевна хăйсен пỹлĕмне кĕрсен.
— Сылтăм урипе уксахлать. Суранĕсем тỹрленсе çитеймен курăнать, — терĕ Леонид Юрьевич.
— Килте стенасем те сывалма пулăшаççĕ теççĕ, майĕпен вăй илет ак пирĕн ывăл та. Лайăххине шанар, мăшăрăм, — лăплантарчĕ упăшкине арăмĕ.
Салтак ывăлĕсене кĕтсе илнĕ хыççăн иккĕмĕш хут тĕл пулса калаçас терĕç вĕсен ашшĕ-амăшĕсем. Хальхинче тĕлпулу Хусан хулинче иртрĕ…
Чĕрĕ салтаксене вилнĕ пек кăтартса пытарни Григорий Александровичшăн ахаль иртмерĕ. Эксгумаци тунă хыççăн унăн ирсĕр ĕçĕсем веçех çиеле тухрĕç.
Чавса кăларнă виçĕ тупăкĕ те пушах пулнă, тăваттăмĕш тупăкри япаласене илсе кайма ĕлкĕреймен çар чаçĕн начальникĕ. Унăн бизнесĕ пăчланнă. Хăйне нумайлăха хупса лартмалла тунă.

