Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кандидатсемшĕн пĕр пек услови пулĕ

Кандидатсемшĕн пĕр пек услови пулĕ

Чăваш Енре Республика Пуçлăхĕн суйлав кампанийĕ старт илчĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн кандидачĕсене суйлавçăсемпе тĕл пулмалли площадкăсем йĕркелет. Çавна май Канаш регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн суйлав умĕнхи кампание хутшăнакансене пурне те пĕр пек условипе тивĕçтермелли шухăшне ырланă.

Суйлава уççăн ирттересси пирки Олег Николаев республикăри Патшалăх Канашĕн сессийĕнче депутатсем умĕнче те каланă. Июнĕн15-мĕшĕнче, кашни эрнере иртекен планеркăра, республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев кандидатсене халăхпа тĕл пулмалли майсем туса памалли пирки сăмах хускатнă.

– Çакнашкал площадкăсем район администрацийĕн базинчех вырнаçма пултараççĕ. Вĕсен ку енĕпе мĕнпур ресурссем, пухусем ирттермелли, презентацисем валли залсем пур, – сĕннĕ Станислав Николаев. – Кирек хăш кандидат та тĕл пулу пирки пирĕн пата е тÿрех район администрацине тухма пултарать.

Чăн малтанах ун сăмахĕ тăрăх, çакнашкал площадкăсем кандидатсене муниципаллă фильтр урлă тухассине – суйлава хутшăнакансен алă пуснине пуçтарассине çăмăллатĕç. Регион Ертÿçи çак шухăша ырланă, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашне Чăваш Ен Правительствин Администрацийĕпе район администрацийĕсене пулăшма хушнă.

– Эсир çак ĕçĕн модераторĕпе коммуникаторĕ пулни тĕрĕс, – хак панă сĕнĕве Олег Николаев. Кандидатсем хăйсен майĕсене шута илме тата суйлава малалла хутшăнма муниципаллă фильтр урлă тухма хăйсен майĕсене пĕлсе тăччăр тесен графика маларах пĕлтермелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code