Кукаçине – Петр Тимофевич Беловолосова хыпарсăр çухалнă тесе аса илеттĕмĕр. Кукамай Софья Федоровна та çакна çирĕплететчĕ. Çемье архивĕнче нимĕнле документсем те, çырусем те упранса юлман…
– Атте çырăвĕсем пулнă-ха вĕсем. Анчах та пĕринче кукамăр питĕ хурланса йĕнĕ хыççăн чĕрине урăх ыраттарса çунтарас мар тесе кăмакана пăрахса çунтарса янă вĕсене. Çапла майпа йывăр та канăçсăр шухăшсенчен хăтăлас тенĕ ахăр. Мĕн куçĕсене хупичченех кĕтрĕ вăл пурнăçĕнчи пĕртен-пĕр çывăх çыннине, юратăвне, – çапларах аса илетчĕ аннемĕр Елена Петровна Павлова çыру пирки сăмах пуçарсан. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра манăн кукаçи çинчен тĕплĕнрех пĕлес шухăш çуралчĕ. Çак тĕллевпех 1985 çулта, 5-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра, Елчĕк районĕнчи çар комиссариатне çыру çыртăм. Кĕçех хурав илтĕм унтан, унпа пĕрлех кукамая С.Ф.Беловолосовăна памалли извещенин выпискине ярса пачĕç. Унта çапла çырнă: «Сирĕн мăшăрăр – гвардин аслă сержанчĕ Петр Тимофеевич Беловолосов 1943 çулхи августăн 31-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Смоленск облаçĕнчи Ельнинский районĕн Титовка ялĕнчи тăванла масарта пытарнă. 93-мĕш гвардин Хĕрлĕ Ялавлă стрелоксен полкĕн командирĕ Лазарев полковник». Выписка çине çавăн пекех Елчĕк районĕн çар комиссарĕ Андреев алă пуснă.
1986 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче эпĕ тепĕр çыру илтĕм – ăна Ельня районĕн çар комиссарĕ Сергеев янă. Вăл çапларах çырнă: «Хисеплĕ Павлова юлташ! Сире çапла пĕлтеретпĕр. Сирĕн кукаçăр гвардин аслă сержанчĕ Петр Тимофеевич Беловолосов 1943 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Ельня хулине нимĕçсенчен хăтарнă чух хастар çапăçса пуçне хунă. Халĕ унăн вилтăприне Титовка ялĕнчен Ельня хулинчи çар çыннисене пытарнă 1-мĕш номерлĕ масара куçарнă. Çар масарĕ хула варринче вырнаçнă. Кукаçăрăн хисеплĕ ятне Ельня хулин асăну альбомĕнче 625-мĕш номерпе çырса хунă. Мемориал хута ярсан унăн ятне асăну хăми çине ĕмĕрлĕхех çырса хураççĕ. Даннăйсем Елчĕк районĕнчи çар комиссариатĕнчен килнĕ».
Çапла майпа кукаçи пирки нумай хыпар пĕлтĕмĕр. Вăл хыпарсăр çухалман эппин. Питĕ шел, анчах çак вăхăт тĕлне пирĕн кукамай ку тĕнчерен уйрăлнăччĕ ĕнтĕ.
Хуйхă-суйхă, пăшăрхану унăн ĕмĕрне кĕскетрĕ. Каярахпа, Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕнче ĕçленĕ май, кукаçи пирки нумайрах пĕлес тесе материалсем шырама пуçларăм. Тупнă кашни пĕчĕк хыпар пирĕн çемьене савăнтаратчĕ.
П.Беловолосов 1913 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Пăва уесĕнчи Яманчÿрел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Тимофей Ефимович, Яманчÿрел ялĕнче пурăнса ĕмĕрне ирттернĕ, амăшĕ, Агриппина Емельяновна, Патреккел хĕрĕ пулнă. Кукаçи ялти шкултан вĕренсе тухсан Шăмалакри икĕ сыпăклă шкула пĕтернĕ. Ялта комсомола пĕрремĕш кĕрекенсенчен пĕри. 30-мĕш çулсенче темиçе çамрăкпа Мускава метро тунă çĕре ĕçлеме кайнă. Унта тăрăшса ĕçленĕ. Каярах тăван яла таврăннă, Елчĕкре тракториста вĕреннĕ. Ялти пĕрремĕш трактористсенчен пĕри. Кĕçех ăна трактор бригадин бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăрçă умĕн Шăмалак ял Совечĕн секретарĕ пулнă. Çакна упранса юлнă архив докуменчĕсем лайăх çирĕплетеççĕ. Хитре почерклă пулнипе палăрнă.
1941 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче П.Беловолосова оборона комиссийĕн членне суйланă. Хаяр вăрçă пынă. Ăна вăрçа илмен, бронь панă. Анчах та парти членĕ çакăнпа килĕшме пултарайман. Хăй ирĕкĕпе вăрçа яма темиçе хут та çырнă хыççăн 1942 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче ăна вăрçа яма килĕшнĕ. Архив хучĕсенчен тата çакă паллă – мартăн 9-мĕшĕнче Шăмалакри ял Советĕнчи малтанхи секретарь Хĕрлĕ Çар ретне тăнипе çĕнĕ секретарь суйланă.
П.Беловолосовăн аслă хĕрĕ, Вера Петровна Ермолаева ашшĕне вăрçа ăсатнă вăхăта çапла аса илет /ун чухне вăл 7-ре пулнă/.
– Атте ĕçрен васкаса тăп-тăп туса утса килнине халĕ те астăватăп. Ăна ăсатма ял вĕçне армансем патне çитичченех кайрăмăр. Вăл мана юратса йăтса илсе çÿле çĕклерĕ. Анне унран уйрăлаймасăр Елчĕке çитичченех кайрĕ.
Вăрçа каяс умĕн Петр Тимофеевич мăшăрĕпе çĕнĕ пÿрт лартнă, пысăк хуçалăх тытса пынă. Ĕнепе ытти выльăх, хур-кăвакал йышлă усранă.
Килтен тухса кайсан кукаçи кĕçех çыру çырса та янă. Тÿрех фронта яман ăна. Хатĕрленÿ лагерĕнче тăнине, кунта çапăçма вĕрентнине пĕлтернĕ вăл. Фронта тухса каяс умĕн мăшăрне килсе курма ыйтнă. Мари вăрманĕнче Шелангер поселокĕнчен инçе мар тăнине ăнлантарнă. Çак çырăва илсен Софья Федоровна васкаса мăшăрĕ патне кайма пуçтарăннă, çемйипе апат-çимĕç хатĕрленĕ, çăкăр типĕтнĕ.
Елчĕкрен 3 хĕрарăмпа мăшăрĕсем патне тухса кайнă. Тĕрлĕ чăрмав витĕр тухса вырăна çитсен вĕсене пĕр салтак çапла пĕлтернĕ: «Стройра Беловолосов пурччĕ, вĕсене илсе кайма пуçтарчĕç. Хăвăртрах пуйăс патне чупăр». Вăхăтра ĕлкĕрнĕрен кукаçине тепĕр хут курма пултарнă кукамай. Çапларах уйăрнă шăпа пĕр-пĕрне юратакан çамрăк мăшăра. Хĕрарăм перрон тăрăх мăшăрĕн хушаматне кăшкăрса чупнă. Пĕр вакун, тепĕр, виççĕмĕш вакун хыçа юлнă. Кĕçех чÿречерен мăшăрĕн сăнне асăрханă, лешĕ арăмне курсан чÿречерен сикнĕ. Мĕн тери савăннă вĕсем çак самантра пĕр-пĕрин ытамне чăмсан. Тапранма пуçланă поезд çине арçын мăшăрне те лартнă, вăл Канаш урлă кайнине пĕлтернĕ.
– Вăрçăран чипер-сывă таврăнсан малтанхи евĕрех телейлĕ пурнăçпа пурăнăпăр, эсĕ мана юратса хисепленине эпĕ нихăçан та манмăп, – тенĕ салтак Канаша çитсен арăмне ăсатнă май.
Ун чухне кукамай 25 çулта пулнă.
Петр Беловолосов стрелоксен 93-мĕш полкĕнче çапăçнă, отделени командирĕ пулнă. 1943 çулта вĕсен дивизийĕ ятарлă операцие /Ржевско-Вяземская/ хутшăнса ялсемпе хуласене тăшманран тасатнă. Пĕр çапăçура кукаçи йывăр аманнă. Апрель уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Кучино станцийĕнче эвакогоспитальте сипленнĕ. Мăшăрне пĕрле сипленекен салтаксемпе ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкне ярса панă. Сывалсан каллех фронта кайнă арçын. 1943 çулхи августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕччен тепĕр операцие /Ельнинско-Дрогобужская/ хутшăнать вĕсен дивизийĕ. Ельня хулине нимĕçсенчен тасатассишĕн хаяр çапăçусем пынă. Титовка ялĕ çывăхĕнче кукаçи паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 30 çулта пурнăçран уйрăлнă вăй питти çамрăк, çапла вара мăшăрĕ тата 3 хĕрĕ тăлăха юлнă. Вира саккăрта, Валя пиллĕкре, Лена икĕ çулта пулнă.
Эпир, ачисемпе мăнукĕсем, унăн ятне асрах тытатпăр.
– Эпир аттен çырăвĕсене час-часах тытса вуланăран хăш-пĕр йĕркесене пăхмасăр та пĕлеттĕмĕр. «Сире нимĕнпе те пулăшаймастăп. Кунта, вăрçă пыракан вырăнсенче, аслисемпе пĕрле ачасем те питĕ нушаланаççĕ…». Çак сăмахсем чĕрере юлнă, – аса илетчĕ анне.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче – Аслă Çĕнтерĕве çĕршыври халăхпа пĕрле ял çыннисем те пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ.
– Касри чылай хĕрарăмăн мăшăрĕсем вăрçăран таврăнчĕç. Эпир вара, мăшăрсене кĕтсе илейменнисем, çĕре выртса йăваланса макăртăмăр, – тенĕ кукамай.
Мĕн виличчен мăшăрне кĕтсе пурăннă вăл. Хĕрĕсем те ашшĕне курас килни пирки час-часах каланă. Чунне пусаракан йывăр аса илÿсенчен хăтăлас тесех кукаçин çырăвĕсене çунтарса янă пулинех вăл.
Çапла, хаяр вăрçă чылай мăшăрăн, ачасен телейне татнă…
Роза МАКАРОВА.
Яманчÿрел-Ульяновск.