Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветеран ялкор асăмра

Ветеран ялкор асăмра

– Паян нимĕç чĕлхипе черетлĕ экзамен. Пирĕн патăмăрта районти çутĕç пайĕн представителĕ – Лаш Таяпари вăтам шкулти нимĕç чĕлхин преподавателĕ Петр Васильевич Сидоров.

Çак сăмахсемпе пуçларĕ калаçăвне экзамен тыттаракан комиссин председателĕ.

П.Сидоров хушаматпа çырнă статьясемпе очерксене район хаçатĕнче сахал мар вуланă. Анчах хăйне пĕрре те курман. 1965 çулхи июнь уйăхĕнче экзамента пуçласа тĕл пултăмăр унпа. Çакăнтанпа вара пирĕн ĕçлĕ çыхăну татăлман. Ялкор хаçата ярса панă материалсене хам та сахал мар редакциленĕ. Унăн хайлавĕсем интереслĕччĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ темăсем шырани сисĕнетчĕ – вулакансене халĕччен хаçатра çырманни пирки пĕлтерме васкатчĕ. Пĕлмен-илтмен паллă çынсем, мĕн чухлĕ ял ĕçченĕ пирки çырман пулĕ Петр Васильевич. Вĕсенчен чылайăшĕ асра юлнă.

Эпĕ ун чухне шкулта вĕренетĕп. Хаçатра П.Сидоровăн «Н.К.Крупская – Лаш Таяпа шкулĕнче» пысăк статйи пичетленсе тухрĕ. Унччен çакăн пирки ниçта та çырман. Çакă шкул ачисемпе вĕрентекенсемшĕн те çĕнĕлĕх пулчĕ.

Час-часах инçе çула тухса çÿретчĕ хастар ялкор. Укçи-тенкине те шеллеместчĕ. Ятарласа Мускава кайса Х.Миначев академикпа тĕл пулчĕ, çакăн хыççăн хаçатра унăн сăн ÿкерчĕкĕсене пичетлесе пысăк статья çырса кăларчĕ. Çавăн пекех вăл тăрăшнипе Хусанта ĕçлесе пурăнакан И.Никитин академик пирки те пысăк очерк кун çути курчĕ. Вулакансем ялкор ятлă-сумлă çынсем пирки çеç çырнă теме пултарĕç. Çук, апла мар. Вăл калăпланă геройсем хушшинче тĕрлĕ професси çынни пур. Уйрăмах çĕр ĕçченĕ хисепре пулнă уншăн.

П.Сидоров сĕннипе Вăрăмхăвари Щербаков вăрçă инваличĕ пирки статья хатĕрлерĕм.

Петр Сидоров 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă, 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрçăра I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тата медальсене тивĕçнĕ. 1946 çулта яла таврăннă, çак тапхăртан пуçласа вăл хăйĕн пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. 1980 çулччен, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, Лаш Таяпа шкулĕнче нимĕç тата чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ.

Хаçат ĕçне активлă хутшăннăшăн редакци пултаруллă ялкора хаклă парнесемпе чысланă. Унăн ятне «Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедине кĕртнĕ. Редакцинче хаçатра ĕçленĕ журналистсене, ялти корреспондентсене тата вăрçа хутшăннисене халалланă сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ пур. Унта П.Сидоровăн сăнне те вырнаçтарнă. Хисеплĕ ялкора район хаçачĕ 70 çул тултарнă май Чăваш Республикин журналистсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Ашшĕн ĕçне унăн ывăлĕ Петр Петрович Сидоров ?Петр Лаштай/ тăсать, унăн хайлавĕсем район хаçатĕнче 1969 çултанпа кун çути кураççĕ. «Олимп çулĕ такăр мар», «Çамрăклăх вутра», «Афганистан вут-çулăмĕ витĕр», «Тăван шкултан – инçе çула», «Спортивная Чувашия» кĕнекесен авторĕ вăл, Çемен Элкер, Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ. РФ Çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Унăн шăллĕ Василий Петрович Сидоров та ?Василий Эктел/ хаçатпа туслă пулнă – вăл чылай çул редакци çумĕнчи литература пĕрлешĕвне ертсе пычĕ, нумай çамрăка поэзи çулĕ çине тухма пулăшрĕ. Сăввисем район хаçатĕнче пичетленнĕ. Василий Эктел премине илекенсен йышĕ те çулран-çул ÿссех пырать.

Пурнăç малаллах шăвать. Хăйсен несĕлĕсен çыравçисен ĕçне тăсакансен çĕнĕ ăрăвĕ килессе шанса тăратăп.

Иван ИНОХОДОВ,
Чăваш Республикин хисеплĕ тавра пĕлÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code