Март уйăхĕн юрлă кунĕсенче уçăлмалла тенĕ пек Елчĕкри дачăна çỹрерĕм. Çĕрле сивĕ тăнăран ирхине хытнă юр çийĕн утма та кăмăллăччĕ. Çанталăк ăшă енне сулăнсан унчченхи кирпĕч заводне каякан çула хырса тасатрĕç — халĕ ĕнтĕ автомашинăсемпе те меллĕ.

Анчах кунти çул юртан ирĕкленни çулсеренхи ыйтăва — çỹп-çап, ăпăр-тапăр пухăнассине кăларса тăратать. Пĕлтĕр пĕри çул хĕррине телевизор кăшкарĕсен, йăлара усă курмалли хатĕр-хĕтĕрĕн пысăк хисепне килсе тăкнăччĕ. Полици ĕçченĕсем хуçине тупса палăртнине те илтнĕччĕ.
Кăçал каллех çавăн пек нĕрсĕр ỹкерчĕк. Хальхинче вара ачан йывăç кравачĕ, вут-шанкă, турпас. Вĕсене вутта ярас мар текен арçын уйрăм çуртра пурăнни тỹрех паллă. Пĕр-пĕр стройка ĕçне вĕçленĕ-тĕр — 2-3 мăшăр перчетке те вырăн тупнă унта. Вăл чăх-чĕп апатне те газпа усă курса хатĕрлет пулмалла çав.
Тĕрĕслекен органсем тăван тавралăх тăшманне тупса палăртмаллах.
П.ПЕТРОВ.

