Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Шыв усă кÿтĕр

Шыв усă кÿтĕр

Статистика çакна çирĕплетет: çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, шыва ÿсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, шыва тÿрех чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлаççĕ. Путакансен ытларах пайĕ ишме пĕлмен. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ.

Шыва кĕме кайсан çак сĕнÿсене шута илĕр. Шыва ирĕк панă, çăлавçăсем дежурствăра тăракан вырăнсенче çеç кĕмелле. Шыва кĕме ăнăçлă вăхăт – ирхине 8-10, каçхине 17-19 сехетсенче. Сывлăш температури – 25, шыв температури 22 градусран кая пулмалла мар. Ытла шăрăхра, пĕлмен вырăнта тата тухтăр ирĕк паман пулсан шыва кĕме юрамасть. Питĕ вăйлă ывăннă хыççăн та шыва кĕме тăхтăр. Шывра ывăнсан çурăм çине çаврăнса канса илме хăнăхмалла – кĕлеткене шыв çинче ал-урана майĕпен хускаткаласа тытса тăмалла. Ишев вăхăчĕ 20 минутран ытла пулмалла мар, çыранран инçе ан ишĕр. Чăнкă çыранлă пĕвесенче, юхан шывсенче, шыв уçласа илекен вырăнта шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тÿрех кĕрсе ан кайăр, маларах çыран хĕрринче ÿт-пĕве шывпа йĕпетсе сăтăркаласа сивĕтĕр. Ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тÿрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ, çавăнпа та сывлăш пÿлĕннипе антăхса кайма пулать. Апат çинĕ хыççăн та шыва тÿрех кĕме хушмаççĕ специалистсем.

Пĕлмен вырăнта тĕрĕсленĕ хыççăн çеç чăмма юрать. Унсăрăн пуçпа шыв тĕпне тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Шыва ялан кĕрекен вырăнсенче те тĕрĕслемесĕрех тÿрех чăммалла мар. Вăл витĕр курăнмасть. Маларах таса пулнă вырăна та ăнсăртран кĕлеткене амантакан тимĕр-тăмăр е ытти хатĕр пăрахма пултарнă.

Шыва нихăçан та пĕччен ан кĕрĕр. Тытамакпа е ытти чирпе аптăракан, тăнĕсене час-час çухатакан çынсен шыва кĕме юрамасть.

Л.ЕГОРОВА,
Елчĕкри полици пайĕн участокри уполномоченнăйсен ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code