Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление Олега Николаева с Днем медицинского работника

Поздравление Олега Николаева с Днем медицинского работника

Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕн кунĕпе – саламлатăп!

Эсир хăвăра пархатарлă та яваплă ĕçпе çыхăнтарнă, вăл професси енчен тарăн пĕлÿллĕ пулнине кăна мар, чун пахалăхĕсемпе пуян тата чуна парса ĕçлеме ыйтать.

Эсир хăвăрăн кулленхи ĕçĕрпе Чăваш Ен халăхĕн – пирĕн регионăн тĕп пуянлăхĕн – пурнăçĕпе сывлăхне сыхлассине калама çук пысăк тÿпе хыватăр.

Паянхи çăмăл мар условисенче республикăри медицинăн пур организацийĕ çине хушма тиев, пысăк яваплăх йăтăнса анчĕ.

Суйласа илнĕ ĕçĕре парăнса пурнăçланăшăн, халăха пулăшма тăрăшнăшăн, ырă кăмăлăршăн, чăтăмлăхăршăн тата çирĕплĕхĕршĕн тав тăватăп.

Сирĕн чун ăшши малашне те çынсене вĕсен инкекĕсене çĕнтерсе пыма, ыранхи куншăн шанăç кÿме пулăштăр. Пуçăннă пур ĕçĕрте те ăнăçу юнашар çÿретĕр! Сире тата çывăх çыннăрсене телейпе ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене
вăхăтлăх пурнăçлакан                                                    Олег НИКОЛАЕВ

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code