Чăваш Енре республикăн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн комплекслă программине малалла сÿтсе яваççĕ. Ăна регион ертÿçи Олег Николаев пуçарнипе республикăн Аслă экономика канашĕ федераци шайĕнчи специалистсемпе пĕрле хатĕрлет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пынипе видеоконференц-çыхăну урлă пĕрин хыççăн тепри виçĕ ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Вĕсене «Регионсен аталанăвĕн халăхсем хушшинчи центрĕ» АХОн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед та хутшăннă. Çак канашлусем вăхăтĕнче çитес пилĕк çулта культурăна аталантарассине сÿтсе явнă.
Совет влаçĕн вăхăтĕнче те, паянхи кун та пирĕн çĕршывра культура çине ытлашши юлнă укçа-тенке çеç яни вăрттăнлăх мар. Çак дискриминацилле политикăна, культура юмахри Кĕлпике пек юлашкисемпе çеç çырлахнине, улăштармаллах. Шăпах çавăнпа ЧР культура министрĕ Роза Лизакова çÿлерех асăннă программăна хатĕрлекен экспертсене унта культура республикăн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни, халăхсен пĕрешкеллĕхĕпе хăйнеевĕрлĕхне аталантарма пулăшни çинчен каланине кĕртме ыйтнă.
Регионсем «хĕвел айĕнчи вырăншăн» пĕр-пĕринпе тупăшнă вăхăтра инвестици рейтингĕсемпе ытти экономикăлла кăтартусем çеç мар малти вырăна тухаççĕ, вăл е ку облаçе, республикăна кĕтсе илекен «тум» та тимлĕх ыйтать. Çавăнпа та Чăваш Енĕн çитĕнĕвĕсене ытти регионсем мĕнле курни çине паянхи ăстасен театр, музыка, ÿнер тата ытти искусство тĕсĕсем енĕпе тунă çитĕнĕвĕсем витĕм кÿреççĕ.
Министр культурăн хăйнеевĕрлĕхне те палăртнă: ăна валли бюджетран нумай укçа-тенкĕ каять, культура проекчĕсем валли урăх çĕртен укçа-тенкĕ питех килмест. «Çакна Раççейри пур регионта та курма пулать. Ман шутпа, бизнес-тытăмсемпе пĕрле пултаруллă, талантлă ачасене пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ фонд туса хурсан аван», – тенĕ вăл.
Çакăн пек тĕллевлĕ фондсем тĕнчере чылай çул каяллах ĕçе пикеннĕ. Раççейре вĕсем çинчен нумай пулмасть çеç калаçма пуçланă. Вĕренÿ сферинче бизнес-тытăмсемпе патшалăх килĕштерсе ĕçлемелли мелсем, сăмахран, компетенци центрĕсем, инноваци шкулĕсем, тунă пулсан, культурăра хальлĕхе ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем çеç тăваççĕ. Çав вăхăтрах шăпах укçа-тенкĕ çитменнине кура нумай ача-пăча искусство шкулĕсем, уйрăмах аякри ялсенче вырнаçнисем, пулас музыкантсене, юрăçсене, ÿнерçĕсене тĕрлĕ смотр-конкурссене, куравсене тата концертсене илсе çÿреймеççĕ.
Паян Раççейре регионсен социаллă тата экономика лару-тăрăвне пĕрпеклетме сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Шăпах çак политикăпа килĕшÿллĕн çак кунсенче РФ Правительстви Чăваш Ене социаллă сферăпа экономикăна аталантарма виçĕ миллиард тенкĕ уйăрса памалли çинчен калакан хушăва алă пуснă. Ку укçапа усă курнă чухне культура çинчен те манас марччĕ. Çакă тата та пĕлтерĕшлĕрех, мĕншĕн тесен, Роза Лизакова палăртнă тăрăх, паянхи кун культура сферине укçа-тенкĕ уйăрас енĕпе регионсенче лару-тăру пĕр пек мар. Сăмахран, кашни 1000 çын çине лекекен укçа-тенке пăхсан, Чăваш Енре çак кăтарту Пушкăртстан, Удмурт Республикисемпе, Карелипе танлаштарсан, 20-30 процент сахалрах.
Укçа-тенкĕ кашни отрасльшĕнех питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах та укçа вăл е ку проекта, аталану программине пурнăçа кĕртмелли инструмент çеç. Пур тĕллеве те шута илме ку енĕпе системăллă меслет кирлĕ. Çакăн çинчен республика ертÿçи Олег Николаев яланах аса илтерет. Çакна кура Роза Лизакова регионăн тата республикăри хуласен культура бренчĕсене тума сĕнни питĕ вырăнлă. Çав вăхăтрах регионăн социокультура, наци, культура, этнографи тата çут çанталăк уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Культура еткерлĕхĕн объекчĕсемпе кану вырăнĕсем çинчен те манмалла мар.
Ку енĕпе хăш-пĕр ĕçсем пурнăçланаççĕ те ĕнтĕ. Икĕ çул каялла Улатăра истори еткерлĕхĕн хули тесе брендлас ĕçе пикеннĕ. Пĕлтĕр Улатăр истори поселенийĕ статуса тивĕçнĕ. Ку хальлĕхе бренд мар-ха, çапах çак енĕпе тунă пĕрремĕш утăм.
Бренд – илемлĕ янăракан слоган е курăмлă логотип çеç мар. Вăл çынра тĕрлĕ ассоциативлă ăнланусем çуратать: курнине туйса илни, шухăш-кăмăл çине витĕм кÿни, хаклани. Çавăнпа та, министр палăртнă тăрăх, культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварасси, музейсен концепцине çĕнĕрен пăхса тухасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Чапаев ячĕллĕ музее çĕнĕ истори факчĕсене, Граждан вăрçине халĕ урăхларах хакланине шута илсе çĕнетмелле. Чăваш тĕррине наци бренчĕ пек аталантармалла. Паллă бренд çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, налуксен шайне ÿстерме, туристсене илĕртме пулăшĕ», – тенĕ вăл.
Роза Лизакова хуласемпе ял тăрăхĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ пĕтсе пынипе пăшăрханнине те пытарман. Енчен те унччен кашни ял, кашни хула хăйне евĕр архитектура сăн-сăпачĕллĕ пулнă пулсан, халĕ вĕсен историлле пайĕсенче нумай пĕр евĕр суту-илÿ центрĕсем, магазинсемпе кафесем хăпартнине кура, вĕсем пĕрпекленсе пыраççĕ, хăйсен историпе архитектура уйрăмлăхне çухатаççĕ.
Культура инфраструктурине аталантарасси çине те тимлĕх уйăрмалла: Оперăпа балет театрĕн çуртне тĕпрен юсамалла, истори архивĕн фонд хранилищине тумалла, пĕрремĕш чăваш космонавчĕн Андриян Николаевăн сад комплексне реконструкцилемелле, «Родина» кинотеатр пулнă çурта, Наци музейне тата ытти объектсене юсамалла.
«Роза Михайловна мĕншĕн реконструкцисемпе юсавсем çинчен калаçнине эпĕ ăнланатăп, – тенĕ Алла Леонидовна. – Эпир хатĕрлекен программа çине тĕллевсем витĕм кÿреççĕ: çамрăксене республикăрах хăвармалли, туризма аталантармалли… Çынсем хăйсем Чăваш Енре пурăннипе мăнаçланччăр. Пирĕн мĕн тунине тата мĕн валли тунине лайăх ăнланмалла».
Пайăр ыйтусем çинчен манмасăр чи кирлине палăртма пĕлни, пур майсене те тĕп ĕçсем çине яни – кашни программăнах пурнăçа кĕртме кирлĕ енсем. Çакăн çинчен тĕрлĕ канашлусенче Олег Николаев пĕрре мар каланă. Çавăнпа та Алла Салаева программăна пурнăçлама пайăр тĕллевсем палăртнине вăл ырласа йышăннă.
«Культура», «Творчествăлла çынсем», «Цифрăллă культура» наци проекчĕсене пĕр программăна кĕртни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă çынсен пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кÿретех. Чăннипе калаçу туртăм точкисем – библиотекăсем, театрсем, музейсем – çинчен пырать. Шăпах вĕсем тавра хăтлă хутлăх йĕркеленет. Çапла тусан çеç эпир тĕллевсене пурнăçлама пултарăпăр. Ун чухне çынсем: «Эпир Чăваш Енре пурăнасшăн. Кунта хăтлă, экологи енчен таса», – тесе калĕç», – пĕлтернĕ Алла Леонидовна.
Вăл палăртнă тăрăх, хула агломерацийĕсен пĕлтерĕшĕ майĕпен чакса пырать. Уйрăмах çакă коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче палăрнă. Çавна май Чăваш Ен пек регионсен пурăнма хăтлă регион пулса тăма пур майсем те пур. Анчах та культура, паллă пулăмсем, пахалăхлă библиотекăсем, театрсем, музейсем пулмасан, ăс-тăн чухăнлăхĕ çеç пулсан çак майсемпе те усă курмасăр юлма пулать.
Алексей КРЯЖИНОВ.