Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле

Хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле

Ĕнер районта террора хирĕçле комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев сăмах илнĕ, вăл кулленхи пурнăçра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, террорла актсенчен асăрханас тата вĕсене сирсе ярас енĕпе пурнăçланакан ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Умра – сасăлав кунĕсем. Çавна май çак тапхăрта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва та çĕкленĕ полици сотрудникĕ.

Террора хирĕçле комиссин секретарĕ Виталий Рыбкин районти предприятисемпе организацисене, вĕренÿ объекчĕсене, халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсене хÿтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă ятарлă план мĕнле пурнăçланни пирки каласа кăтартнă.

Ларура террора хирĕçле темăпа çыхăннă ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code