Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерÿ парачĕ

Çĕнтерÿ парачĕ

Раççей халăхĕ, çавăн пекех СНГ йышне кĕрекен патшалăхсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турĕç. Коронавируса пула кăçал Çĕнтерÿ парадне ыран, июнĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре, ирттерме палăртнă. Парада тивĕçлĕ ирттерессинче иккĕленÿ çук. Çапах та мана пĕр шухăш канăç памасть – маларах йăлана кĕнĕ пек парад вăхăтĕнче мĕншĕн Ленин мавзолейне декораципе çынсем курмалла мар хупласа хураççĕ?

Историрен çакă паллă. Шăпах 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Ленин мавзолейĕн трибуни çинче ВКП/б/ Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарĕ, Патшалăх оборона комитечĕн председателĕ – СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Верховнăй Главнокомандующийĕ И.В.Сталин фронта тухса каякан çар ушкăнĕсем умĕнче сăмах каланă. Вĕсене 7-мĕш ноябрь уявĕ ячĕпе саламланă май нимĕç çарĕсене çĕмĕрсе тăкма, Мускава упраса хăварма чĕнсе каланă. Ун хыççăн фронта тухса каякан çар подразделенийĕсен колоннисем Ленин мавзолейĕ умĕпе иртнĕ.

Вăл вăхăтра нимĕç фашисчĕсен çарĕсем Мускава илме талпăннă, çапăçăва çĕнĕрен те çĕнĕ çар чаçĕсем кĕртсе пынă. Фашист Хĕрлĕ тÿремре хăйĕн парадне ирттерме палăртнă. Çапла, ноябрĕн 7-мĕшĕнче парад иртнĕ. Хĕрлĕ çар парачĕ. 1941 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче нимĕç çарĕсен малалла кайма вăйĕ пĕтнине пĕлсе тăрса пирĕн командовани Мускав патĕнче контрнаступлени пуçланă. Çак çапăçусен вăхăтĕнче тăшман 500 пин салтакĕпе офицерне çухатнă, пирĕн çарсем унăн 1300 танкне, 2500 хĕç-пăшалне тĕп тунă. Германи çарĕсем иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа пĕрремĕш хут хăйсем хавшанине туйнă. Сталинград патĕнче пирĕн çарсем хупăрласа çĕмĕрсе тăкни те тăшмана вăйсăрлатнă. Çăмăл мар пулсан та пирĕн халăхăмăр мĕн пур вăя пухса, утăм хыççăн утăм хыçа хăварса, пĕр çĕнтерÿ хыççăн тепĕр çĕнтерÿпе палăрса çĕршыва фашистран тасатнă – Берлина çитнĕ. 1945 çулхи майăн 8-мĕшĕнче нимĕç çарĕсен аслă командованийĕ Капитуляци акчĕ çине алă пуснă. Çапла вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ. Майăн 9-мĕшне Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тесе паллă тума йышăннă.

1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ тÿремре пуçласа Çĕнтерÿ парачĕ пулса иртнĕ. Кашни фронтран килнĕ пĕрлештерсе тунă полксем стройпа иртнĕ. Трибуна çинче ытти çĕршывсен ертÿçисемпе пĕрле Совет Союзĕн генералиссимусĕ И.В.Сталин тăнă. Çĕнтерÿ парачĕн командующийĕ К.К.Рокосовский пулнă, парада Г.К.Жуков маршал йышăннă. Парад колоннисем мавзолей умĕпе иртсе нимĕçсен 200 ялавне пăрахса хăварнă. Çакă çĕнтерÿçĕ халăхшăн тĕлĕнмелле пысăк паллă пулнă.

Çак Аслă Çĕнтерĕве совет халăхĕ тунă тетпĕр пулсан, кунта патшалăха ертсе пыракансен тÿпи пысăк пулнине палăртса хăвармалла. Вăрçăн малтанхи кунĕсенченех ВКП/б/ Тĕп Комитечĕ Пĕтĕм совет халăхне, пĕтĕм парти, совет, профсоюз, комсомол, пионер организацийĕсене ку тапхăрти пурнăçа тата ĕçе вăрçă ĕçне пăхăнтарса ĕçлесе пыма, оккупаци вырăнĕсенче партизан отрячĕсем йĕркелесе тăшмана хирĕç çĕкленме çине-çине чĕнсе каланă. 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче ВКП/б/ Тĕп Комитечĕн, СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн, Совнаркомăн пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта вăрçă вăхăтĕнчи лару-тăрура пĕтĕм ыйтусене çийĕнчех татса пама пултаракан чрезвычайлă орган – ГКО /Государственный комитет обороны/ туса хунă. Унăн председателĕ пулма И.В.Сталина çирĕплетнĕ. ГКО патшалăхри влаçа хăй аллине илнĕ, вăрçă вăхăтĕнче сиксе тухакан пĕтĕм ыйтăва тишкерсе çийĕнчех татса пама пултарнă. Тĕп командованин ставкин йышне И.В.Сталин, С.К.Тимошенко, В.М.Молотов, С.М.Буденный, К.Е.Ворошилов, Н.Г.Кузнецов, Г.К.Жуков кĕнĕ. Ставкăн ĕç тăвакан органĕ Генеральнăй штаб пулнă. Ставкăна каярах «ставки Верховного главнокомандования» тесе калама пуçланă.

1941 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче çапăçури çарсемпе çывăхрах пулса ертсе пыма Çурçĕр Хĕвел анăç, Хĕвел анăç, Кăнтăр Хĕвел анăç тĕп командованисем туса хунă.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ Хĕрлĕ çарти комиссарсен институтне туса хурасси пирки Указ кăларнă. Коммунистсен партийĕ тата Совет Правительстви ытти патшалăхсемпе Германие хирĕç çапăçма союзниксем тупасси пирки çине тăрса ĕçленĕ. 1941 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен Мускавра пулса иртнĕ конференцинче СССР, Великобритани, АПШ представителĕсем пулнă. Великобританипе АПШ Совет Союзне хĕç-пăшалпа, техникăпа тата материалсемпе пулăшма тытăнас енĕпе йышăну тунă. Ку вăл питĕ пысăк дипломати çитĕнĕвĕ пулнă. Малашне Совет Союзĕ Германипе унăн союзникĕсене хирĕç пĕччен мар, Великобританипе тата АПШпа пĕрле кĕрешме тытăнасси паллă пулнă.

Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси.

Сăн ÿкерчĕкре: 1945 çулхи Аслă Çĕнтерÿ парачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code