Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Елчĕкри тĕп больницăра ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ пысăк ят-сума тивĕçнине палăртма та кăмăллă.
Вĕсем: тĕп тухтăр Надежда Уркова, тĕп тухтăр çумĕ Галина Уфукова, поликлиника заведующийĕ Людмила Капламова /«Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе – 100 çул» юбилей медалĕ/, Владимир Катайкин хирург-эндоскопист /Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ/, Алина Васильева тухтăр-терапевт, реанимаци уйрăмĕн медсестри Роза Долгова /Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамоти/.