Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшуллисене – грант

Тăрăшуллисене – грант

«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, уйрăм предпринимательсен пуçарулăхне кăтартма май тăвасси» регион проекчĕ 2019 çултанпа пурнăçа кĕрет. Çапла майпа 2024 çул тĕлне 1350 çынна ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъектне явăçтарма май пулмалла.

Статистика палăртнă тăрăх, республикăра халĕ 222,7 пин хушма хуçалăх шутланать. Вĕсем хăйсен çĕр лаптăкĕсенче апат-çимĕçе хăйсем валли çеç мар, сутмалăх та туса илеççĕ. Регион проекчĕ пурнăçа кĕнĕ май ял çыннисен пĕр пайне кооператив юхăмне явăçтарасси тата малашлăхра пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли условисем туса парасси тĕп тĕллев пулса тăрать.

«Фермер ĕçне пуçăнакан» гранта кăçал 21 çын тата 4 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарма патшалăх пулăшăвне ытларах тивĕçнисем Патăрьел, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк районĕсенчен.

«Агростартап» гранта тивĕçме вара 83 çынран заявка йышăннă. Вĕсенчен 11-шĕ çĕнтернĕ, иртнĕ çул çак пулăшăва 25 çын илнĕ. Сăмах май, асăннă программа иртнĕ çултан пурнăçа кĕнĕ. Унпа хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем анчах мар, РФ гражданĕсем те усă курма пултараççĕ. «Агростартап» программа валли республика бюджетĕнчен пĕтĕмĕшле 45 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Конкурсантсенчен ытларах пайĕ тĕрлĕ культура çитĕнтерессипе ĕçлесе палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code