Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав умĕнхи марафон. Финиша кам çитĕ?

Суйлав умĕнхи марафон. Финиша кам çитĕ?

Пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: Чăваш Енре пурăнакан чылай çын хăйсен хулинче е районĕнче пĕр уйăха яхăн тенĕ пекех питĕ пĕлтерĕшлĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн вырăнĕшĕн суйлав кампанийĕ çине витĕм кÿрекен, çавăн пекех республикăн политика тата общество пурнăçĕ çине витĕм кÿрекен тапхăр пынине пĕлнĕ. Сăмах кандидатсем муниципаллă фильтр витĕр тухассин шайĕнче коммуникаци площадкисем ĕçлени пирки пырать.

«О выборах Главы Чувашской Республики» Саккунра муниципаллă фильтр процедури пирки тĕплĕн çырса панă. Кандидата политика партийĕ е вăл хăйĕн кандидатурине хăй сĕннĕ пулсан та, ăна муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи депутатсен йышĕн 7 процентĕнчен сахал мар депутат ырлани кирлĕ. Çавсен шутĕнчен вара район е хула Пухăвĕн депутачĕсем 10 процентран сахал мар пулмалла. Ку кăна та мар. Кандидата çапла майпа Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тăватă пайĕнчен сахалтан та виççĕшĕнче ырлани кирлĕ. Çак процедурăна условлă майпа муниципаллă фильтр тесе каланă.

Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссине документсем тăратнă 12 кандидатран коммуникаци площадкисен ĕçне яланах вăтамран 6 кандидат хутшăннă: парти представителĕсем тăваттăн тата харпăр хăйне сĕннисем иккĕн. Ĕçĕ вара акă мĕнре: Чăваш Ен Пуçлăхне суйлассин саккунĕнче муниципаллă фильтр витĕр тухмаллине обязательнăй процедура тенĕ пулсан та, кандидат çак коммуникаци площадкисен ĕçне хутшăнмасан та пултарать. Претендент муниципалитет депутачĕсемпе тĕл пулмалли е тĕл пулмалла марри пирки хăй тĕллĕн йышăну тăвать. Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕнче ăнлантарнă тăрăх, çав коммуникаци площадкисем хушма пулăшу мери вырăнне кăна. Вĕсенче кандидатăн депутатсене хăйĕн программипе, гражданла позицийĕпе тата политика шухăшĕсемпе паллаштарма май пур. Çав вăхăтрах Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев иртнĕ çур çулта хăйĕн ĕçĕнче уççăнлăха тата демократилĕхе мала хунăран, республикăра пурăнакансем, каламасăрах паллă – муниципалитетсенчи депутатсем те, ăна лайăх пĕлме тата вăл республика экономикине кризисран кăларас тĕллевпе çĕнĕлле вăй хунине тивĕçлипе хаклама пултарчĕç ĕнтĕ. Ытти претендентăн вара муниципалитетсен депутачĕсем вĕсене паллаччăр тата ырлаччăр тесе кĕрешме тиврĕ. Çавăнпа вĕсем халăх умĕнче хăйсене лайăх енĕпе кăтартма тăрăшрĕç.

Пуçламăшĕнчех кандидатсем хăйсене мĕнле тытассин çул-йĕрĕ палăрчĕ, ăна вĕсем пур 24 коммуникаци площадкинче те тытса пыма тăрăшрĕç. Çапла пур кандидат та тенĕ пекех хăш-пĕр йышăнăва тăвассинче муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсен тата муниципалитетсен рольне ÿстерессишĕн пулнине пĕлтерчĕç. Чăваш Енре «район тата хула Пухăвĕсен депутачĕсен ĕç укçине ÿстермеллисĕр, çавăн пекех вĕсен полномочисене анлăлатмасăр» урăх тата çивĕчрех ыйту çук тесе шутлама та пулать. Çакăн пек, уйрăммăн илсен, Патшалăх Канашĕн хальхи депутачĕсем Александр Андреев /КПРФ/ тата Константин Степанов /ЛДПР/ Çĕмĕрлере иртнĕ тĕл пулура каларĕç.

Хăйĕн кандидатурине хăй сĕннисен йышĕнчи чи палăракан представительсенчен пĕри – Андрей Ильдеменов предприниматель вăйă правилине пăхăнса пыма тăрăшрĕ. Унăн козырь картти Чăваш Ене инвестицисем явăçтарасси пулса тăчĕ. Мĕнех, тема питĕ кăсăклă та çивĕч. Анчах та шайлашу çук: Олег Николаева ЧР Пуçлăхăн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама шаннă хыççăн, чи пĕлтерĕшли вара – Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе никĕсленсе, правительство çак проблемăна татса парассипе тĕплĕн ĕçлеме пуçларĕ. Кун çумне нимĕн те хушма çук пек. Çапах та пур иккен. Çапла кашни коммуникаци площадкинчех Андрей Ильдеменов хăйне Чăваш Ен Пуçлăхне суйласан вăл хăй çине республикăра, уйрăммăн илсен, Çĕрпÿре 360 миллиард тенкĕ тăракан хальхи вăхăтри нефть тирпейлекен завод тăвас обязательствăна илессине каларĕ. Нимĕн калама та çук, лайăх пуçару, ăна ырламалла кăна. Çапах та акă мĕнле фишка: инвесторсем укçана кандидат хăй шантарнипе кăна хывма хатĕр, тепĕр майлă каласан, Андрей Ильдеменов суйлавра çĕнтереймесен Çĕрпÿ нихăçан та Дубайпа танлашаймĕ.

Ытти претендентсем калаçни те нюанссăр пулмарĕ, хăйне хăй сĕннĕ Юрий Шакеев блогерсăр пуçне. Унăн пĕр рецепт: «Тытмалла та кăларса ямалла!».

Коммуникаци площадкисен хăйне евĕрлĕхне те палăртмасăр иртме çук. Унчченхи вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхне суйлассипе иртекен кампанисем мĕнле пулнине пурте лайăх астăваççĕ. Ку çеç мар, килĕшмен кандидатсене малтанхи тапхăрсенчех айккинелле сирме тăрăшатчĕç, официаллă регистраци хыççăн та вĕсене суйлавçăсемпе тĕл пулма май паман. Малтанхи суйлав кампанийĕсемпе танлаштарсан, хальхи унччен пулман уççăнлăх шайĕпе тата кандидатсене пĕр тан права туса панипе палăрса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак кунсенче «Чувашия» патшалăх телерадиокомпани корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май, Олег Николаев кун пек коммуникаци площадкисене ĕçлеттерни пирĕн патра кăна пуррине, Раççейре пĕрремĕш хут пулнине тата çавна май ытти регионсен ертÿçисем те Чăваш Республикин опычĕпе кăсăкланма тытăнни пирки пĕлтернĕ.

…Суйлав умĕнхи кампанин пĕрремĕш тапхăрĕ хыçа юлчĕ теме те пулать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн эксперт канашĕн тата çав вăхăтрах Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев каланă пек, вăл коммуникаци площадкисен ĕçне йĕркелесе пынă, пулса иртнĕ мероприятисем суйлавçăсемпе ирттернĕ тĕл пулусем мар. Муниципаллă фильтр витĕр ăнăçлă тухсан хăйĕн кандидатурине хăйсем сĕннисен тепĕр тапхăр витĕр тухмалла – вăл е ку кандидата ырласа алă пуснине пухасси. Политика партийĕсен представителĕсене кăна çакăнтан хăтарнă. Çапах та ку та вĕсене лăпкă пурнăç пуласса пĕлтермест – пĕтĕм кĕрешÿ малта.

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code