Анастасия Сидорова 1 класран пуçласа 9-мĕшĕччен Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăс пухнă. 10-11 классене Елчĕк шкулне вĕренме килнĕ. Халĕ вăл пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче чăваш филологи уйрăмĕнче анлăлатать.
Настя мĕн пĕчĕкренех филолог пулас тесе ĕмĕтленнĕ. Професси суйласа илме вăхăт çитсен те унăн шухăшĕ улшăнман. Çак енĕпех çул тытнă. Пике хăйне чăн-чăн чăваш патриочĕ тесе шутлать, тăван чĕлхене питĕ юратать. «Чăваш пулнишĕн мухтанатăп, малалла та чăвашлăха çÿлелле çĕклес килет», – шухăшне пĕлтерчĕ хĕр.
Ÿссе çитсе пынă май Настя пултарулăх çулĕ çине тăрать. Ача садне çÿренĕ чухнех тĕрлĕ конкурссене хутшăннăскер, юрланă, ташланă, сăвăсем каланă. Шкул вăхăтĕнче вара конкурссене тата та ытларах хутшăнма пуçланă. Шкулти пĕр мероприяти те унсăрăн иртмен. Пултарулăхра хăйне тÿпери кайăк пек туйни çинчен уççăнах пĕлтерчĕ вăл.
Настя 7 класра вĕреннĕ чухне сăвăсем шăрçалама пуçланă. Чи пĕрремĕшне вăрçă çинчен çырнă. Вырăс литератури учителĕ сăвă çырса пăхма хушнă вĕсене. Килне çитсен, алла хутпа авторучка тытсан, Настьăн сăвă йĕркисем пĕрин хыççăн тепри юхма пуçланă. Пĕрремĕш сăвă, иккĕмĕш, виççĕмĕш… Çак самантран сăвă çырасси чун туртăмĕ пулнине туйса илнĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн поэзинче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пуçланă. Вăл район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче мала тухнă.
Настьăн юратнă писателĕсем – Геннадий Айхи тата Константин Иванов. Уйрăмах пике «Нарспи» поэмăна килĕштерет. Паллă поэтсен хайлавĕсене вуласа Настя кашнийĕнчех хавхаланать, малалла та сăвăсем çырма вăй тупать. Тантăшăн пĕр сăввипе паллаштаратăп.
Мускав вутра. Инкек çумра –
Çĕршыв чĕри хăрушлăхра.
Атте фронтра, анне хирте,
Лармасть пĕр çын та халь килте.
Çынсем, ав, ир пуçласа каçчен ĕçлеççĕ,
Тăрантармалла-çке харпăр хăйĕн çемйине.
Ним айăпсăр ачасем те хур кураççĕ,
Никам та пĕлмест-çке кама мĕн пÿрнине.
Аманнă салтаксем таврăнаççĕ фронтран,
Куçсем шывланаççĕ вĕсем çине пăхсан.
Пĕрин çук алли, теприн вара – ури,
Анчах та мĕн тăвăн, çапла вĕсен шăпи…
Кашни килтех ырă хыпар кĕтеççĕ,
Çухатмасть никам та шанăçа,
Мĕн пуррине фронта, ав, ăсатаççĕ,
Шанаççĕ пурте тăнăç пурнăçа.
«Асран тухмаççĕ вăрçă çулĕсем…» –
Аса илет шур çÿçлĕ асатте.
Шав йĕпенеççĕ унăн куçĕсем,
Ăна курсан макратăп эпĕ те.
Çакăн пек ĕмĕтсем яланах ман пуçра –
Хаяр, хăрушă вăрçă тăтăр аякра.
Хаваслă кăмăлпа вăранар кашни ир,
Таврара хуçалантăр ялан çутă мир!
Ирина ПЕТРОВА,
ЧПУ студентки.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Сидорова юлташĕсем /В.Московцев тата Г.Смирнов/ хушшинче.