Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Тăван юрă» преми

«Тăван юрă» преми

Чăваш наци телерадиокомпанийĕ «Тăван радио» йĕркеленнĕренпе 5 çул çитнине халалласа пуçласа «Тăван юрă» музыка премийĕ йĕркеленĕ.

Унта 18 çултан аслăрах вырăс тата чăваш юрăçисем хутшăнма пултараççĕ. 10 номинацинче чи лайăх юрăçсене, сăмах авторĕсене, музыкантсене, ушкăнсене, дуэтсене палăртаççĕ.

Чи пĕлтерĕшлĕ, кĕтмен номинацисенчен пĕри – «Çĕнĕ ят». Унта музыка çулĕ çине тăнă артистсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурсра кăçал çыртарнă юрăсемпе çеç хутшăнмалла. Текст, аранжировка лайăх пулнине те шута илĕç. Ĕçсене «Тăван радио» редакцине /Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт/ илсе çитермелле е tavanradio@mail.ru электрон почтăпа ноябрĕн 1-мĕшĕччен ярса памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code