Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси – тĕп тивĕç

Халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси – тĕп тивĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районне ĕçлĕ тĕл пулупа килсе çитнин хăш-пĕр саманчĕсем çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче чарăнса тăнăччĕ. Халĕ – малалли.

Коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта хăрушсăрлăх йĕркисене шута хурса тĕл пулусенче халăха нумаййăн пухма тăрăшман. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнче 2020-2025 çулсенче муниципалитет пĕрлĕхĕн аталанăвĕн планне сÿтсе явас енĕпе ирттернĕ канашлу ĕçне те çынсене шутласа çеç явăçтарнă: Олег Николаевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Олег Моляков, патшалăх техника асăрхавĕн республикăри инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Петр Красновпа Юрий Попов, Елчĕк район тата администраци пуçлăхĕсем – Ираида Васильевăпа Николай Миллин тата журналистсем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин малашлăхри 5 çул хушшинчи тапхăрта асăннă программăпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнче ĕçе кĕртме палăртакан инфратытăм çул-йĕрĕн 38 проектне тата коммерциллĕ 7 проекта пурнăçлама тĕллев йышăннине палăртрĕ. Çав шутран 5 проекта /171,5 миллион тенкĕлĕх/ ял хуçалăхĕнче ĕçе кĕртмелле. Ку чухне туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене вырăнта ĕçлесе хатĕрлеме майсем, хушма ĕç вырăнĕсем уçăлĕç. Олег Николаев та çаплах шутлать: Елчĕк районĕ ял хуçалăх продукчĕсене туса илессипе республикăра малтисен ретĕнче. Апла пулсан, АПК отраслĕнче кăсăклă коммерци проекчĕсене пурнăçласси çине тимлĕх уйăрмалла.

Районта кăçалах карбоксиметилцеллюлоза туса кăларакан цех тума тытăнмалла – 70 çын валли ĕç вырăнĕ тупăнĕ. Çак ĕçе Хусанти инвесторсене шанса панă. Çитес çул кукуруза крахмалĕ хатĕрлекен производствăна ĕçе ярассине те вĕсем хăйсем çине илеççĕ.

Автомобиль çулĕсен пахалăхĕ, вĕсене кирлĕ шайра тытса тăрасси пирки те шутламалла. Хальхи вăхăтра та ку енĕпе, пурĕ 80 миллион тенкĕлĕх, 8 проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Программăра шкулсемпе культура учрежденийĕсен, сывлăх сыхлавĕн çурчĕсене юсасси те тĕп вырăнта. Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе 11 шыв башнине /9-шне – кăçал/ тĕпрен юсама палăртнă.

Олег Николаев Елчĕк шкулĕ çывăхĕнче тума пуçланă стадионра пулса курчĕ. Проектпа килĕшÿллĕн, унта пысăк хоккей лапамĕ пулмалла. Футбол вăййине кăмăллакансем çинчен те манса кайман – ятарлă площадка пулать. Унсăр пуçне, 400 метрлă дистанцие чупмалли 4 çул, инçĕшне сикмелли вырăн… Вĕсем те кăçалах хута каймалла.

Олег Николаев район центрĕнчи «Хăтлă хула» программăпа пурнăçланă культурăпа кану паркне те çитсе курчĕ, район пурнăçне хастар хутшăнакан ĕçченсен ушкăнне савăнăçлă лару-тăрура патшалăх наградисемпе чысларĕ.

ХАКЛАВ

Юрий ПОПОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

– Манăн Елчĕк енĕм сывă пурнăç йĕркине кăмăллать. Кунта хальхи вăхăт ыйтакан хăтлă стадионсем пулма кирлех тесе шутлатăп. Елчĕк районĕ малашне те Ардалион Игнатьев, Владимир Андреев пек Олимп паттăрĕсене çитĕнтерессе шансах тăратпăр..

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code