Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăк-кĕшĕк грипĕ алхасать. Тимлĕ пулар! Асăрхануллă пулар!

Кайăк-кĕшĕк грипĕ алхасать. Тимлĕ пулар! Асăрхануллă пулар!

Елчĕк районĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен район администрацийĕ çумĕнчи комиссин черетсĕр ларăвне кĕçнерникун васкавлăн ирттернин тĕп сăлтавĕ — районта кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртни. Паянхи кун çак пулăм Республика Правительстви шайĕнчи çивĕч ыйту пулса тăчĕ.

Лару ĕçне хутшăннă Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин аслă патшалăх инспекторĕ Гемелл Степанов çынна та ерме пултаракан çак хăрушă чире лаборатори тĕрĕслевĕ çирĕплетнине, ăна Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк районĕсенче пĕр харăсах тупса палăртни çинчен пĕлтерсен уяр кунра аçа çапнă пекех туйăнчĕ — чуна сисчĕвлентерчĕ.

Елчĕк ялĕнче уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан пĕр çыннăн пысăк инкекĕнчен районта пурăнакансене пурне те асăрхаттарас, чир малалла сарăлассине чарса лартас, çынсем кайăк-кĕшĕк грипĕпе сиенленесрен сыхланса инкек пулнă территорие çийĕнчех карантина хупнă. Районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Ирина Николаева палăртнă тăрăх халĕ кунта контрольпе пропуск пунктне туса хунă, унта талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Территорие пырса кĕмелли вырăнсене дезбарьерсем вырнаçтарнă. Апла пулин те инкеке сирсе ярассипе палăртакан малашнехи мероприятисене пĕрлехи вăйпа — пĕр-пĕрне шанса тата ăнланса пурнăçланинчен те нумай килет. Комисси ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый та çакăн пирки хытарсах каларĕ: сиенлĕхĕпе тĕрлĕрен пулма пултаракан вируссем пуçарса яракан, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă хăрушă чире районта малалла сарăлассине чарса лартас, кайăк-кĕшĕк грипĕ çынсене те ерме пултарасран асăрханса ветеринари специалисчĕсемпе пĕрле медицина ĕçченĕсем, килте кайăк-кĕшĕк усракансем пурте пĕр шухăшлă пулса чăх-чĕпе, хур-кăвакала хупса усрамалли майсене туса парассипе ĕçлемелле. Леонард Васильевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăхпа тĕл пулса ăнлантару ĕçĕсене ирттерессишĕн хăйсем çине яваплăх илме ыйтнине те тивĕçлипе йышăнмаллах. Мĕншĕн тесен çак лару-тăрура тимлĕхпе асăрханулăха чи малти вырăна хумалла. Ун чухне тин чире малалла аталанасран чарса лартма шанăç пулĕ. Çак тĕллеве тĕпе хурса ветеринари специалисчĕсем вăхăта ырана хăвармасăр — паянах уйрăм хушма хуçалăхсенчи пур пек чăх-чĕпе, хур-кăвакала шута илесси çинчен пĕлтереççĕ. Малтанласах çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелесси — тĕрĕс информаци пухасси кайăк-кĕшĕк хуçисенчен нумай килет. Улталани — кайăк-кĕшĕк хисепĕ пирки тĕрĕссине палăртманни чире малалла аталанма май туса панипе пĕрех пулĕ. Çынсем сас-хурана ĕненеççĕ, кайăк-кĕшĕке туртса илеççĕ, имĕш. Çук, чирлĕ чăх-чĕпе анчах утилизацилеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсене çирĕп шута илмелле. Ветеринарсем ялсенче пурăнакансенчен çакăн пирки те çирĕп ыйтаççĕ: вилнĕ пĕр пуç чăх-чĕп, хур-кăвакал пирки те çийĕнчех — кирек хăш вăхăтра районти ветеринари станцине — 2-56-42, 2-55-32 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Чăх-чĕп мĕн сăлтава пула вилнине тĕпчесе пĕлмелле. Вилнĕ кайăк-кĕшĕк пирки пĕлтермесĕр ăна ытти çынсенчен вăрттăн ăçта та пулин пытарса хуни е çырма-çатра таврашне пăрахни вара — ăссăрлăх, пĕлсе тăнă çĕрте чире малалла аталанма май туса панипех танлашать.

Килти чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсем чирленине хамăр та тĕшмĕртме пултаратпăр. Чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунранах куç умне тухаççĕ. Вĕсем апат çиме пăрахаççĕ, пуçĕсене усаççĕ, урисем, хырăм айĕсем, киккирикĕсем хуралаççĕ, сăмсисенчен шĕвек юхать, куçĕсем пÿрленеççĕ, куç хупанкисем çыпăçса ларма та пултараççĕ, хурсемпе кăвакалсем шывра ункă евĕр çаврăнаççĕ.

Хăрушă чиртен сыхланасси чăх-чĕп, хур-кăвакал усракансенчен хăйсенчен те нумай килет. Халĕ уйрăмах, вĕсене сарайсенче е ятарласа тунă пÿлĕмсенче хупса усрамалла. Тĕрлĕ вĕçен кайăк витесене вĕçсе кĕресрен асăрханса алăксене сеткăпа кармалла, вĕсене паракан апата та шыв кĕмен савăтсемпе хупламалла. Мĕншĕн тесен кайăк-кĕшĕк грипĕ чирлесе ирттернĕ вĕçен кайăксем вараланă сывлăш, шыв, апат е вĕсен каяшĕсем урлă лекни паллă. Грипп вирусĕ çынна чирленĕ е вилнĕ кайăк-кĕшĕкрен, вĕсен каяшĕпе вараланнă тăпраран, лайăх пиçсе çитмен ашран, çăмартаран, таса мар сывлăшран ерме пултарать.

Районта пурăнакансен чăх-чĕп туянасси пирки те вăхăтлăха манса каймалла, вĕсене пасарта сутма та вуçех чарнă.

Хальхи вăхăтра медицина ĕçченĕсем ялсене тухса çÿреççĕ, кайăк-кĕшĕк усракансен сывлăхĕсене тĕрĕслеççĕ, профилактика мероприятийĕсене палăртаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code