Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телемедицина ĕçе кĕрет

Телемедицина ĕçе кĕрет

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра ытларах та ытларах телемедицинăпа усă кураççĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Патшалăхăн сывлăх сыхлавĕнчи пĕрлехи информаци тытăмĕн никĕсĕ çинче пĕрлехи цифра контурне туса хурасси» регион проектне пурнăçа кĕртни çак мелпе ĕçлеме май парать. 2019 çулта «Телемедицина консультацийĕсем» тытăма республикăри медицинăн информаци тытăмĕпе интеграциленĕ. Çавна май халĕ тухтăрсем тĕрĕсрех диагноз лартас, сиплеве улшăнусем кĕртес тесе пĕр-пĕринпе инçет мелĕпе çыхăнса канашлаççĕ. Районсенчи тата хуласенчи тĕп больницăсем районсен хушшинчи медицина центрĕсемпе, вĕсем вара республикăри учрежденисемпе çыхăнаççĕ. Республика больницисен шайĕнче «Онкологи», «Кардиологи», «Хирурги», «Педиатри» клиника профилĕсемпе телемедицина центрĕсем йĕркеленĕ. Районсен хушшинчи, районсенчи тата хуласенчи тĕп больницăсенче телемедицина пункчĕсем туса хунă.

Республикăри медицина организацийĕсем федерацин телемедицина тытăмĕпе те çыхăннă. Çавăнпах Чăваш Енри клиникăсем наци медицина тĕпчев центрĕсемпе телеконсультацисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри клиника онкологи диспансерĕ Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕпе çыхăнать. Республикăри клиника больници А.В.Вишневский ячĕллĕ, çавăн пекех В.И.Шумаков академик ячĕллĕ трансплантологипе искусствăллă органсен наци медицина тĕпчев центрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

«Телемедицина консультацийĕсем тĕпрен илсен «врач-врач» форматпа иртеççĕ. Вĕсемпе усă курас тесе çырнă заявкăсен шучĕ ÿссех пырать. Республикăри клиника больници кăçал 2300 заявкăна пурнăçланă», – тесе пĕлтернĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code