Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тĕнче ырлăхĕ халĕ»

«Тĕнче ырлăхĕ халĕ»

Пурнăç кустăрми çаврăнать те çаврăнать… Елчĕкри Первомайски урамĕнче пурăнакан Лидия Ишмуратова çул хыççăн çул хушса çу уйăхĕнче тăхăр теçеткене хыçа хăварнине сиссе те юлайман.

Иртнĕ çул сывлăхĕ аванах хавшанăран Лидия Матвеевна урама тухсах çÿреймен. Кăçал вара туя тытса хапха умĕнчи сак çине тухса ларакан пулнă. Вăхăтĕнче вăр-варлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнăскер инçех мар вырнаçнă тăванĕсем патне те утса кайса килме тăрăшать. Тăтăшах ларас е выртас килмест унăн, урисем ан хытчăр тесе тимлет.

– Ачасем лайăх пăхаççĕ. Вĕсен ăшă сăмахĕ, пулăшăвĕ ватлăхра çав тери кирлĕ иккен, – тет Лидя аппа.

Хытă чирленĕ хыççăн ачисем амăшне пĕччен хăвармаççĕ. Ира хĕрĕпе Витя ывăлĕ тăтăшах юнашар. Вĕсем ерçеймен чухне Толя кĕрĕвĕ часах чупса çитет.

– Халĕ ĕнтĕ мана апат та пĕçерттермеççĕ. Килти, пахчари мĕнпур ĕçе хăйсем çине илнĕ, – пĕлтерет ĕçсĕр ларма хăнăхман хĕрарăм.

Пилĕк пĕртăванран иккĕшĕ кăна тăрса юлсан амăшĕн чĕри сÿлетсе ыратнă. Хуйхă-суйха пулах чир-чĕрĕ те пăрăнса иртеймен-тĕр. Çамрăклах çĕре кĕнĕ ывăлĕсене аса илнĕ май Лидия Матвеевна куççулĕсене тытса чараймасть, тутăр вĕçĕпе шăла-шăла илет. «Хăй пилленĕ ачисене амăшĕн çĕре чикмелле ан пултăрах», – тет вăл.

Хăйĕнне кăна мар, çын хуйхине те чĕре патне йышăнать ăшпиллĕ хĕрарăм. Ыттисен савăнăç-телейĕпе вара чун-чĕререн хавхаланать.

Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă хĕрарăм хăй те çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Кĕçĕнни тăхăр уйăхра çеç пулнă ун чухне. Шăлне çыртнă та малалла талпăннă, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çирĕп воспитани парас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр районти çыхăну уйрăмĕнче тăрăшнă. Çулсем иртнĕ май ачисем кашнийĕшĕ çемье çавăрнă, амăшĕн ăшă йăвинчен вĕçсе тухса кайнă.

Сак çинче пĕччен ларнă чухне çамрăклăх куç умне тухса тăрать Лидиян. Çăмăл мар пулнă пулсан та пурнăçа юратнă, малашлăха шаннă. Сакăр класс пĕтернĕ хĕр ачан сăпайлăхĕпе харсăрлăхне, çепĕç калаçăвне почтăра вăй хуракан кÿршĕ-аршисем те асăрханă. Правурскере хăйсем патĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансем кирлине пĕлтернĕ.

– Хальхи пек диплом ыйтман пиртен. Ĕçле-ĕçле тарăн та пуян опыт пухса пынă. Клиентсемпе ĕçлемелле пулнипе почта йĕркисене çирĕп вĕрентетчĕç. Шкул ачисене парта хушшине лартса пĕлÿ панă пекех ăс панă пире. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пекех, должноçсене ÿстерсех пыратчĕç, – аса илет 43 çул çыхăну отраслĕнче тăрăшнă Лидия Ишмуратова.

Почтальонра, сортировкăра, посылка, хаклă çырусене янă, контрольлекен операторта тăрăшнă хастар хĕрарăм. Хăй вăхăтĕнче 13 çамрăка çăмăл мар профессие хăнăхтарнă. «Çамрăксен наставникĕ» ята та тивĕçнĕ вăл. Тăхăр пуçлăхпа тăрăшсан та нихăçан та ÿпкев сăмахне илтсе курман. Яваплăхпа, шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата 10 çул юратнă профессирен уйрăлман.

Елчĕк ялĕнчех йышлă çемьере ÿснĕ Лидия. Çемьере чи асли. Шăллĕсем çак çутă тĕнчерен кайнă ĕнтĕ. Йăмăкĕсем – Вальăпа Зина – тăван ялтах тымар янă. Вĕсем те хăйсен ĕçĕпе сумлă ятсене тивĕçнĕ. Май тупса аппăшĕ патне килме тăрăшаççĕ пĕртăвансем.

Лидя аппа вăрăм ĕмĕрлĕ йăхран. Амăшĕ 97 çулччен пурăннă.

– Анне пирĕн патвар та паттăр пулнă. Эпир маттурах мар çав. Вăл 92 çулта та пахча çумлатчĕ. Эпĕ – çук, – хăйне ĕçлейменшĕн ÿпкелет тыл ветеранĕ.

Лидия Матвеевнан ачалăхĕ çăмăл килмен. Нуши-тертне нумай астивнĕ. Хаяр вăрçăн асапне тÿснĕ ачасене «Вăрçă ачисем» статус панипе кăмăллă вăл. Чылайăшĕ илейменшĕн пăшăрханать, епле кĕтетчĕç патшалăх пулăшăвне тантăшĕсем.

– Вăрçă вăхăтĕнче аннесене тата йывăр килнĕ. Аттесем фронтра çапăçнă. Анне мăшăрĕнчен 31 çулта юлнă. Сак тулли ача-пăчана аннесем ура çине тăратнă. Чылайăшĕ ырлăх кураймарĕ. Вăхăтĕнче вĕсен тивĕçмеллеччĕ те хушма тÿлевсене, – хăйĕн шухăшне палăртмасăр иртмерĕ вăл.

Çавăн пекех вăл Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа тыл ĕçченĕсене те 50 пин тенкĕ парса пулăшнăшăн çĕршыв ертÿçисене тав тăвать.

– Паян патшалăх вăрçă, тыл ветеранĕсене лайăх пăхать. Анчах куллен сахалланса пыратпăр вĕт. Халĕ ялта та хулари пек пурăнатпăр. Çăкăр çителĕклĕ çиеймен чухне çак çула пурăнса çитетĕп тесе шутлама та пултарайман. Мухтав Турра, – утса пыракан анлă çулăн кашни сулăнчăкне аса илмесĕр иртеймест вăл.

Ăс-тăнĕ çирĕп Лидия Матвеевнăн. Уçă кăмăллăскер кирек кампа тĕл пулсассăн та ăшпиллĕ калаçу пуçарать. Район хаçатне юратса вуланине хыпарлать. Ултă мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ хăнана килсен чун ăшшине шеллемест.

Лидия Матвеевна хăйĕн вăйĕпе 60 çул каялла лартнă йывăç çуртра яланах тирпейлĕ те çутă. Нумаях пулмасть ывăлĕ пÿрте тата çĕнетрĕ. Халĕ хĕвел хăйĕн пайăркийĕсене тата ытларах сапаланăн туйăнать вĕсен кил-çуртне. Ват çын çурт çĕнелсе пынипе çав тери кăмăллă. Илемлĕхе юратма пăрахаймасть типтерлĕ хĕрарăм. Хăй вăхăтĕнче Лидия Матвеевна ăста алăллă пулнине пурте пĕлеççĕ. Икĕ аркăллă хĕрарăм кĕпи çĕлекенсем пур-ши халĕ Елчĕкре? Пит илтсех кайман. Лидя аппа вара пĕчĕккисем валли те чăваш кĕпи çĕлетчĕ…

«Ĕçчен çынна ял савать», – тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкрен. Çак сăмахсем Лидия Ишмуратова пирки.

Чунтан юратакан хаклă çынна ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем ырă кун-çул сунса саламлаççĕ, 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме сывлăх сунаççĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Ишмуратова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code