Юлашкинчен Чăваш Енĕн пилĕк çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствинче сÿтсе яврĕç. Çакна ăнланмалла та. Мĕншĕн тесен халĕ ĕнтĕ çирĕплетнĕ программăпа ытти сферăсенче: экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, культурăра паян мĕн тăваççĕ тата çитес çулсенче мĕн тăвĕç – вăл пĕтĕмпех республикăра çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă. Çак енĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшне палăртса, Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев августăн 7-мĕшĕнче республика Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин коллегийĕн ларăвне хутшăнчĕ. Унта Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программинчен тухса тăракан задачăсене кăна сÿтсе явмарĕç, çавăн пекех кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕле те пĕтĕмлетрĕç.
«Министерство умĕнче тăракан мисси вăл – харпăр хăйĕн ĕç-хĕлне суйласа илме пулăшасси, – палăртрĕ Олег Николаев, – çавăн пекех ĕçе пĕлсе йĕркелесси. Ведомствăна пăхăнса тăракан организацисен, общество пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе ертсе пыни кирлĕ, кирлĕ вăхăтра вĕсем конкретлă çынна тивĕçлĕ пулăшу пама пултарччăр». Палăртмалла, Олег Алексеевич министерство ячĕ çине урăх енчен пăхрĕ, унăн тивĕçĕ çынсене ĕçпе тивĕçтересси тата социаллă хÿтлĕх парасси кăна мар, çавăн пекех пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшасси те терĕ. Тĕрĕссипе вара çĕнĕ вырăнта ĕçлеме тытăнсанах Олег Николаев патшалăх пулăшăвне тивĕçлĕ çынсен интересĕсене хÿтĕлессине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Правительствăн малтанхи ларăвĕсенчен пĕринче хаксем пĕтĕмĕшле чакнине пула пурăнма кирлĕ минимума чакарасси пирки калакан йышăну проектне пăрахăçларĕ. Ку акă мĕнпе çыхăннă. Пурăнма кирлĕ минимума пĕчĕклетнĕ пулсан, автоматла майпа социаллă тÿлевсем те чакĕччĕç. Патшалăх статистикин органĕсен даннăйĕсемпе хаксен шайĕ пĕчĕкленнĕ пулин те, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн сессине февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче тăратнă саккун проекчĕ пурăнма кирлĕ минимум виçине унчченхи шайрах хăварма май пачĕ. Олег Николаевăн пурнăçа кĕртнĕ çак пуçарăвне пула пĕчĕк тупăшлă 107 пин ытла çынна социаллă пулăшупа тивĕçтересси çав шайрах сыхланса юлчĕ.
Кайрантарах ытти пулăшу мелĕсем те пулчĕç. Вĕсем пирки Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, коллеги членĕсем, çавăн пекех чĕннисем те тĕплĕн каласа пачĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе, Алена Елизарова, Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явнă май, хăйĕн сăмахне республикăри демографи лару-тăрăвне тишкернинчен пуçларĕ. «Çемьесене активлă пулăшни, вăл шутра «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче пулăшупа тивĕçтерни, нумай ачаллă çемьесен шутне ÿстерме май пачĕ, – терĕ вăл. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне кун пеккисем 14 пин ытла, ку питĕ аван вĕт-ха! Малтанласа палăртнă тăрăх, 6 çул хушшинче /2019-2024 çулсем/ финанслассин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 30 млрд ытла тенкĕ пулмалла».
Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программин проектне сÿтсе явнă чухнехи экономика аслă канашĕн унчченхи ларăвĕсемпе тата канашлăвĕсемпе танлаштарсан, республика Ĕç министерствин хальхи анлă коллегийĕ çынсен эмоцийĕсемпе пуян пулчĕ. Çакă вăл Олег Николаева тав тунин сăмахĕсенче палăрчĕ. Кун пек «феномен» вăрттăнлăхне çак йĕркесен авторне ларăва хутшăннисенчен пĕри уçса пачĕ:
– Эпир, социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем, вырăнсенче çынсемпе куллен тĕл пулатпăр, вĕсем мĕнле пурăннине лайăх пĕлетпĕр. Тÿрех калатăп: тĕрлĕрен пурăнаççĕ. Шел пулин те, аран-аран тытăнса пурăнакан çемьесем те çук мар. Кăçалах вара Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿлĕхĕ йышăннă çĕнĕ мерăсене пула вĕсен шучĕ чакма тытăнни палăрчĕ. Коронавирус эпидемине пăхмасăрах çакă лайăх палăрать. Чи пĕлтерĕшли вара – çынсен малашлăха ĕненме шанăç çуралчĕ. Эпĕ социаллă хÿтлĕх пайĕнче 20 çул ытла ĕçлетĕп. Социаллă пулăшупа хальхи чухлĕ тивĕçтерме май пуласси пирки унччен шутлама та пултарайман.
Социаллă хÿтлĕх сферин асăннă ĕçченне ăнланма пулать. Правительство иртнĕ 6 уйăхра йышăннă мерăсен переченĕ кăна докладра пĕр страницăна яхăн йышăнчĕ вĕт-ха.
Çапла вара мĕн тунă-ха?
Граждансене тивĕçтерекен социаллă тÿлевсене 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 9,38 процент индексациленĕ? виçĕ çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасене тÿлевпе тивĕçтерме тытăннă? республика ача амăш капиталĕн калăпăшне ÿстернĕ тата капитал шутĕнчен пĕр хут илме май пур укçа суммине 20 пин тенкĕне çитернĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă йышши социаллă тÿлевсене 260 пин ытла çемье илсе тăрать. Çавна валли хушма укçа 2 млрд тенкĕне яхăн уйăрнă.
Чăннипех те, сахал мар тунă. Анчах та планкăна татах çÿлерех хăпартнă. Акă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитсе килнĕ май, пĕтĕм республикипех августăн 10-мĕшĕнчен тытăнса нумай ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесене шкул ÿсĕмĕнчи ачасемшĕн 5 пин тенкĕ уйăрма заявленисем йышăнма тытăннă. Çакă вăл çемьесене пулăшмалли пачах çĕнĕ ен, Чăваш Енре кун пекки унччен нихăçан та пулман.
Кун йышши пулăшу мелĕсене татах асăнма пулать. Сăмахран, çĕнĕ çултан тытăнса 5 тата ытларах ачаллă çемьесем валли транспорт налукĕ тÿлессипе çăмăллăхсем пăхса хунă. Кунсăр пуçне кун пек çемьесенчи ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособи виçи ÿсет.
Вăрттăнлăх мар, Чăваш Енри социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисенчен чылайăшĕ ку е вăл документа илме кабинетсем тăрăх нумай çÿреме тивнине асăнать. Малашне кун пек «бюрократи» пулмасть. Алена Елизарова каланă тăрăх, граждансене меллĕ пултăр тесе пĕр документа тĕпе хурса тивĕçтерекен пулăшусен переченьне малашне ÿстерсе пыма палăртаççĕ. Çавна валли патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине цифра мелĕпе йĕркелеме, граждансене консультаци пама колл-центр ĕçне йĕркелеме планланă.
Патшалăх пулăшăвĕн татах тепĕр форми – соцконтракт. Ăна социаллă хÿтлĕх органĕсемпе пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем хушшинче тăваççĕ. Ку механизм Чăваш Енре анлă сарăлчĕ, республика асăннă енпе Раççейре пилот регионĕ пулса тăчĕ. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен çуллен 372 млн тенкĕ уйăрĕç. Социаллă контракт пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшма, вăл шутран ĕçе вырнаçтарнипе е харпăр хăйĕн ĕçне йĕркеленипе çемьесен тупăшне ÿстерме май парать. Илнĕ укçа-тенкĕне çавăн пекех хаклă сиплев валли е шкулта вĕренекен ачаллă çемьесене хушса тÿлесси шучĕпе уйăрма та май пур.
Кунпа пĕрлех укçа-тенкĕ тĕлĕшпе кăна мар, кăмăл-туйăм, психологи пулăшăвĕ ватă çынсене те кирлĕ. Программăра амбициллĕ задача лартнă – çитес вунă çул хушшинче çынсен вăтам пурнăç тăршшĕне хальхи 72,7 çултан 78 çула çитермелле. Çак тĕллеве пурнăçлама республикăра активлă вăрăм ĕмĕр системине аталантармалли мероприятисене пурнăçа кĕртме пăхса хунă. Вĕсен шайĕнче кăнтăрлахи уйрăм мелĕпе модель центрĕсене 6 йĕркелеме палăртнă. Вĕсене пĕрлехи «Мой социальный центр» брендпа пĕрлештерĕç. Çакă 3 пине яхăн ватă çынна тата инвалида пулăшма, вĕсене физкультура занятийĕсене хутшăнтарма, пултарулăха аталантарма, юрлама тата ташлама явăçтарма, компьютер тата финанс ăсталăхне алла илме май туса парĕ.
Сентябрь уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ пулать. Суйлав умĕнхи агитаци шайĕнче хăш-пĕр кандидатсем «Вăрçă ачисен» темипе активлă усă кураççĕ. Нимĕн именмесĕрех хăйсене вĕсен хÿтĕлевçисен вырăнне хураççĕ. Анчах та чăнлăхĕ акă мĕнре. Олег Николаева Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетнĕ хыççăн кăна кун пирки калакан тивĕçлĕ саккуна йышăнчĕç. Вăл вăйра ĕнтĕ. Акă август пуçламăшĕ тĕлне 9643 удостоверени панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 500-е яхăн ветеранĕ вара Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе пĕр хут паракан 25 пин тенкĕ тÿлеве тивĕçрĕ.
Ларăва хутшăнакансен пĕрлехи шухăшне ЧР Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви çумĕнчи общество канашĕн членĕ Леонид Шимин уççăн палăртрĕ. «Эпир ĕненетпĕр, программăна пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн пурнăç лайăхланатех. Анчах та çавна валли республика ертÿлĕхне те пирĕн пурин те пулăшса пырас пулать, кашнин хăйĕн вырăнĕнче йĕркеллĕ тăрăшмалла».
А.КРЯЖИНОВ.