Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Ачасен хăрушсăрлăхĕ чи малта пулĕ

Ачасен хăрушсăрлăхĕ чи малта пулĕ

Районти шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслеме район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кăçал та яланхиллех пысăк яваплăхпа хутшăнчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен ачасен малашлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ яланах чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Район администрцийĕн пуçлăхĕ ертсе пыракан ушкăн тĕрĕслеве чи малтанах Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнчен пуçларĕ. Унта кăçал чăннипех те пысăк юсав ĕçĕсем пуçланă. Ĕçсене пурнăçлама 10 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Юсава май уйăхĕнченех пуçăннă пулин те тумалли ĕçсен калăпăшĕ кунта пысăк-ха. Сăлтава «Дуслык» подрядчик ĕçлекенсем, укçа-тенкĕ çитменнипе, строительство материалĕсене инçетрен турттарса килнипе çыхăнтарчĕ… Кунпа район пуçлăхĕ нимле те килĕшме пултараймарĕ: контрактра палăртнă срок вĕçленсе пырать, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарать. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара ача сачĕ алăкĕсене уçмаллах!

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче иртнĕ çул пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавна май халĕ кунта ĕçлеме те, хушма пĕлĕве ÿстерме те майсем çителĕклĕ. Мĕнпур пÿлĕмсене юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ, инструментсемпе вылянă чухне ыттисене чăрмантарасран алăксене «хулăнлатнă». Чи кирли – çĕнĕ музыка инструменчĕсемпе, ятарлă студипе пуянланнă шкул. Вĕрентекенсем ытларах ачасене курасшăн кунта, вĕсен пултарулăхне аталантарасшăн.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти 7 шкулта кивĕ чÿречесене çĕннисемпе, пластикран тунисемпе улăштарнă, вăл шутра Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта та. Пурĕ 4 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Халĕ шкула чăннипех те çутă сăн çапнă. Тепĕр пысăк çĕнĕлĕх унчченхи тĕксĕм столовăя юсаса çĕнĕ сăн кĕртни. Хальхи йышши холодильниксене вырнаçтарнă, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне столовăй кухня оборудованийĕпе те пуянланмалла. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкулта «Ÿсĕм пуçламăшĕ» цифрăпа гуманитари профилĕсене вĕрентмелли центр уçăлмалла. Çак тĕлĕшпе район бюджетĕнчен юсав ĕçĕсене пурнăçлама 50 пин тенкĕ уйăрнă. Центр валли оборудованисен пĕр пайĕ килсе çитнĕ. Аслă Елчĕксен историпе тăван тавралăх музейĕ тĕрлĕ экспонатпа пуян. Ялтан тĕнчипе паллă ăсчах Г.Н.Волков тухни малашлăхра районта туризма аталантарма май панине, шкул ку тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнмаллине палăртрĕ Н.Миллин.

Патреккелти тĕп шкулта та кăçал чÿречесене пурĕ 164 пин тенкĕлĕх улăштарнă. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле столовăй оборудованийĕ килсе çитмелле. Çутă та тирпейлĕ классем ачасене йышăнма хатĕр. Асăннă шкул ачисем иртнĕ çул хоккейла выляссипе Раççей шайĕнче палăрнине шута илсен, çĕнетнĕ хоккей коробки, спорт ĕçĕсем валли хушма пÿлĕмсем уйăрни тата ачасен наставникĕн А.Адюковăн ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми пулни татах та пысăк çитĕнÿсем кĕтме шанчăк парать.

Курнавăш шкулĕ яланхиллех савăк юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ комисси членĕсене. Шкул умне ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçтарнă спорт площадки ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме май парать. Классемпе шкул пÿлĕмĕсене тирпейлесе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли хатĕрлесе çитернĕ, вĕренекенсен ĕçлес кăмăлĕ те иксĕлми. Ачасемсĕр тунсăхланине, вĕсене чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтереççĕ вĕсем. Иртнĕ çул шкул çуртне куçнă садикри шăпăрлансене йышăнма хатĕр. Шкулта кăçал чÿречесене улăштарассипе те ĕçленĕ – 413 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта васкавлăн хатĕрленеççĕ. Кăçал кунта та пурĕ 13 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене пуçăннă. Май уйăхĕнчен пуçласа пĕр самантлăха та ĕç шавĕ шăпланман. «Партнер» ООО подрядчик ĕçе тирпейлĕ те пахалăхлă пурнăçланипе палăрнă. Шкула пырса кĕрекен тамбуртан пуçласа стена, урай-мачча таранах çĕнĕ сăн кĕртнĕ кунта, алăксене ылмаштарнă. Мероприятисем ирттермелли зала та, столовăйне те çĕнĕ сăн кĕртеççĕ /çак кунсенче столовăй оборудованийĕ килсе çитмелле/. Чÿречесене пластиклисемпе улăштарассипе ĕçленĕ, пурĕ 3322 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ сахалах мар пулин те подрядчик çитес эрнере пĕтĕм ĕçсене вĕçлессине пĕлтерчĕ. Чи пĕлтерĕшли – сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕренÿ организацийĕсен ачасене кĕтме алăкĕсене яриех уçмалла. Çакна çирĕплетсех каларĕ тĕрĕслев ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту – усал чире сарăлма парас мар тĕллевпе хăрушсăрлăх мерисене туллин пурнăçласси.

Е.ИГНАТЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code