Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Паха пĕлÿ çăл куçĕ – çирĕп сывлăх

Паха пĕлÿ çăл куçĕ – çирĕп сывлăх

Иртнĕ ырă вăхăтсенчи ырă йăлана – шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесе хак парассине район ертÿлĕхĕ кирлĕ ĕç вырăнне хурать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн Леонард Левыйăн шухăшĕпе, ятарлă службăсем хутшăннипе иртекен çак тĕрĕслевсем, вĕренÿ тытăмĕнчи лару-тăрăва хак панисĕр пуçне, пушар, антитеррор, газ хуçалăхĕнчи йĕркелĕхе çирĕплетессипе, апат-çимĕç блокĕнче санитарипе гигиена йĕркисене епле пăхăнса ĕçленине уçăмлатма, çакна кура ку тĕлĕшри ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пыма май параççĕ.

Коронавирус чирĕ килсе çулăхрĕ те, çапла майпа вĕренÿ ĕçĕ-хĕлне кирлĕ шайра йĕркелесе пынипе пĕр вăхăтрах вĕренекенсемпе вĕрентекенсен сывлăхне сыхласси хальхи вăхăтшăн чи çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Урăхла пулма та пултараймĕ.

Çуркуннерен тытăнсах алхасакан каварлă чиртен сыхланас тĕллевпе районти шкулсенче ачасене пĕлÿ парассине, мĕнпур çĕрти пекех, онлайн мелĕ çине куçарма тивнĕ пулин те, вĕренÿ программи туллин пурнăçланнă. Лару-тăру çакăн пек килсе тухнине пăхмасăр коллективсем, эпир пулса курнă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам, Аслă Таяпари тĕп шкулсенче, «Чебурашка» тата «Шевле» ача сачĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне çутă ĕмĕтпе, хавхаланупа кĕтсе илеççĕ. Ытти çулсенчи хăнăхнă йăлапа курăмлă ĕçсене те чылай пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Черетлĕ вĕренÿ çулталăкĕнче 705 ачана йышăнма хатĕрленекен Елчĕкри шкулăн /директорĕ – Лариса Васильева/ «Паха пĕлÿ» çуртĕнче пĕтĕм чÿречесене /2 миллион та 878 пин тенке яхăн/ улăштарас ĕçĕн вĕçне тухнă. Ун хыççăнах классенчи стенасемпе урайсене, ăшă пăрăхĕсене сăрласа çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Классене хăтлăх кÿрес ĕçре, яланхиллех, вĕрентекенсем хăйсем пуçарулăх кăтартнă. Шкул вĕсемшĕн – иккĕмĕш кил вырăнĕнчех. Пысăк коллективри кашни çын – педагог е техработник çакна ăнланни малашнехи ĕçе тухăçлăрах тата ăнăçлăрах йĕркелесе пыма çул уçать. Пĕрлехи ĕçсенчен ашшĕ-амăшĕ те айккинче тăрса юлмасть.

Самай пысăк территорие йышăнакан шкулăн илемлĕ чечексемпе хĕмленекен тирпейлĕ картишĕ организацин визит карточки пекех. Шкул никĕсĕ çине таянса кунта тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ, çакна кура хăнасене те час-часах йышăнма тивет. Илеме вара вĕсем пурте кураççех. Виçĕмкун та шкулта Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев пулса курнă. Вăл «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн гуманитари тата цифра профилĕсен вĕрентĕвĕн центрĕ – «Ÿсĕм пуçламăшĕ» проект ĕçе кĕнĕренпе мĕнле улшăнусем пулса иртнипе кăсăкланнă, вĕренекенсем пултарулăха аталантармалли нумай çĕнĕлĕхе ăса хывма пултарнине тивĕçлипе хакланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă вăхăтра шкулта çĕнĕ столовăй çĕклесе лартас ыйтăва хускатнă. 40 çул каялла тунă 80 вырăнлă столовăй хăй вăхăчĕшĕн япăх шутланман. Паянхи пурнăç вара урăхла ыйтать, санитарипе гигиена йĕркисем те çирĕп. Хут ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене чăрмавсăр татса парсан 2021 çулта шкулта 250 вырăнлăх икĕ хутлă çĕнĕ столовăй çуртне хăпартма тытăнасса кĕтмелли анчах юлать. Сăмах май, министр Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта анлă юсав ĕçĕсене епле йĕркеленипе те паллашнă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче пире мĕн кĕтет? Уроксем класра иртеççĕ е урăхла мелпе вĕренме тивет? Районти вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене хальхи вăхăтра уйрăмах кăсăклантаракан çак ыйту çине те хурав панă вăл. Çакна пурте пĕлсе тăма тивĕçлĕ: Пĕлÿ кунĕ вĕренÿ тытăмĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе иртет. Апла пулин те уявра, вĕренÿ тапхăрĕнче те Роспотребнадзор çирĕплетнĕ чару мерисене пăхăнма тиветех. Дистанци технологийĕсем пĕтĕмĕшле пурнăçа, вĕрентÿ процесне йĕркелессинче те пысăк витĕм кÿнине йышăнмаллах.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта та кĕске вăхăтра /директорĕ – Виктор Карчиков/ чÿречесене /1,5 миллион тенкĕ ытла/ улăштарнă. Шкул çурчĕн тăррине çĕнетнĕ, акт залĕн тата хăш-пĕр классенчи урайсене линолеум сарнă, стенасене сăрланă, янкăр та çутă, вĕр çĕнĕ чÿречесене жалюзи, тюль карса илемлетнĕ.

Пур çĕрти пекех, кунта та ачасем сахалланса пыраççĕ. Апла пулин те кунта вĕренекенсем юлашки çулсенче тăтăшах республика, Раççей шайĕнчи предмет олимпиадисене хутшăнса призерсемпе çĕнтерÿçĕсем пулса тăни шкул ят-сумне çÿле çĕклет мар-и? Вĕрентекенĕсем те маттур. Мария Кузьмина «2020 çулхи Чăваш Енри социаллă педагог» конкурсра лауреат ятне тивĕçлĕ пулни те çакнах çирĕплетет.

Аслă Таяпари тĕп шкулта та /директорĕ – Владимир Малов/ столовăйпа спортзалти, производство пÿлĕмĕсенчи, мĕн пур класра тенĕ пекех стенасемпе урайсене, маччасене сăрланă, шкула пырса кĕрекен анлă картлашкана юсаса çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Шкулта ĕçлекенсем хăйсен вăйĕпе тĕп çуртăн çивиттине юсанă. Пĕр чăмăрта, килĕштерсе ĕçлекен коллектив ачасене вĕренме, тĕрлĕ енлĕн аталанма кирлĕ шайри условисем йĕркелессине хăйсен тĕп тивĕçĕ тесе шутлать.

Шкулсен алăкĕсем яриех уçăличчен вăхăчĕ нумаях та юлмарĕ. Учительсем вĕренекенсемшĕн, садиксенчи воспитательсем вара шăпăрлансемшĕн тунсăхланине пытармаççĕ. Коронавирус хуçаланма тытăннăранпа ачасемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçман-çке. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа «Шевле», «Чебурашка» ача сачĕсенче дежурнăй ушкăнсене уçма ирĕк панă. Воспитательсем сентябрĕн 1-мĕшне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ĕçе малтанхи пекех йĕркелесе яма пуласса шанаççĕ. Садиксем /заведующийĕсем – Наталья Петрова тата Ольга Иванова/ ытти ушкăнсене те паян тесен паян кĕтсе илме хатĕр. Леонард Левый «Шевле» садик ĕçĕпе уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Воспитальсем шкул çулне çитмен ача-пăча ăс-тăнне аталантарма пулăшассипе нумай вăй хунине курать вăл. «Шевле» ачисем, хăйсен воспитателĕсемпе пĕрле, районта иртекен мероприятисене хутшăнса кашни хутĕнчех пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Унсăр пуçне, çак пысăк çурта тĕрĕс-тĕкел тытса тăрассишĕн, тирпей-илемпе хăтлăх кÿрессишĕн те ушкăнпа кар тăрса тухаççĕ. Яланах çирĕп йĕрке хуçаланакан садикра пулса курма кирек кама та кăмăллă.

Вĕренÿ ĕç-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене витĕр пĕлсе тăракан Леонард Левый хăш-пĕр кăлтăксене пĕтерме ĕлкĕрейменни пирки директорсемпе уйрăм калаçрĕ. Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшни, пулăшни йывăрлăхран тухмалли чи лайăх мел.

Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн специалисчĕ Антонина Савельева шкулсемпе садиксенчи апат-çимĕç блокĕсенче санитарипе гигиена йĕркисене епле пăхăнса ĕçленине тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Тĕрĕсех. Çăмăлттайлăх, çитменлĕхсем çине куç хупни ытла хака ларма пултарасса лайăх ăнланать вăл. Кăçалхи лару-тăрура Роспотребнадзор специалисчĕн асăрхаттарса каламалли тата нумай пулчĕ. Шкулсенче çирĕп астуса тăмалли йĕркесем çаксем пулса тăраççĕ: ирхине шкула пыракан кашни ачан ÿт температурине виçмелле, аллисене дезинфекци тумалла, ун хыççăн тин вĕсем классене кĕме пултараççĕ. Уроксене малтанхи пек класран класа куçса ирттерес йĕркене, май пур таран, пăрахăçлама тивет. Шкулсене сывлăша тасатакан оборудованипе – рециркуляторсемпе тивĕçтермелле. Ушкăнпа пухăнассинчен асăрханса тăхтав вăхăчĕсене, столовăйра апат çитерессине кашни класс валли расна вăхăтра йĕркелесссине татса памалла. Алă çумалли вырăнсене дезинфекци хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтермелле. Унсăр пуçне, сентябрĕн 1-мĕшĕччен 3 кун маларах, шкулсенчи пĕтĕм пÿлĕме тĕплĕ дезинфекци тумалла. Каярахпа та çакăн пирки манса каймалла мар. Куçа курăнман, самантлăха та «çывăрман» вируспа кĕрешсе ачасен алли пырса тивекен вырăнсене /сĕтел-пукан, алăк, чÿрече, доска тата ыт. те/ кашни кун дезинфекци шĕвекĕпе /пĕр кунра темиçе хутчен те/ тасатмалла. Çак йĕркесене пурнăçласан тин хăрушă чиртен асăрханма, ачасен сывлăхне упрама пулĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code