Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тырă усравлăхĕ çĕкленет

Тырă усравлăхĕ çĕкленет

Вырма ĕçĕсем хĕрсе пынипе пĕрлех Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕнĕ тыр-пула вырнаçтарма пысăк усравлăх йĕркелеççĕ.

Хуçалăх меслечĕпе çĕкленекен объект 2 пин тăваткал метр йышăнать, унта 3 пин тонна яхăн тĕш тырă усрама май килĕ. Сергей Николаевич Горшков ертсе пыракан бригада тата Николай Катайкинпа Виталий Питаков, Дмитрий Малов сварщиксем объекта срокчен, пысăк пахалăхпа ĕçе кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество рабочийĕсем асфальт сараççĕ.

Эльвира ФЕДОРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Валерий Падуев председательпе /сылтăмри/ Николай Смирнов мастер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code