Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне пуррипе эпир телейлĕ

Анне пуррипе эпир телейлĕ

Кашниех хăйĕн амăшне мĕнле юратни, хисеплени çинчен пĕлтересшĕн ăнтăлать пулĕ. Ăна вăл утса тухнă çулсемшĕн, чăтса ирттернĕ йывăрлăхсемшĕн, çемьешĕн панă пурнăçĕшĕн ытарми сăмахсемпе тав тăвать. Пĕр тесен, мĕн пур анне çинчен роман çырма пулать…

Эпĕ кĕскен пулсан та, хамăн анне çинчен çырса пĕлтересшĕн. Антонина Петровна Александрова 1935 çулта Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă. Иртнĕ кунсенче вăл 88 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта хура-шурне те сахал мар астивнĕ çывăх çыннăмăр. Виçĕ çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вăрçă ачин нушисене те тỹснĕ.

Амăшĕпе кăна ỹснĕ пулсан та, Тăрмăшри 7 çул вĕренмелли шкултан «5» паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Малалла пĕлỹ илес ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Анчах Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕр уйăх çỹренĕ хыççăн пăрахма тивнĕ: вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тỹлеме вăй çитереймен. Вара ял çынни ăçта кайтăр? Анне фермăра сысна пăхнă, колхозри ытти ĕçсене те хутшăннă.

Чи телейлĕ çулсем — аттепе пĕрлешсе пурăнма пуçланă тапхăр. Ĕçлеме ỹркенмен çамрăк мăшăр: малтан тĕп килте йывăç çурт хăпартнă, кайран уйрăлса тухса кукамай патĕнче тĕпленсе тепĕр çурт лартма вăй çитереççĕ. Строительство ĕçĕсем кунпа вĕçленмен-ха. 1972 çулта виççĕмĕш çурт çĕклеççĕ, хальхинче кирпĕчрен. Атте вăл тапхăрта шоферта, анне осеменаторта вăй хунă. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарса пынă: арçын ачасем аттепе грузчикра çỹренĕ, эпир аппапа тата йăмăк хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă.

Пирĕн ачалăх питĕ телейлĕ пулнă. Апат-çимĕç, çи-пуç тĕлĕшĕнчен çивĕчлĕх курман. Çывăх çыннăмăрсем пирĕншĕн ырми-канми тăрăшнă çав. Вĕсен умĕнче эпир яланах парăмра. Шел пулин те, аттемĕр пиртен уйрăлса кайни хĕрĕх çул ытла.

Анне, хăй пĕр-пĕччен ỹснĕ пулсан та, унран пуян çын та çук пулĕ. Пире, пилĕк ачине, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ỹстернĕ вăл. 11 мăнукĕ, 22 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç мар-и тата?

Анне, сан пата май пур таран çич енчен çич çулпа çитесчĕ, курмассерен нумай-нумай ăшă та ырă сăмах каласчĕ сана.

Елена КАПИТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code