Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пысăк стажлă, ăсталăхлă

Пысăк стажлă, ăсталăхлă

Округри сиплев учрежденийĕсенчи медицина ĕçченĕсем чирлисене сыватас тĕллеве мала хурса сывлăхне, пурнăçне тата вăй-халне хĕрхенмесĕр ырми-канми тăрăшаççĕ.

Хăйсен пысăк ăсталăхне пула вĕсем пациентсене эмелпе пĕрлех ăшă сăмахпа та сиплеççĕ.

Округри тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕнче чылай çул тăрăшакан медицина сестрисем пирки паянхи сăмахăм. Римма Викторова — 39, Надежда Шуркина — 36, Валентина Албарцева 32 çул такăрлатаççĕ больница çулне. Халăх вĕсене тăрăшуллă ĕçĕшĕн анчах мар, ырă та ăшă кăмăлĕшĕн хисеплет.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Р.Викторова. В.Албарцева. Н.Шуркина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code