Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ир акнă вăрлăх пысăк тухăç шантарать

Ир акнă вăрлăх пысăк тухăç шантарать

Аслă Елчĕкри Владимир Чернов фермер коллективĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче черетлĕ çур акире тĕш тырă культурисене акассине (пурĕ 517 гектар, ĕç планне 104 процент пурнăçланă) чи малтан вĕçленĕ.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи:

— Кăçал çĕр пичĕ ытла хăвăрт юртан тасалнине тата çанталăк та тăруках ăшăтнине кура çĕр ĕçченĕ уй-хире маларах тухрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене апрелĕн 13-мĕшĕнчех акма тытăнтăмăр. Палăртнă лаптăкри тыр-пула кĕске вăхăтра — 10 кунра тăпрана варăнтарма ĕлкĕртĕмĕр, — терĕ. Пĕр сăмахпа, ĕç коллективĕнче ака ĕçĕсене пысăк пахалăхпа, агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн кĕске вăхăтра пурнăçлама пултарнă.

Х(Ф)Х уй-хирĕнче тĕш тырă культурисен хăш тĕсĕ çине ытларах тимлĕх уйăрнă? Тĕпрен илсен, ытларах лаптăка тулă тата урпа йышăнаççĕ. Унсăр пуçне, пусă çаврăнăшне тивĕçлипе йĕркелесе пырас тата çĕр пулăхне лайăхлатас шутпа кăçал 50 гектар çинче элита репродукцири «Ульяновец» пăрçа та акса хăварнă. Пĕтĕм лаптăка минераллă удобренисемпе (1 гектар пуçне 200 килограмм) кирлĕ таран апатлантарни, чи лайăх вăрлăхсемпе усă курни те алла пысăк тухăç илме шанăç кỹрет.

Владимир Федорович туслă коллективра вăй хуракансене кашнине ятран палăртса тав тума та манмарĕ. Çĕр хатĕрлеме хутшăннă Борис Адюков, акакан агрегата чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлеттернĕ Сергей Чернов, удобренипе тивĕçтернĕ Анатолий Бурмистров, вăрлăх турттарнă Анатолий Арбузов водительсем, акнă лаптăксене пусăрăнтарнă çĕрте тимленĕ Федор Петрушкин, сеяльщиксем — Сергей Адюков, Николай Егоркин тата Дмитрий Архилин, чăннипех, хăйсене шанса панă тивĕçе туллин пурнăçланине, çакна кура ĕç кал-кал пынине аса илчĕ.

…Ир акнă вăрлăх сая кайманни паллах. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн уй-хирĕсенче пулса курма та кăмăллă пулчĕ — мĕнпур лаптăкра калчасем тикĕс шăтса тухнă. Халĕ чи кирли ăна куç шăрçине сыхланă пек пăхса çитĕнтересси. Çакăншăн пĕрлехи вăйпа тимлеме кирлине лайăх ăнланаççĕ кунта. Сăмах май каласан, хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен анисене çум курăкран тата тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлесе им-çам сапма тухнă, çак ĕçе пурнăçлама Борис Адюков механизатора шанса панă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code