Халăх хисепне çĕнсе илнĕ паянхи паттăрсем — çĕршыв интересĕпе ирĕклĕхне хỹтĕлекен салтаксем.

Сергей Муравьев аслă сержант Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă, кунта 7-мĕш класа çитиччен пурăннă. Каярах çемйипе пĕрле Шупашкар хулине куçса кайнă.
Çĕршыв хăйĕн ывăл-хĕрĕн хỹтлĕхне кĕтнĕ тапхăрта Сергей Иванович лăпкăн ларма пултарайман — кăçалхи февраль уйăхĕнче контракт çырса çар ретне тăнă. Курск облаçне тапăнса кĕнĕ нацистсене тасатас ĕçе хутшăннă вăл. «Серый» хушма ятлă Сергей Муравьев эвакуаци взводĕнче санитар-водителĕн тивĕçне пурнăçлать, фронта çар хатĕрĕсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, шывпа тата апат-çимĕçпе тивĕçтерет, аманнисене çапăçу вырăнĕсенчен илсе тухать, мирлĕ халăха пулăшать. Курск облаçне хỹтĕленĕ чух çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тата хăйне хĕрхенменшĕн Срегей Муравьева «Курск облаçĕн хỹтĕлевçи» медальпе наградăланă. Серый маларах Курск облаçĕн Правительствин Хисеп хутне тата хăй тăракан çар чаçĕн командованийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Салтаксене кашнине тав сăмахĕ калар. Эсир мухтава тивĕçлĕ чăн-чăн арçынсем, çĕршыв хỹтĕлевçисем! Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр.
Е.ПЕТРОВА.

