Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Аслă шкулăн вĕрентекенĕ

Аслă шкулăн вĕрентекенĕ

Ырă вăрлăхран ырă çимĕç шăтса çитĕнесси иккĕлентермест. Ĕмĕрĕпе чунпа пурнăçланă ĕç те йĕрсĕр юлмасть – унăн тăсăмĕ пур. Яманчÿрелĕнчи Владимир Александровичпа Елена Петровна Павловсем хăйсен пĕтĕм кун-çулне мухтавлă «Слава» колхозпа çыхăнтарнă та, ачисем те пĕчĕкрен ĕçе юратса çитĕннĕ. Çурт-йĕр çĕклекен те, сывлăх сыхлавçи те, ăслăлăх ĕçченĕсем те пур вĕсен хушшинче паян.

Пилĕк ачаран тăваттăмĕшĕ, Юлия, Шăмалакри вăтам шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институчĕн экономика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнăскер, пурнăçне аслă шкулпа çыхăнтарасса пачах шутламан. Халĕ, акă, 30 çула яхăн студентсене пĕлÿ парать. «Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен» тенешкел, çамрăк преподаватель халĕччен пухнă ăс-хакăлпа çырлахмасть – 1993-1996 çулсенче Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн аспирантуринче куçăмлă майпа вĕренет, «Информационные системы управления птицеводческими предприятиями» темăпа диссертаци хÿтĕлесе экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăрать. «Çĕнĕ» ăсчаха тăван учрежденирех хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Çапла вара çул хыççăн çул иртет, ĕç картлашкисене çÿлетсе пынă май ассистент, преподаватель, аслă преподаватель должноçĕсенче тимлет. 1999 çулта Юлия Владимировнăна информатикăпа шутлав кафедрин доцентне çирĕплетеççĕ, кĕçех – экономика факультечĕн деканĕн çумĕ.

Çав çулхинех Ю.Павлова Шупашкарти кооператив институтне ĕçлеме куçнă. Кунта та пултарулăх, ăслай шайне кура пысăк должноçсене «астивнĕ». Çавсенчен пĕрне çеç асăнар: 2005-2007 çулсенче институтăн ăслăлăх Канашĕн ученăй секретарĕ.

Çамрăк ăсчахăн лекцийĕсемпе практикăлла ĕçĕсем яланах çĕнĕ меслетсемпе уйрăлса тăраççĕ. Мускавра пухнă паха опыта Чăваш çĕрне илсе килнĕскер, занятисем хыççăн та нумай ĕçлет вăл. Çавна курах-ши, 2014 çулта ăна Хушма пĕлÿ паракан центрăн начальникне çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ те. Юлашки çулсенче бухгалтери учечĕпе финанс кафедрин доценчĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Юлия Владимировна 5 çул каялла Раççей коопераци университечĕн магистратуринчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Паянхи кун тĕлне вăл 209 наука тата вĕрентÿпе меслетлĕх ĕçĕсем пичетленĕ, çав шутран икĕ монографи тата ăслăлăх статйисем. Ытларах экономика, инвестици ыйтăвĕсемпе çыхăннă вĕсем. Чăваш Енĕн экономика аталанăвне тишкерни те, организацисен финанс çирĕплĕхне уçса пани те, тĕрлĕ проектсене хак пани те пур.

Ю.Павлован «Инвестиционная стратегия» кĕнеки Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ изданийĕсен «Университет кĕнеки-2008» 4-мĕш конкурсĕнче диплом илме тивĕçнĕ. Çак ĕçех «Чи лайăх ăслăлăх кĕнеки» фестивальте те палăрнă. Мал ĕмĕтлĕ ученăй тĕпчев ĕçне пулас бакалаврсемпе магистрсене те явăçтарать, вĕсен производство тата диплом илес умĕнхи практикисене пысăк тимлĕх уйăрать.

Юлия Владимировна – Раççейри Естествознани Академийĕн профессорĕ. Çулсерен шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсемпе профориентаци ĕçне йĕркелес, «Финанс пĕлÿлĕхĕ» программăпа килĕшÿллĕн студентсенчен волонтерсене хатĕрлес тĕлĕшпе активлă ĕçлет. Ăна пысăк квалификациллĕ специалистсем вĕрентсе хатĕрленĕшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Вĕрентÿри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» Хисеп паллипе, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, Шупашкар хула администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Ун çинчен «Ученые Чебоксарского кооперативного института» ?2012/ кĕнекере çырнă, институт сайчĕ çинче пысăк материал пур, ăна Елчĕк районĕн кĕске энциклопедине кĕртнĕ.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code