Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш халăх çыравçи, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ М.Н.Юхма Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хаклани

Чăваш халăх çыравçи, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ М.Н.Юхма Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хаклани

Олег Алексеевич Николаев нумаях пулмасть Чăваш обществăпа культура центрĕнче пулса курчĕ. Эпир Чăваш Республикин Писательсен союзĕпе пĕрле кăларнă кĕнекесене хăй вĕренсе тухнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атай ялĕнчи шкула та парнелерĕç. Кĕнекесене парнелеме пĕрле кайрăмăр. Шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе питĕ лайăх тĕл пулу ирттертĕмĕр. Олег Алексеевич пухăннисемпе чуна уçса калаçни, вĕсене итлеме пĕлни мана питĕ савăнтарнăччĕ.

Вăл чăнласах та кашни çынна итлеме, унпа калаçма пĕлет. Хăй сăмах панине нихăçан та манса каймасть. Çакă Олег Алексеевич шанчăклă çын пулнине пĕлтерет. Эпĕ – çыравçă, çавăнпа мана вăл тăван культурăна, чĕлхене аталантарас тесе тăрăшни питĕ савăнтарать. Акă, нумаях пулмасть эпир, культура ĕçченĕсем, унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл пире питĕ тимлесе итлени, ăнланма тăрăшни хытах сисĕнчĕ. Эпир çĕкленĕ ыйтусем пирки вăл питĕ ăнланса калаçни пире пурсăмăра та шанчăк пачĕ.

Олег Алексеевич пĕтĕм халăх валли çĕкленĕ лозунг та, «Пĕрле. Вместе» тени, пирĕншĕн питĕ хаклă. Чăнласах та вăл пире пурсăмăра та шанать, пĕрле ĕçлеме чĕнет. Акă, тепĕр пысăк ĕç палăртнă: çитес пилĕк çул валли регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли тĕллевсемпе программи. Мĕн чухлĕ ырă шухăш унта! Тата çав çырса кăтартнă ырă шухăшсене ĕçе кĕртес тесе вăл пĕтĕм вăйне хурса тăрăшать.

«Вăрçă ачисем» тĕлĕшпе тунă ĕçсем тата. Эпĕ те «вăрçă ачи». Ялта ÿснĕ. 6 çултан пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă, пучах пуçтарнă, çум çумланă, кĕлте йăтнă… «Вăрçă ачисемшĕн» тăрăшни, вĕсене хисепе хуни – тăван халăхшăн тăрăшниех.

«Сурский рубеж». Аннесем, аппасем, аслăрах пиччесем çĕрне-кунне пĕлмесĕр унта ĕçленĕ. «Сурский рубеж» вăл Сăр шывĕ хĕрринче ĕçлени кăна мар, аяккарахри ялсенче, сăртлă вырăнсенче окопсем чавни, хÿтлĕх вырăнĕсем туни. Пирĕн ялта кăна, Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче, 20 ытла окоп чавнăччĕ. Эпĕ çуралса ÿснĕ урамра çичĕ окоп пулнă. Çавсенче ĕçленĕ çынсем пурте хисепе, чыса тивĕçрĕç. Куншăн та эпир ăна тав тăватпăр.

Малтанхи хуçасене пула, ним шутламасăр, китаецсене çĕр парса иртĕхтернине вăл тăрăш¬нипе чарни те вырăнлă. Пирĕн ахаль те çĕр сахал. Астăватăп-ха, çĕр çитменнипе мĕн чухлĕ çын Çĕпĕре, Алтая, Çурçĕр Казахстана куçса кайрĕç. Олег Николаев çак «Сычуань-Чувашия» текен ĕçре йĕрке тума тытăнни питĕ кирлĕ тесе шутлатăп.

«Ял ипотеки» проект та халăхшăн тăвакан ĕç. Пирĕн епле пулсан та ялсене аталантарас пулать, халăх ялсенчен «тарассине» пĕтересчĕ. Проект шкулсене упраса хăварас енĕпе те пулăшасса шанатăп.

Çакăн пек ырă ĕçсем унăн нумай. Тепĕр хут хушса калатăп, ертÿçĕ хăй каланине, сăмах панине нихăçан та манмасть, пуçланă кашни ĕçе вĕçне çитерме тăрăшать. Ку вăл çыннăн чи лайăх, чи паха енĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code