Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăн кукаçи пек пуласчĕ

Мăн кукаçи пек пуласчĕ

«Кукамай, вĕрентекен пиртен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки сочинени çырма ыйтрĕ. Эпĕ мăн кукаçи çинчен çырас тетĕп. Каласа пар-ха мана ун пирки», – тесе ыйтрăм кукамай патĕнче пулнă май.

Çывăх çыннăм çак сăмахсене илтсен мана ăшшăн çупăрларĕ, унтан тарăн шухăша кайса аса илÿсен авăрне путрĕ:

– Итле эппин, мăнукăм, – терĕ вăл пуçăмран ачашласа. – Санăн мăн кукаçу – Венедикт Васильевич Никонов Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче 1918 çулта кун çути курнă. Çамрăклах пултаруллă та ĕçчен пулнипе палăрнă. Тăван çĕршыва ылханлă фашист тапăнса кĕрсен 24 çулхи каччă фронта тухса кайнă.

– Кам пулса çапăçнă вăл вăрçăра, кукамай; – ыйтмасăр тÿсейместĕп эпĕ.

– Минометчик пулнă. Воронежа хÿтĕленĕ, Харьковпа Полтава хулисене тăшманран ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Донецк облаçĕнчи Шнурки ялĕшĕн пынă çапăçура вăл фашистăн вăрçă хатĕрĕсене тиенĕ автомашинине тата икĕ пулемет точкине тĕп тунă, пирĕн пехотăна малалла кайма çăмăллăх туса панă. Çак паттăрла ĕçсемшĕн вăл патшалăх наградине – III степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. Польшăри Леобшютцпа Нейсе хулисемшĕн пынă хаяр çапăçусене те хутшăннă. Кунта та хăюлăхне кăтартнă. Çак хуласене тăшмансенчен туртса илнĕ çĕрте палăрнă паттăр 1945 çулхи март уйăхĕнче Аслă Главнокомандующин Тав çырăвне тивĕçнĕ. Санăн кукаçу тăшмана хăваласа Берлин хулинех çитнĕ. Хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр харсăррăн та хăюллăн çапăçнă вăл, мăнукăм, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Паттăр салтака «Отличный минометчик» кăкăр çине çакмалли паллă, «Хастарлăхăшăн» медаль тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне парса чысланă.

1945 çулхи апрель уйăхĕнче пĕр хаяр çапăçура йывăр аманать вăл, Аслă Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илет. Тăван яла таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ.

– Кукамай, манăн та мăн кукаçи пек хастар та паттăр пулас килет!

Максим САДОВНИКОВ,
11-мĕш класс.
Кушкă шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code