выльăхсене анчах мар, çынсене те ерет.
Вăл килти выльăхсемпе тискер кайăксене тата çынсене ерекен вăрах вăхăта тăсăлакан чир шутланать. Бруцеллез организмри пурнăçшăн кирлĕ нумай тытăма сиенлет, çав шутра юн тымарĕсене, апат ирĕлтерекен, шăкпа ар тата ĕрчев тытăмне.
Чире бруцелла йăхĕнчи бактерисем пуçараççĕ. Асăннă чире уйрăмах сурăхсемпе качакасем, мăйракаллă шултăра выльăхсем, сыснасем питĕ сисĕмлĕ. Пĕр йышши бруцеллăсем тепĕр йышши выльăх е çын çине куçма пултараççĕ. Чирлĕ выльăхсем инфекци çăл куçĕ пулса тăраççĕ. Выльăх каяшĕ тата продукцийĕ урлă çак чир сывă выльăхсене, ăна пăхакана е продукцийĕпе, калăпăр, вĕретмен сĕтпе усă куракан çынсене ерме пултарать. Ытларах чухне вăл выльăхсем ушкăнпа пăруланă тапхăрта /кăрлач-пуш уйăхĕсенче/ сарăлать. Чир вăрттăн аталаннă пирки ăна вăхăтра сисме йывăр. Бруцеллезăн тĕп паллисем – хырăм ÿкни тата хыç ÿкмесĕр тытăнса тăни.
Çакна ялан астуса тăмалла! Ветеринари служби ирĕк памасăр, выльăхсем чирлĕ маррине пĕлмесĕр тата тивĕçлĕ документсăр ютран выльăхсене кÿрсе килмелле мар. Чи шанчăкли – чиртен асăрханасси, выльăхсен юнне тĕрĕслеттерсех тăрасси, иккĕлентерекен паллăсем пулсан вăхăта вăраха тăсмасăр специалистсене кăтартасси. Чăваш Республикинче бруцеллез сарăлнă чир шутланмасть пулин те асăрханулăх пирки самантлăха та манса каймалла мар. Çакна тĕпе хурса мăйракаллă шултăра выльăхсен, сурăхсемпе качакасен, сыснасен юнне илсе тĕрĕслеттермелле. Хальхи вăхăтра юн тĕрĕслевĕ тăрăх районта шутланса тăракан выльăхсенче бруцеллез чирне палăртман. Малашне те чире сарăлма парас мар тесен выльăхсене тĕрĕслесе тăни кирлĕ.
С.ИШМУРАТОВ,
районти ветстанцири выльăх тухтăрĕ.