Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çулсем пысăк тимлĕхре

Курнавăш ял тăрăхĕнче çул-йĕре юсассине, пăхса тăрассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Юлашки çулсенче граждансен пуçарулăхне кура ял тăрăхĕн укçи-тенкипе урамсенчи çулсене юсанă. Çак кунсенче, акă, «ДМПК «Яльчикское» ООО Çĕнĕ Пăвари Центральная тата Молодежная урамсенчи тăпраллă çулсене юсас ĕçе вĕçленĕ. Çавăн пекех Курнавăшри Центральная тата Западная урамсенче те çул-йĕре вак чул сарса хытарнă.

Суд приставĕсен çĕнĕ ертỹçĕ

Иртнĕ кунсенче Раççей суд приставĕсен федераллă служба управленийĕн Чăваш Енри представителĕсем района ĕçлĕ тĕлпулăва килнĕ.

Хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Марина Павловăпа тĕл пулнă, РФ ФССП управленийĕн Чăваш Енри ертỹçин пулăшаканĕ Сергей Смирнов Елчĕк районĕнчи суд приставĕн пайĕн ертỹçипе — аслă суд приставĕпе Надежда Шестаковăпа паллаштарнă. Марина Павлова çĕнĕ ертỹçĕне службăра ỹсĕмсем туса пыма суннă, пĕрле килĕштерсе ĕçлессине палăртнă. Çавăн пекех вĕсем граждансен ыйтăвĕсене пĕрле пăхса тухассипе, вĕсен саккунлă прависене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

90 çул чикĕ мар

Районта ватăсене сумлă юбилейсемпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ.

Хальхинче Каркаларти Алефтина Ильина тыл ветеранĕ 90 çул тултарнă ятпа ăшă саламсем йышăннă. Ăна Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров РФ Президенчĕн салам открыткине вуласа панă май парне парса чыс тунă. Тăванĕсемпе ял çыннисем те Алефтина Ильиничнăна паллă кун ячĕпе саламланă. Çăмăл мар пурнăç пурăннă ватăна чыс туни савăнăç кỹнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code