Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çамрăка айăпланă

Çамрăка айăпланă

Сăмахсемпе Интернет уçлăхĕнче те асăрхануллă пулмалла. Хулара пурăннă çамрăка суд РФ УК 280 статйин 2 пайĕпе /экстремистла ĕçсем пуçарма чĕнни/ айăпласа приговор палăртнă.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх каччă социаллă сетьри пысăк ушкăнăн администраторĕн правипе усă курнă май обществăшăн хăрушă ĕç тунă – тĕрлĕ халăхăн прависемпе ирĕкне пăснă анчах мар, Интернетпа усă курса экстремистла ĕçсем пуçарма чĕннĕ. Унта вырнаçтарнă материалсенче хăйĕнпе пĕрлешме, ют регионтан килнĕ çынсене тапăнма, харкашма сĕннĕ, вĕсене кÿрентерекен тата чысне варалакан сăмахсем çырнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code