Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕпĕр чирĕнчен сыхланар!

Çĕпĕр чирĕнчен сыхланар!

Елчĕк районĕнче иртнĕ çул выльăха усал чир ернĕ, территорие карантина илнĕ тĕслĕх пулман. Африка чуми, уртаракан чир, Çĕпĕр чирĕ, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти те Елчĕк тăрăхне чикĕ урлă каçайман. Паянхи куна районти ветспециалистсем хуçалăхсенче Çĕпĕр чирĕнчен сыхлав прививкисем тăваççĕ.

Çĕпĕр чирĕ /Сибирская язва/ – выльăх-чĕрлĕхпе çыннăн уйрăмах хăрушă инфекциллĕ чирĕ шутланать. Вăл ÿт-тире, пыршăлăха, ÿпкене, карланкă парĕсене сиенлет. Ку чире пур континентра та тупса палăртнă, уйрăмах Хĕвел тухăç Африкăра тата Хĕвел анăç Азире сарăлнă вăл. Чăваш Республикинче выльăхсем унпа чирлени 1987 çулта Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, 2002 çулта Тăвай районĕнчи Чутей ялĕсенче пĕрер тĕслĕх пулнă. Çĕпĕр чирĕпе килти пур йышши выльăх-чĕрлĕх те чирлет. Ăна спорăллă бактерисем пуçараççĕ. Вĕсем питĕ тÿсĕмлĕ, уйрăмах çĕр айĕнче, унта вĕсем çĕршер çул упранма пултараççĕ. Сиенленнĕ хыççăн чир хăвăрт аталанать, выльăх 2-3 кунтан вилме те пултарать. Час-часах Çĕпĕр чирĕ выльăхсен апат çулне сиенлет /хырăмĕ хăпарса каять, юнлă варвитти пуçланать/, ÿт-пÿ температури хăпарать, выльăх чĕтреме тытăнать. Чирлĕ выльăх шăкĕнче тата сĕтĕнче юн палăрать. Вилес умĕн выльăх çăварĕнчен те, хыçалтан та юнлă кăпăк тухать. Хăшĕ-пĕрин ÿт-пÿ сиенленет, ун пек чухне ÿт-тир çинче язвăсем палăраççĕ. Выльăхсем юн тытăмĕ пĕтĕмĕшле сиенленнипе вилсе каяççĕ. Сыснасен пуçĕ, мăйĕ шыçса хăпарать, вĕсем йывăррăн сывлама пуçлаççĕ. Çынсем Çĕпĕр чирĕпе чирлĕ выльăха пуснă вăхăтра, тирне сÿнĕ тата ăш-чиккине кăларса тирпейленĕ чухне сиенленме пултараççĕ. Ирĕксĕр пусма тивнĕ чирлĕ выльăхăн ашне çини те çын сывлăхĕшĕн питĕ хăрушă пулса тăрать. Асăннă чиртен сыхланас тесен выльăх-чĕрлĕх хуçисен ятарлă правилăсене пăхăнма тивет:

– çĕнĕ выльăх туянсан ун пирки вырăнти ветспециалистсене пĕлтермелле, ăна шута илмелле;

– выльăхсене ветсправкăпа кăна туянмалла;

– туяннă выльăха 30 кунлăха карантина тăратмалла;

– килти тата хуçалăхри выльăхсене Çĕпĕр чирĕнчен сыхланса вăхăтра вакцинаци тата ревакцинаци тутармалла;

– выльăхсем чирлесен е вилсе кайсан çийĕнчех ветеринари службине пĕлтермелле.

Çĕпĕр чирĕ питĕ хăрушă ерекен чир. Выльăхсене вакцинаци тумасăр хăварар мар. Çăмăлттайлăх пысăк сиен кÿме пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code