Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей конкурсĕн лауреачĕ

Раççей конкурсĕн лауреачĕ

Пĕтĕм Раççейри «2019 çулхи Раççейри чи лайăх нумай функциллĕ центр» итогĕсене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен представителĕсем хутшăннă видеоконференци режимĕпе йĕркеленĕ канашлура пĕтĕмлетнĕ.

2019 çулта конкурса çĕршыври 71 субъектран 148 заявка тăратнă. «Чи лайăх НФЦ» номинацие 50 центр хутшăннă. Çак номинацире лауреатсене «Пысăк хулари НФЦ», «Вăтам хулари НФЦ» тата «Пĕчĕк хулари НФЦ» категорисенче палăртнă. Елчĕкри патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхĕсем паракан нумай функциллĕ центр «Пĕчĕк хулари НФЦ» /25 пине яхăн халăх йышĕ/ категорире лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code